Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Люксембургра пурăнакан Томас Файдер чăваш чĕлхине вĕренет

Софья Савнеш27.07.2015 11:504315 хут пӑхнӑ

Томас Файдер Люксембургра пурăнать. 40 çулти арçын пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕччĕ. Унпа çавăн чухне паллашрăм. Тĕлĕнмелле çын вăл. Пин-пин çухрăма парăнтарса Чăваш Ене вăл чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Томас ун чухне çитес çул «Хавал» уйлăха хутшăнассине, ун чухне манпа тепĕр хут курнăçассине пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ. Томаспа самай калаçрăмăр. Вырăслах пуплерĕмĕр унпа. Чăвашла лайахах çырать вăл, калаçкалать те. Анчах Люксембургра чăвашла никампа калаçма çук-мĕн. Практика çукки кăштах ура хурать.

- Томас, чăваш чĕлхи пирки ăçтан пĕлтĕн?

- Австралире Мари Республикинче çуралнă пĕлĕшĕм пурăнать. Унăн тусĕ Анастасия Князева Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнчен. Чăваш чĕлхи пирки унпа паллашсан пĕлтĕм. Вăл пулăшнипех Чăваш Ене килтĕм. Пĕлтĕр Пушкăрт ялĕнче пурăнтăм. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Светлана Тобоева пулăшнипе чăваш чĕлхине вĕрентĕм.

- Чăваш ялĕ сана мĕнпе тĕлентерчĕ?

- Пушкăртстанпа танлаштарсан (эпĕ унта мари чĕлхине вĕреннĕ чухне пурăнтăм), чăваш ялĕнчи тавралăх питĕ илемлĕ. Пушкăрт ялĕ патĕнче Хушка тăвĕ пур, унта кашни кун çÿрерĕм. Унтан тавралăх алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Лачака пĕрремĕш хут куртăм. Калуш тăхăнса куртăм. Чăваш Ене хĕлле килсе курас килет. Ку таранччен çил-тăман курман эпĕ. Люксембургра ытлах сивĕ мар. Кунта вара шартлама сивĕ те пулать.

- Чăвашсем пирки мĕн калама пултаратăн?

- Чăвашсем пĕр-пĕрне вырăсла сывлăх сунни тĕлĕнтерчĕ. Кунта кÿршĕ республикăри чĕлхесене пĕлмеççĕ. Пирĕн патра кашниех акăлчан, нимĕç, люксембург чĕлхисене чухлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем – пирĕн чикĕре. Эпĕ кунсăр пуçне французла, марилле пĕлетĕп. Халĕ чăвашла вĕренесшĕн. Марисемпе танлаштарсан, чăвашсем чĕлхене ытларах хисеплеççĕ. Йошкар-Олара марилле ытлах калаçмаççĕ.

- Чăваш чĕлхине вĕренме çăмăл-и?

- Пĕлтĕр пĕр эрнере 200 сăмаха ăса хыврăм. Уйрăм сăмахсене çеç вĕренме йывăртарах. Чĕлхе çемçен янăрать. «Ÿ», «ĕ» сасăсене калама йывăр. Чĕлхене вĕренсен грамматикăна урăх чĕлхене куçарма ĕмĕтленетĕп. Светлана Тобоевăпа кашни кун 2-3 сехет грамматикăна вĕрентĕмĕр. Глаголсене, аффикссене, падежсене пăхса тухрăмăр. Пĕлтĕр хампа пĕрле кĕнекесем, дисксем илсе кайрăм. Вĕсемпе усă курса чĕлхене малалла хам тĕллĕн вĕрентĕм. Манăн шухăшпа, кашни çыннăн хăйĕн чĕлхине хисеплемелле. Çĕр çинчен çухалма пултаракан чĕлхе тата кăсăклăрах маншăн. ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтекеннисен йышне кĕртни шел. Люксембург чĕлхи кун пек хăрушлăхра мар, мĕншĕн тесен Люксембург пĕчĕк пулсан та патшалăх шутланать. Чаваш ялĕнче пурăннă чухне урамра тĕл пулнă çынсемпе чăвашла калаçрăм, чĕлхе мĕнле янăранине итлерĕм.

- Чăвашсен наци апатне тутанса куртăн-и?

- Светлана Тобоева шÿрпепе хăналарĕ. Хуплу та пĕçерчĕ, ăшă сĕт ĕçтерчĕ. Мана панулми кукăлĕ питĕ килĕшрĕ. Чăваш пылĕ те питĕ тутлă.

- Люксембург пирки каласа кăтартсам.

- Пирĕн патра кушак çук. Автан сассипе пĕрремĕш хут вăранса куртăм. Эпир автансене лавкка сентрисем çинчен çеç туянатпăр.

- Люксембургра чăваш чĕлхине мĕнлерех вĕрентĕн?

- Юристра ĕçленĕрен вăхăт сахалрах пулчĕ. Чĕлхене тарăннăн вĕренме майсам сахалтарах пулчĕç. Кăçал Шупашкара килсен, «Хавала» кайиччен, каштах вĕреннине аса илесшĕн. Компьютер çине чăваш сарăмне лартрăм, халĕ çырусене чăвашлах çырма пултаратăп. Грамматикăна вĕренсе пĕтереймерĕм. Чĕлхере пĕр пекрех янăракан сăмахсем пур. Тĕслĕхрен, «пил» тата «пыл». Кунсăр пуçне халĕ, Шупашкарта пурăннă чухне, «Ăнăçу чĕлхи» курса çÿретĕп. Вĕрентекен эпĕ панă ыйтусене хуравларĕ, чăваш юррисене тĕрĕслерĕмĕр. Люксембург пирки сочинени çырма хăнӑхрăм. Хампа пĕрле калавсем илсе кайса вуласшăн. Шел, чăваш чĕлхине вĕренмелли лайăх кĕнеке çук. Дегтяревăн лайăх, анчах унта информаци сахал. Марисен кĕнекесем сахал, анчах вĕсен «Мари чĕлхи – пурин валли те» ятли пур. Чăваш Ене тепре килесшĕн эпĕ. Хальхинче Люксембурга кайнă чухне Удмурт Республикинче пулса курасшăн.

Томас халĕ Люксембурга çитни пирки тĕнче тетелĕнче çырса ячĕ. Чăвашлах. Ăна «Хавал» уйлăх килĕшнĕ. Мĕнех, çитес çул Томас Чăваш Ене татах килессе, унпа тепре тĕл пуласса шанатăп. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачине вырăсла калаçма хăнăхтарать. Чăваш чĕлхи пирки çичĕ тинĕс леш енче те пĕлни, ăна вĕренме ăнтăлни кăмăла çĕклет. Çакăн пек çынсенчен тĕслĕх илсен тем пекехчĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем