Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Тораизм Торӑ тӗнӗ — е Помидоризм

Victor12.10.2015 18:522982 хут пӑхнӑ

Помидоризм религиозно-идеологический вӗрентӗвӗн тӗп догмисене пуҫтаратпӑр. Сирӗн умӑрта ҫӗнӗ религи ӗххӗм! тӗн-ӗненӳ ҫуралать.

 

 

Хапӑллӑр

 

Тораизм

1. Пур религисем те торӑ тӗнӗнчен тухнӑ. Торӑ тӗнӗ тӗнчипе сарӑлнӑ.

2. Пӗрисем торӑ тӗнне пӑснӑ. Пӗрисем торӑ тӗнне пӑсман. Индисем пӑсман.

3. Торӑ пур ҫӗрте те пур. Торӑ сывлӑшӗ темре те, такамра та.

4. Торӑ пурне те пулӑшать.

5. Торӑ умӗнче пур те пӗр тан.

6. Пурин те пултарулӑх пур. Пурнӑҫри ҫитӗнӳсем ҫак пултарулӑхран килеҫҫӗ.

7. Торӑпа калаҫма май ҫук.

8. Торӑна курма май ҫук.

9. Торӑ валли ҫурт тума май ҫук.

10. Торӑпа пурин хушшинче Улӑпсем пур.

11. Нушасене Улӑпсем урлӑ пӗлтермелле. Улӑпсем торӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.

12. Улӑпсене пуҫҫапмалла, мухтав юрри юрламалла.

13. Улӑпсен ячӗсем: Натукан, Кукпар, Пюркен.

14. Улӑпсене пуҫ ҫапмалли вырӑн – Киремет.

15. Торӑ тӗнӗ ҫинчен Джагфар Тарихы 3-мӗш кӗнекинче ҫырнӑ. Ҫыраканӗсем Кул Галипе Гази Баба.

16. Гул Гали Хорезм ҫынни пулнӑ. Ислам астарӗ пулнӑ. Ваххабист евӗрлӗрех коммунизмла вӗрентнӗ. Пӑлхава хутшӑннӑшӑн ӑна пӗр вӑхӑт сӑнчӑрта лартнӑ.

17. Чӑвашсен Ҫӳлти Торӑ, нимӗҫсен Гот(тер), акӑлчансен Годи пур.

18. Торӑ ячӗ пурин те чӗлхинче упранса юлать.

a. Грексем – трискиа «турӑннисем», атрискиа «турӑн маррисем» теҫҫӗ.

b. Мадуров кӗнекинче Египетсем «Тора млатукне» ывӑтнӑ тенӗ.

c. Перссем – Тоур «икона» теҫҫӗ.

d. Егоров кӗнекинче Тутарсемпе пушкӑртсем – Тэрэ теҫҫӗ.

e. Китай чӗлхинче – Цзяото «Торра ӗненекен» теҫҫӗ.

f. Грексем – теос «турӑ» теҫҫӗ. (>45)

19. Торӑна ятне пули-пулми калама юрамасть.

20. Торӑна мухтав-ырлав сӑмахӗсемпе чӗнмелле.

21. Торӑ тӗнӗ чӗрӗ. Торӑ тӗнӗ вилмен.

22. Религи «уйрӑлса пӗрлешни». Тӗн, ӗненӳ тени тӗрӗсрех.

23. Торӑ – тӗнчене пултарнӑ вӑй.

24. Чӑвашсем Торра ытти халӑхсенчен ытларах ӗненеҫҫӗ.

25. Торӑ – Ырӑ, ырлӑх паракан.

26. Пӗрисем Торра ӗненмеҫҫӗ. Вӗсем – материалистсем. Молекулярлӑ генетикӑна ӗненеҫҫӗ.

27. Торра (Ырра) ӗненни ҫынна малашлӑх (телей) парать.

28. Торра (Ырра)ӗненмесен ҫын телейсӗр (малашлӑхсӑр).

29. Ангелсем пур. Архангелсем пур.

30. Таса ҫынсем пур. Вӗсем ангелсем пек. Улӑпсем пек. Улӑп ӗҫне тӑваҫҫӗ – нушасене Торра пӗлтереҫҫӗ. Торӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.

31. Торӑн ячӗ пур. (>19)

32. Христианство религи пулса тухса, ҫӗнӗлӗх нумай кӗртмен.

33. Христианство этемсем Торӑ сӑнӗллӗ тет.

34. Христианство Торра этеме ҫывхартать.

35. Христианство Торра этем сӑнлӗ ӳкерет.

36. Христианство Торӑ таса сывлӑш пулса тӑма пултарать тет.

37. Христианство Торӑ таса сывлӑш пулса хӗрарӑма пӗтӗлентерме пултарать тет.

38. Христианство грексен халапӗсене ҫывӑх.

39. Александр Македонский хӑйне Торӑ ывӑлӗ тенине йышӑннӑ.

40. Александр Македонский хӑйне Вӑтам Азире Торӑ тетернӗ.

41. Александр Македонский иудейсен халапӗсене грекла куҫарассине пуҫарнӑ.

42. Александр Македонския христиансем святой пек хисеплеҫҫӗ.

43. Александр Македонския мӑсӑльмансем святой пек хисеплеҫҫӗ.

44. Ересь пур. Вӑл «заблуждение» тени пулать.

45. Грексем турра теос теҫҫӗ. Вӑл чӑвашла Тӑваҫ сӑмах. Грексем пирӗн эрӑчченхи 2-мӗш ӗрчченех авалхи-пӑлхар-чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ.

46. Еврейсен патриархӗсем пур. Вӗсен ячӗсем чӑвашла шифӑрланнӑ.

47. Пирӗн чӗлхе - авалхи тӗрӗк чӗлхи.

48. Пирӗн чӗлхе – авалхи нострат чӗлхин пӗртен-пӗр наследникӗ.

49. Авалхи нострат чӗлхи – мӗн пур этемлӗхӗн авалхи пӗрлехи цивилизацийӗн чӗлхи.

50. Нострат чӗлхи пур этем чӗлхинчен маларах пулнӑ.

51. Вавилон башни халапӗнчи ҫынсем авалхи нострат чӗлхипе калаҫнӑ.

52. Расӑсем пур. Европеоид раси пур.

53. Европеоид раси те, вӗсен инди-европа чӗлхисемте ыттисенчен маттуртарах тени – суя.

54. Академисем пур. Вӗсене никӗслекенсем пур.

55. Академисене никӗслекенсенчен пӗрисем тӗрлӗ расӑсем тӗрлӗ шайри упӑтесенчен пулса кайнӑ тесе каварлашаҫҫӗ. Германире ҫак кавар Гитлеризма килтерет.

56. Гитлеризм тӗрӗксене ыттисенчен шӑнса пӑсӑнипе кая юлнӑ раса тет.

(Малалли пур...)

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем