Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: «Оптимизаци» теççĕ те...

Софья Савнеш14.08.2015 21:434549 хут пӑхнӑ

Пур çĕрте те «оптимизаци» тесе янăрашаççĕ. Чăннипе, ку мана кăштах сисчĕвлентерет. Ара, пур çĕрте те кадрсене кĕскетеççĕ, вăл е ку çурт алăкĕсене хупаççĕ…

Оптимизаци текенни, паллах, медицина тытăмне те пырса тиврĕ. Унччен кашни районтах ача çураттармалли уйрăмсем пулнă. Пирĕн ăру, эпĕ те, унтах çуралнă. Ун чухне Трак тăрăхĕнчен Шупашкара илсе çÿремен. Çулĕ инçех мар-ха, анчах хĕрарăм çуратма тытăнсан тем вăрăмăшех туйăнĕ вăл.

Оптимизаци лайăх тесе мухтанаççĕ. Анчах хăш чухне ура та хума пултарать мар-и? Пĕлĕшĕм каласа кăтартнă тăрăх, пĕр хĕрарăм (лайăх астумастăп, Элĕк тăрăхĕнче ку пулнăччĕ ахăртнех) ăнсăртран ача çуратма тытăннă. Райцентрта ача çураттарманран Шупашкара илсе кайма тухнă. Çитеймен вăл унта – пепке çăмăл урапарах кун çути курнă. Пĕлме çук çав ун пек чухне. Ача палăртнă кунран чылай маларах та кун çути курма васкама пултарать-çке.

Трак пульницинче ача çураттарма пăрахсан кăштах вăхăт иртрĕ çеç – васкавлă медпулăшăва та Çĕрпĕве куçарчĕç. Çулĕ питех çывăх мар – райцентртан 20 ытла çухрăм. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Трак пульницинче темиçе васкавлă медпулăшу урапи хăварнă. Анчах шăнкăравласан вăл хăвăртах килĕ-ши? Мĕншĕн çапла калатăп тетĕр-и? Нумаях пулмасть пирĕн тăрăхра чутах пĕр çын, ватăскер, леш тĕнчене ăсанмарĕ. Ял уявĕ пулнă ун чухне. Пултарулăх ушкăнĕпе купăсçă та ял халăхне концерт кăтартма çÿрет. Çынсем шăкăл-шăкăл калаçнă вăхăтра çав çын çерем çине ларнă та тăрайман. Çĕкленме хăтланнă – ури итлемест-мĕн. Кăштахран хайхискер шурса-кăвакарса кайнă, алли-ури сивĕнме тытăннă. Çынсен сехри хăпнă – мĕн тăвас? Паллах, тÿрех васкавлă медпулăшăва чĕннĕ. Халь пĕрлĕхлĕ диспетчер служби пур вĕт. Шăнкăравласан малтанах Шупашкара лекнĕ. Лешсем кун пирки Трак пульницине пĕлтернĕ. Пĕлместĕп мĕн хăтланнă вĕсем унта – анчах пулăшу 1 сехет иртсен çеç çитнĕ. Çак хушăра çын вилме те пултарать. Юрать, ăна-кăна чухлакан çынсем тупăннă. Лешĕн «мухмăр синдромĕ» пулнă-мĕн, юн пусăмĕ чакнă. Аптăраса ÿкнĕ çынна эрех ĕçтерсе аран-аран вилĕмрен çăлнă. Васкавлă медпулăшу çитиччен вăл уткалама та тытăннă. Тухтăрсем килсен укол тунă та каялла вĕçтернĕ.

Кун пек тĕслĕхе тепре те курнăччĕ. Шупашкарти «Модăсен çурчĕ» чарăнура арçын аптăраса ÿкрĕ, кăвакарса кайрĕ. Васкавлă медпулăшăва миçе хутчен шăнкăравларĕç-ши ун чухне? Килмест те килмест. Самай вăхăт иртрĕ. Оперăпа балет театрĕ енчен тинех медпулăшу урапи курăнчĕ. Вăл, ахăртнех, «Васкавлă медпулăшу пульницинчен» килнĕ. «Модăсен çуртне» унтан çитме вăхăт нумай кирлĕ мар-çке… Çын сывлама пăрахать вĕт тухтăрсен мăранлăхне пула. «Васкавлă» пулăшу пулсан вырăна васкаса çиттĕр ĕнтĕ вăл.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем