Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Урамри ачасем савӑнтарчӗҫ

Таисия Ташней20.01.2016 19:404583 хут пӑхнӑ

Паян каҫхине, ӗҫрен килнӗ чух, хам пурӑнакан Кӳкеҫ поселокӗпе утнӑ чух урамра тӑватӑ арҫын ачана куртӑм. Вӗсем савӑннине курса хам та ачалла савӑнтӑм.

Ачасене ҫулта-йӗрте час-часах асӑрхама тивет-ха. Ирпе — вӗсем шкула васканине, каҫхине — тӗрлӗ секцинчен (ултӑ сехетсенче ӗҫрен таврӑнатӑп та, вӑл вӑхӑтра секцинчен килеҫҫӗ пуль тесе шухӑшлатӑп) таврӑннине. Анчах урамри кӗрт ӑшӗнче ашакансене юлашки хутчен хӑҫан курнине те манса кайнӑччӗ. Паян, ӗҫрен таврӑннӑ чухне, Советски урамри ҫуртсен умӗнчи юр купи ҫинче тӑватӑ арҫын ача ашнине куртӑм. Хӑйсем пӗр 9–12 ҫулсенчисем пуль. Курткисемпе шӑлаварӗсем, алсишӗсем шап-шурӑ хӑйсен. Шӑлаварпах ярӑнса анаҫҫӗ вӗсем ҫӳллех мар сӑртран.

Мана пуринчен ытла хӗпӗрттерни — ҫав ачасен питӗнчи иксӗлми савӑнӑҫӗ. Вӗсем чунтан хавасланнине кура хам та пӗчӗк ачалла савӑнтӑм. Анчах чуна пӗр япала канӑҫсӑрлантарчӗ. Пӑрланса ларнӑ ҫипуҫпа киле пырса кӗрсен ашшӗ-амӑшӗ ан вӑрҫтӑрах ӗнтӗ вӗсене.

Ачасем урама тухманни пирки аслисем пӑшӑрханса калаҫнине илтме тивет-ха. Чӑн та, пӗчӗкренех паян ачамӑрсем планшетсемпе телефонсене хӑнӑхаҫҫӗ, компьютертан хӑпмаҫҫӗ. Пӗррехинче автобусра пӗр 4-5-сенчи ачасене сӑнаса пытӑм. Амӑшӗн телефонне ярса илнӗ те ҫул тӑршшӗпе выляса пычӗ. Амӑшӗ йӑпӑртлӑха илме тӑрсан та памарӗ.

Ачасем компьютертан хӑпма пӗлменнишӗн хамӑрах айӑпламалла пуль. Вӗсем телефон, планшет ҫине пуҫ чиксе ларсан е компьютер умне кӗрсе ларсан тепӗр ашӗ-амӑшӗ савӑнать мар-и? Ара, вӗсене, ӗҫлӗ ҫынсене, шӑпӑрланӗсем кирлӗ-кирлӗ мар ыйтупа канӑҫсӑрлантармаҫҫӗ. Унта-кунта пырса тем туртса антарасран та хӑрамалла мар. Ларччӑр-иҫ. Ларин. Ҫакӑн пек шухӑшлатпӑр пулмалла та кайран туртсан та уйӑраймастпӑр пуль. Компьютерсӑр (телефонсӑр, планшетсӑр) пурӑнайманнине чир тесе те хаклаҫҫӗ мар-и специалистсем. Вӑйӑран хӑптарма хӑтланнипе ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хушшинче мӗн тери тавлашу сиксе тухни пирки каласа кӑтартнине илтме тивет. Аслисем ҫине ҫавна пулах алӑ хунине те калаҫҫӗ. Апла пулсан шала кӗрсе кайиччен пӗчӗклех ачасене урамри вӑйӑран савӑнӑҫ илме хӑнӑхтарнине нимӗн те ҫитес ҫук-тӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем