Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Шаккалкассинчи Гуманитари Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ

Victor20.11.2015 19:385110 хут пӑхнӑ

Тораизмӑн кукӑр-макӑр сукмакӗсемпе пӑтрашса ларнӑ чухне, Конмин тепӗр цитати мана култарса вӗлерсе пӑрахрӗ.

Кашни чӑваш хӑй патша тени паян модӑра. (Agabazar кӑшт тӗпчени пекки тунӑччӗ-ха ҫак каларӑша - http://en.chuvash.org/blogs/comments/2014/2.html). Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйне хӑй тытма пӗлмелле, анчах тӗрӗслӗхе хирӗҫ тӗрӗслехӗ пӗлнӗ пек катӑккӑн ҫырни сӳнтерейми пушар пек алхасма пуҫларӗ чӑвашра. Цивилизацийӗ, Месопотамийӗ ҫинчен, Санскритне пӗлмесӗр Сансксрит ҫинчен ҫырни, Египет чӗлхипе культтурине хисеплемесӗр, Лапракассинчи навус кучӗ хыҫӗнчен кусен чӗлхи чӑвашӑнах-иҫ, йӑлт пирӗнтен илнӗ тесе ухмаха пени - хммм... култарать те кулянтарать те.

Ӑҫта сӑпайлӑх, ӑҫта ҫынӑннине хисеплени? Ӑҫта сиксе тухрӗ чӑваш йӑвинчен ҫак сӑх мӑнаҫлӑх...

 

Ҫӗнӗ Шупашкар | | патши (патак+шалча=патша) хӑйӗн ӑслӑ-тӑнлӑ цивилизаци-катаклизмӗсем хыҫҫӑн ҫырать:

"шыракан тупать" тере мана Унтри Иване вилес умен темисе кун маларах.

 

Ҫак этемех грексене те витӗр курать, библине те кирлӗ пек ҫавӑрттарса ҫырать. Юрать-ха, Унтри Иванӗ Софоклӑн тата Иисусӑн паллӑ каларӑшне каласа хӑварнӑ. Тен Конми те ҫил ӑҫтан вӗрнине ӑнланӗ, пур чӑваш патши те. Тӗрӗслӗхе тирӗспе пӑтратни намӑспа мӗнле килӗшсе тӑрать-ши вӗсен шучӗпе?

 

Куна вуласа мӗнле хуравласси халӗ те паллӑ:

Ара, авалхи Грексем (Софокл) Унтри Иванӗ пекех чӑвашла калаҫатчӗҫ-иҫ. Вӗсем ку сӑмаха чӑваш мӑн аслашшӗсенчен илтнӗ, чӑваш пек авалхи чӗлхе ҫук, пур те унран папакланса тухнӑ. Иссусӗ те чӑвашла пӗлнӗ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Конми // 4059.80.8917
2015.11.20 23:16

Виктор=Шыравҫӑ, ан сӗмлен. Урӑллах кун пек ҫырмаҫҫӗ. Ан ӳркен, кӑштах вӗрен. Сайт хуҫи пек ан шутла. Вара пулӗ тавлашма.

Миккуль // 3997.57.2913
2015.11.22 16:23

Чӑнах та Victor "вӑйлӑ" стаья ҫырнӑ : Шаккалкассинчи Гуманитари Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ. Кӑштах калаҫӑва хутшӑнакана хисеплесе ҫырсан та ытлашши пулмӗччӗ.

Конми // 3097-8127
2015.11.23 21:36
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Конми // 3097-8127
2015.11.23 21:36

Академи президентне: "Пултаруллӑ ҫын", - терӗн. Унччен Академие Шаккалкассинчи сӑмахпа хакларӑн, Вихтӑр. Пуҫу урӑлчӗ пуль.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем