Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Кон-тикипе кӑнар-тикки

Аçтахар Плотников19.11.2015 08:504359 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Хӗвел сӑмахӑн авалхи хурми пирки шухӑшланӑ май ҫакна та калас килет. Вулакансем аставаҫҫӗ пулӗ, Тур Хейердал ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн интернациллӗ экипажӗпе малтанхи хут «Кон-тикки» ятлӑ папирусран тунӑ кимӗпе ишеве тухнӑччӗ. Кон-тикки — авалхи египтянсен сӑмахӗ, вӑл хӗвеллӗ ҫамрӑк патша (солнечный принц) тенине пӗлтерет иккен. Кон — авалхи тӳркла пекех... С. П. Шестаков профессор ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Хусанти университетра Византи империйӗн историйӗпе вуланӑ лекцийӗнче Дунайҫи пӑлхарсем хӑйсен патшин эткерне тытса пыракан, ашшӗ хыҫҫӑн астул илсе юлакана капар-тикки тенине каланӑ. Эппин, ку та хӗвеллӗ ҫамрӑк патша тени-ши?

Пӗрре-пӗрре шухӑшлатӑп та тӗлӗнетӗп: кашни сӑмах хӑйне майлӑ вӑрттӑнлӑх. Ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса, ӑнланса, ҫынсем патне ҫитересси пирӗн, шухӑшлавҫӑсемпе ҫыракансен аслӑ тивӗҫӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 3528.94.7360
2015.11.19 15:27
Victor

Тикки - Юхма хӑй шухӑшланӑ кӑларнӑ сӑмах пулсан нимӗн те темӗттӗм. Акӑлчанла selfreferential теҫҫӗ - хӑй ҫырнӑ статься-шухӑшлани ҫине таянса ҫырать. Тӳркла тени те ӗнтӗ чӑваш чӗлхине сутся янӑ теме пулать. Тӗрӗкле - сӑмах мӗнпе тивӗҫтерпи пулчӗ тата. Тӳркле тесен те нимех пулмӗччӗ. Ку юмахсем ӗнтӗ йӳтесех кайрӗҫ.

Конми // 2096.40.7716
2015.11.20 23:58

Кон-кан-хан "светлейший"; тикки-тӗкки "подпора". Пит те ӗнентерӳллӗ: "Патшан тӗкки", "Наследник". Кюль Тегина аса илер: Кӳль патша (кан) тӗкки тепӗр элтепере (ҫарне) аркатнӑ. Вихтӑр, ан алхас, тӑнна тыт. СУПОЛ.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем