Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Неосуваризм

Agabazar03.12.2015 21:065321 хут пӑхнӑ

X ӗмӗрте (922-мӗш ҫул) Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне инҫетри арабсем патӗнчен элчӗсем килсе кайнӑ. Кун пирки эпир элчӗлӗх ҫыруҫи Ахмед ибн Фадлан ҫырса хӑварнисенчен пӗлетпӗр.

Хӑшпӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫав ҫыравсенче темӗнле "суваз" текен йӑх пирки асӑнни пур имӗш.

Анчах та ҫакна шутсӑр шанчӑклӑ хыпар теме ҫук. Мӗншӗн тесен текстра чӑннипе "суваз" мар, "суван" тени тӑрать. Тӗрлӗрен апла-капла шухӑшларӑшсем ҫине таянса ҫеҫ ҫавна "суваз" пулӗ теҫҫӗ. Иккӗлентерекен самантсем ҫав тери нумай!

Мӗншӗн ҫак хыпар пекки ҫав тери хытӑ хумхантарнине ҫынсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: "суваз" тенинчен чӑваш тени пуҫланса кайнӑ имӗш.

Чӑннипе вара ҫапла шутлама нимӗнле сӑлтавсем те ҫук!

Чӑн малтанах, каларӑмӑр ӗнтӗ, Ахмед ибн Фадлан текстӗнче чӑнах та "суваз" пулни питӗ иккӗленӳллӗ! Ну эпӗр ҫапах та чӑнах та ҫапла пуль теме хӑтланса пӑхӑпӑр. Сӑлтавӗсем ҫукрах пулин те.

Вара мӗн? Пурпӗрех "суваз" тенинчен "чӑваш" тени пулса кайнӑ теме каллех нимле сӑлтав та ҫук вӗт! Нимӗн те сӑхса илейместӗн ку фактран.

"Чӑваш" сӑмах XVI ӗмӗрте ҫеҫ пӗрремӗш хут тӗл пулать. Эппин, мӗнле ҫыхӑнтарма пулать-ха X ӗмӗрти ҫав тери иккӗленӳллӗ "суваз" сӑмаха тата XVI ӗмӗрти "чюваш" сӑмаха? XI, XII, XIII, XIV, XV ӗмӗрсене ӑҫта чиксе хумалла? Асаннӑ ӗмӗрсенче ни "суваз", ни "чуваш" пачах та тӗл пулмаҫҫӗ.

Истори анналӗсенче теплерен пӗрре тата аран-аран тупӑнкаланӑ сӑмах пекки ҫинче никӗсленсе ӑҫтан-ха чӑн-чӑн концепци ҫуралма пултартӑр?

Тепӗр йывӑрлӑх та пур. "Суваз" сӑмах "Сувар" сӑмахран пулнӑ теҫҫӗ вӗт-ха ( Сувар > Суваз). Ҫак фонетикӑлла куҫӑм X ӗмӗр тӗлне иртнӗ пек пулса тухать. Апла-тӑк ку тапхӑртан пуҫласа "сувар" тени пачах ҫухалмалла пек. Ҫав вӑхӑтрах Махмуд Кашгарий "сувар" сӑмаха XI ӗмӗрте каллех асӑнать. Вара епле-ха ӗнтӗ? Тӗп пулнӑ вариант каллех ҫуралать-им? Сувар > Суваз > Сувар... Пулма пултарать-и ҫакнашкал? Кунашкал казус сиксе тухать пулсан, леш хайхи Фра-Мауро картти ҫинчи "Веда-Суар" вӑхӑчӗ пирки аса илтерме те кирлӗ мар.

Ибн Фадлан алҫыравӗнче "суваз" тени чӑнах пулсан та, вӑл "сувар" сӑмахпа ҫыхӑннине кам ҫирӗплетме пултарӗ? Сувар > Суваз куҫӑма мӗнпе ҫирӗплетме пулать?

Тата ҫакна каласа хӑварма тивет: мари (ҫармӑс) чӗлхинчи "суас" тата "сӳась" сӑмахсене те Ахмед ибн Фадлан текстӗнчи "суван/суваз" сӑмахпа ҫыхӑнтарма ниепле те май ҫук. Чӑн малтанах хайхи-майхи сиксе каҫма май ҫук вӑхӑт интервалӗ чарать. Мухтавлӑ Ашмарин асатте те ҫармӑс чӗлхинчи "суас/сӳась" пирки пайтах ҫырса хӑварнӑ, араб тата тухӑҫ ҫӑлкуҫӗсенчи "сувар/суван/суваз" тенисене лешсен ҫумне ҫыпӑҫтарса хуман.

Чылайӑшӗ лайӑх пӗлекен Геннадий Тафаев шучӗпе, Суваризм (неосуваризм) — политикӑлла заказ. http://www.moluch.ru/conf/hist/archive/129/8120/

Тата ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхса илме сӗнетӗп — http://www.korpunktrf.ru/component/ ... article.html?id=1737

Геннадий Тафаев: "Процесс активного насаждения в Чувашской Республике с начала XXI века суваризма имеет характер политического заказа вполне определенных сил. Но отдают ли себе ясный отчет в этом власти ЧР?"

<Куҫару: "XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен тытӑнса Чӑваш Республикинче суваризма хастаррӑн сарнин процесӗ чат уйрӑм вӑйсен политикӑлла заказӗ пек курӑнать. Анчах та ҫавна ЧР влаҫӗсем уҫӑмлӑн тавҫӑраҫҫӗ-и-ха?" >

__________________________________

Статья ҫумне хушса панӑ ӳкерчӗкре — "Сувар" Фонд ячӗпе Владимир Алмантай Дмитрий Мадурова панӑ "Мухтав палли". http://mosentesh2.ucoz.ru/news/dmit ... rady/2014-04-04-2922

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 3286.61.2316
2015.12.03 23:11

Пӑлхар - пулӑх арӗ, - каярах акарь - ака арӗ. Карабулгар - хура пулӑх (ҫӗр - поле) арӗ. Ку пӗтӗмӗшле пур йӑха пӗр патшалӑха пӗрлештернӗ ят. Анчах нихӑш йӑх ҫынни те хӑйне "эп пӑлхар" темен ӗнтӗ. "Неосуваризм" - кӳрентерекен термин. Тафаев калатӑрах, тавлашӑва кӗрер мар. Алмантай - маттур чӑваш. Мухтар ӑна, эльтепере чӗнер.

Agabazar // 4100.76.6630
2015.12.04 08:21
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Agabazar // 4100.76.6630
2015.12.04 08:25
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Agabazar // 4100.76.6630
2015.12.04 08:34
Agabazar

Чатри комментарисене хуратрӑм та , кунтисем те (статья хыҫӗнчисем) автоматла майпа хуралчӗҫ иккен.

Ют Ҫын // 1108.4.1058
2015.12.05 11:38

"Чылайӑшӗ лайӑх пӗлекен Геннадий Тафаев шучӗпе, Суваризм (неосуваризм) — политикӑлла заказ."- куна тӑнлӑ пуҫлӑ ҫын ҫырман.

Вара тӗп пасарта антиквариатпа, ломбардпа аппаланакан Алмантай урлӑ политикӑ сакасӗ тӑваҫҫӗ иккен.

Апла пулсан "эпир пулкарсем пулнӑ"- тесе кӑшкӑрса ҫӳрекен Тафаев та хӑйӗн ушкӑнӗпе политикӑлла сакас пулӗ? Тафаевӑн яланах кӗнеке кӑларма укҫа ҫук, унсӑрӑн Юхмаран та иртсе кайнӑччӗ пулӗ вӑл.

Алмантай ушкӑнӗн кӑсьере кӗмӗл шӑнкӑртатат, вара кӗнеке кӑларма пултараҫҫӗ.

Икӗ ушкӑнӗ те маттур. Вӗсен тупӑшӑвӗнче тӗрӗслӗх тупӑнасса шанас килет.

Agabazar // 1461.11.9464
2015.12.05 12:06
Agabazar

Мӗнле "икӗ ушкӑн" тата ку?

Ҫук нимӗнле "ушкӑнсем" те!

Ювенальевсем-Алмантайсем, ҫур пуслӑх кӗнеке пеккисем кӑларнисемсӗр пуҫне, урӑх нимӗнле обществӑлла ӗҫре те палӑрман. Чӑвашлӑха, чӑваш чӗлхине хӳтӗлес ӗҫре вӗсен хӑйне уйрӑм пайӗ, хӑйне уйрӑм каҫалӑкӗ пачах та ҫук! "Сувар, сувар, сувар!" тесе аллилуя юрланипе никама та тӗлӗнтерейместӗн".

...........................................................

Тепӗр "ушкӑн" (Тафаев "ушкӑнӗ"?) пирки сӑмах тапратни татах та кулӑшларах пулӗччӗ.

Agabazar // 1461.11.9464
2015.12.05 12:50
Agabazar

"Чылайӑшӗ лайӑх пӗлекен Геннадий Тафаев шучӗпе, Суваризм (неосуваризм) — политикӑлла заказ."- куна тӑнлӑ пуҫлӑ ҫын ҫырман.

Ҫыраканӗ — кам?

Акапасар е Геннадий Тафаев?

Е тата, мушпӗт, пачах урӑх ҫын?

Мӗн каласшӑн?

Акапасар текенни Геннадий Тафаев ҫырнисене суйса илсе кӑтартать теесшӗн-и?

Agabazar // 2332.44.5924
2015.12.09 13:41
Agabazar

Миккуль: Agabazar- "Сувар тенине ма вара Хаяр Иван турта-турта тухнӑ-ши?"-ыйтуне лартма полат.

Ну "лартнӑ" пултӑр "ыйтӑвне".

Хуравӗ ҫапла пулма пултарать: Хаяр Иван тепӗр пилӗк ӗмӗр иртсен хайхи "суварҫӑсем" шутсӑр хунаса каясран хӑранӑ.. Ҫавӑнпа мӗнпур леттоппиҫсенчен "сувар" пирки асӑннисене катертме хушнӑ.

Ну, мӗнле пек пулма пултарас хурав? (hevel) (hevel) (hevel)


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем