Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Кул Али тата ытти

Victor30.10.2015 14:193909 хут пӑхнӑ

Ҫакӑн пек статья пурри питӗ лайӑх.

http://ru.chuvash.org/wiki/%D0%9A%D ... 20%D0%90%D0%BB%D0%B8

 

Кул Али - суя пулни куҫ умӗнчех. Тем те тетӗр Юхма Мишши, анчах...

 

"Нарспи" поэмӑна чӑнах та вулатпӑр, ун чӗлхи те паллӑ, историйӗ те пӗр иккӗленӳсӗр.

«Уҫӑппа Сӑхви» тексчӗн оригиналӗ ӑҫта вара.

"Оригиналы хранятся в Тбилиси, Петербурге, Берлине." - теҫҫӗ. Анчах пире вырӑсла вулаттараҫҫӗ, е куҫарса параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах кун чӗлхи чӑваш чӗлхи пек пулнӑ теҫҫӗ. Анчах ҫав хушӑрах поэмӑна Тюрки чӗлхипе ҫырнӑ теҫҫӗ.

Темиҫе сайт витӗр урлӑ тухрӑм. Нихӑш те оригинал сӑн ӳкерчӗкне кӑтартмаҫҫӗ, темӗнле патриотла-идеалистла пакӑҫ клишесемпре ҫырса лараҫҫӗ кӑна - "глубоко духовным и образованным человеком, он переживал за судьбу своего народа и страны...", "один из самых великих болгаро-чувашских поэтов"...

Мӗн пӑтратса лараҫҫӗ. Парӑр оригиналне. Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӗршер копи пур тесе йӑпӑлтатаҫҫӗ-ҫке.

 

Хӑш енчен пӑхсан ҫакӑ чӑваш чӗлхи пек курӑнать-ши:

Әлхәмдү шөкер вә сипас ул әхәдә,

мөлке даим би-зәуаль ул самәдә,

мөлкәт эчрә биля шәрик ул әхәдә,—

аны баки зүл-җәлял белдек имди.

Картнӑ-лартнӑ тутар чӗлхи.

Юхма Мишши "а мы, прямые потомки болгаро-чуваш, носители родного языка Кул Али, делали вид, что не знаем его." - тенӗ чухне манӑн та чӑнах та "Он не наш" тес килет.

Юхма Мишши "Мы не должны делать знаменем незнание". - тенӗ чухне, паллах, килӗшес килет. Анчах пӗлес тенӗ чухне Кул Али ҫинчен ним ҫуккӑ-ҫке. 19 ӗмӗрте тюрккӑсем пухнӑ ал ҫырӑвӗсенчен тӑратса лартнӑ япала кӑна курӑнать. Ҫурма-чӑнлӑх вӑл - суя. Кул Али "Хон китапӗ" ҫырни тепӗр суя.

Кул Али мухтанмалли ҫинчен ҫырас вырӑнне ҫырса кӑтартӑр объективлӑ историне, оригиналсенчен куҫарнӑ чӑвашла вариантне.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

// 1447.43.7383
2015.11.12 12:25
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
// 1447.43.7383
2015.11.12 12:25

Хальхи тутарсемпе монголсем пачах урӑх халӑх авалхи тутарсемпе монголсене тӑнлаштартарсассӑн.Пин ҫул каялла пӳлнӑ 5 йӑх:кераит,найман,монгол,тутар...вӗсем пӗрпӗрне курайман.1046ҫ.тутарсем монголсен Амбагай ханне китай императорне ултавпа тыткӑнӑ илсе сутаҫҫӗ.Амбагай тутарсене ылханать:ман ачамӑнуксем ӳссӗ ҫитсе вай илсен сире тутарсене пурне те урапа кустӑрмин тӗнӗлӗнчен ҫӳӳлӗрӗхсене вӗлерсе маншӑн тавӑрӗҫ...Чӑнӑх та Амбагай мӑнукӗТимуджин (чингизхан)тавӑрать хӑйӗн аслашшӗшӗн урапан тӗнӗлӗнчен ҫӳллӗрех тутарсене ваклать.Тӗнелтен пӗчӗкрех арҫын ачӑсенчен тӑавать ҫаравнгард,хӑйӗн монгол ҫарне упрама...Монголсем кыпчаксен ҫӗрӗ ҫине тапӑнсассӑн,кипчаксем пӗр ҫапӑҫусӑр парӑнаҫҫӗ... Монголсен кипчӑксеннипе чӗлхисем пӗр пекпирки ассимиляци пулать,ҫавӑнпа усӑ кайса чеекипчаксем хӑйсене тутар ятне илеҫҫӗ...Кайран булгар тесе ятне улӑштараҫҫӗ...


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем