Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ар, арҫын, эртел, арӑм, хӗрарӑм...

Аçтахар Плотников27.10.2015 08:304216 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

 

Ар (эр, ер) — чи авалхи сӑмахсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл ҫын тенине те, халӑх тенине те, арҫын, паттӑр ҫын, кӗрешӳҫӗ, улӑпла этем, ҫарҫынни (муж) тенине те пӗлтерме пултарнӑ, хӑйне уйрӑм сӑмах пулса та чӗлхере упраннӑ. Хӑшпӗр тӳрк чӗлхисенче вӑл халь те ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех пурӑнать. «В казахском народе издавна живет идеал достоинства мужчины, выражаемый словом «ер», которое включает в се6я все... понятия: мужчина, воин, батыр, народный герой», — тесе ҫырни пур Казахстанра тухса тӑракан «Простор» журналра. Ӗлӗксенче чӑвашсем те паттӑр ҫынна: «Вӑл — чӑн-чӑн ар!» — тесе калама пултарнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫак сӑмахпа вӗҫленекен ятсем те сахал мар пирӗн: Атнер, Сетнер, Пинер, Кинер, Сайтемар, Сакмар тата ытти те. Путмар — ар валлилӗх сак. Арлӑх — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултарни, урӑхла каласан, чӑн-чӑн паттӑрлӑх. Эртел (ертел) — (ер — ар, тел — канашҫӑ, советник) — пӗр канашлӑ арсен ушкӑнӗ пулса тухать мар-и хайхи?

Арҫын — пӗр сӑмахах икӗ хутчен калани, тӑварлӑ тӑвар тени пекрех ӗнтӗ. Арӑм, арумӗ — ар умӗнче таракан, хӗрарӑм — ар умӗнче тӑракан хӗр. Ҫак шухӑша питӗ ӗненес килет: пирӗн халӑх сӗм авалран хӗрарӑма ялан хисепленӗ: ахальтен мар ӗнтӗ юмахсенче те «пулнӑ пурӑннӑ карчӑкпа старик» тетпӗр. Эппин, чӑн-чӑн ар (арҫын) чыслӑ, хисеплӗ самантра хӑй мӑшӑрне, савнине, килӗштернӗ хӗре хыҫала мар, юнашар та мар, курӑр, ӑмсанӑр, юратӑр, хисеплӗр, тесе, мала тӑратнӑ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем