Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Бесермансем — чӑвашран тухнӑ удмуртсем

Agabazar18.12.2015 18:359800 хут пӑхнӑ

Удмурт Республикин ҫурҫӗр енче, Чепца шывӗн тӑрӑхӗнче, Глазов хули таврашнелле хӑйсене бесерман текен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем удмурт чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.

Ҫак ҫынсене виҫҫӗр-тватҫӗр ҫул каялла документсенче чылай чухне "чӑваш" тесе те асӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ пачах та ӑнсӑртран мар.

Мӗншӗн тесен бесермансем чӗлхипе ҫеҫ удмуртсем, ытти енсемпе вӗсем чӑвашсене ҫав тери ҫывӑх.

Бесермансем — чӑвашсем пекех, Атӑлҫи Пӑлхар еткерҫисем.

Анчах та мӗншӗн-ха "чӑваш" ят мар, "бесерман" ят ҫиеле тухнӑ кунта?

XIV-XV ӗмӗрсенче вырӑс летопиҫӗсенче Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчи мӑссӑльман тӗнне тытса пыракансене "бесермян" теме пуҫлаҫҫӗ. Ку ҫынсем вырӑнти чӗлхепех калаҫнӑ. Вӑл чӗлхене "авалхи чӑваш чӗлхи" теме пулать. Мӑссӑльман тӗнне тытса пыманнисене "ҫӑваҫсем" (каярахпа — чӑвашсем) тенӗ.

Чепца шывӗ хӗрне куҫса каякансем хушшинче бесермянсем те, ҫӑваҫсем те пулнӑ. Ҫавна кура пурӑна киле вӗсене апла та, капла та чӗннӗ. Бесерман текеннисем кӑштах йышлӑрах пулнӑран-и, е урӑх сӑлтавсене пула, юлашкинчен ҫапах та "бесерман" тени ҫиеле тухнӑ. ПАЛЛАХ, КУНАШКАЛ ЛАРУ-ТӐРУРА МӐССӐЛЬМАН ТӖНӖ ТЕ МАЛАЛЛА АТАЛАНМА ПУЛТАРАЙМАН. Ҫапах та унчченхи мӑссӑльманлӑха аса илтерекен "бесерман" ят сыхланса юлнӑ.

Бесермансем пирки вуласа пӗлмелли чи лайӑх сайтсенчен пӗри, ман шутпа, ак ҫак тӗлте — http://portal.do.mrsu.ru/info/ethnics/?ELEMENT_ID=830

<<В русских письменных источниках XV-XVII вв. они называются «чепецкие чуваши». Покрой одежды, вышивки и головные уборы бесермян также очень напоминают чувашские....

Как полагает известный удмуртский этнограф В. Е. Владыкин, в формировании бесермян, очевидно, существенную роль сыграл религиозный фактор. В Волжской Болгарии часть южноудмуртского населения приняла ислам и стала осознавать себя как нечто отличное от собственно удмуртов, получив название «бесермяне» ... Для религиозных воззрений бесермян и поныне характерен сложный симбиоз традиционных верований и обрядов с мусульманством и православием, принятым в XVIII в. Будучи формально православными, бесермяне считали необходимым присутствие муллы на похоронах; после первого выгона скота в поле мулле относили муку (крупу); вплоть до начала XX в. в пищу не позволялось, согласно мусульманским традициям, употреблять свинину, предпочтение отдавалось конине и мясу птицы. По сегодняшний день бесермяне не включают свинину в обрядовую пищу.>>

_______________________________________________

Текст ҫумне хушса панӑ ӳкрчӗке илнӗ вырӑн — http://anaga.ru/besermjane.htm

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1623.51.1542
2015.12.19 18:01
Agabazar

Кунта тата тепӗр ен те пур....

Епле-ха ыр-хаяр тӗнӗпе пурӑнакан чӑваша ҪУР ЧӐВАШ (?) теме пулать?

(Ку леш анекдотри "ҫурТА ПАК" тенине аса илтерет вӗт. ))

Ку ӗнтӗ "начар чӑваш", "катӑк чӑваш", "суя чӑваш" тенипе пӗрех вӗт. ))

Чӑннипе вара ыр-харсемпе пурнакан чӑваш ыттисенчен нимпе те катӑк мар.

Тӗрӗссипе вара ун пеккине ЧӐН ЧӐВАШ е СУПЕРЧӐВАШ теес пулать. Е, хальхилле каласан, чӑнкӑ чӑваш.

Agabazar // 1623.51.1542
2015.12.19 18:07
Agabazar

Чӑвашла ун пек каламаҫҫӗ. Епле-ха вӑл "ҫур чӑваш" пулма пултартӑр?

"Ҫурма чӑваш" тесен ытах килешме пулӗ...

Пачах урӑхла каланӑ ун пек чухне чӑвашсем...

Ар ҫурри > Арҫури

Аҫа ҫурри > Аҫаҫури

Ама ҫурри > Амаҫури

Чӑн-чӑн мар суя чӑваша вара Чӑваш Ҫурри теме май пур ытах вӑл енне кайсан.

Сашук // 1934.33.2694
2015.12.19 18:14

Ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс тени, вырӑсла каласан напловину чуваш, наполовину мариец тени пулать вӗсем патӗнче. Ялӗсенче ӗлӗкрех ҫур ялӗнче чӑваш, ҫур ялӗнче ҫармӑссем пурӑннӑ пулас. Йӗпреҫ районӗнче калӑпӑр ун пек яла Ирҫе ҫармӑс ялӗ теҫҫӗ.

Agabazar // 1623.51.1542
2015.12.19 18:20
Agabazar

Ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс тени, вырӑсла каласан напловину чуваш, наполовину мариец тени пулать вӗсем патӗнче. Ялӗсенче ӗлӗкрех ҫур ялӗнче чӑваш, ҫур ялӗнче ҫармӑссем пурӑннӑ пулас. Йӗпреҫ районӗнче калӑпӑр ун пек яла Ирҫе ҫармӑс ялӗ теҫҫӗ.

Халлап ҫапатӑр, Сашшук хоспочын.  :)  :)  :)  :)  :)

Сашук // 2093.23.8832
2015.12.19 22:09

Питӗ тӗлӗнмелли ҫук сирӗншӗн халап пек туйӑнни. Енчен те чутайсем хӑв вырӑнне хӑва тени те сирӗншӗн халап пек туйӑнать пулсан.

Неважно 2 // 1873.21.5565
2015.12.19 22:48

Басурмансем? Чӑвашсем хресченсем.

Неважно 2 // 1873.21.5565
2015.12.19 22:53

Бас вӑрман, сура ман?

Неважно 2 // 1873.21.5565
2015.12.19 23:36

Удмурт словарьӗнче пӗр чӑваш чӗлхинчи пек сӑмах кӑн тупайрӑм - ялан

Неважно 2 // 1873.21.5565
2015.12.19 23:40

Тӑта Юри

Конми. // 3190.23.8087
2015.12.22 13:27

"Вырӑссем БАСУРМАН тенӗ ,- тетӗмӗр ӗлӗкрех, - Пӑлхар паттӑрӗсене". "Мухтаннӑ туйӗнче пӑсарнӑ", - аса килет авалхи халап. Вӑл паттӑрсен тапхӑрӗнченех юлнӑ пулас. ТУЙ (ТОЙ) - паттӑр ячӗпе ирттернӗ уяв. Унта вӑл хӑйӗн вӑйне-чысне ыттисемпе кӗрешсе

кӑтартмалла пулнӑ тетчӗҫ. Пӑсарма юраман кӗрешӳре. Вӑйсӑрлӑх шутланнӑ "пӑс ярни". Ку, палах, ю<blockquote></blockquote</h3>юмах.


Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем