Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Мӗн вӑл неосуваризм?

Agabazar21.01.2016 16:028621 хут пӑхнӑ

1954-мӗш ҫулта Шупашкарта А.П.Ковалевскийӗн, Харьковра пурӑнакан арабистӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. http://сувары.рф/ru/content ... m-ahmeda-ibn-fadlana

Шӑпах ҫакӑнта ӗнтӗ хайхи "сувар — суван — суваз — чӑваш" текен гипотеза сиксе тухнӑ.

Ахмед Ибн Фадлан 922-мӗш ҫулта ҫырса хӑварнисенче ҫавнашкалтарах ӳкерӗннӗ сӑмах пур имӗш. Ковалевский хоспочын еплерех пырса тухнӑ ҫавӑн патне — кун пирки паянхи кун кирек кам та, —пӗлӳлӗхӗ, хӑнӑхӑвӗ ҫителӗклӗ пулсан!— тӗплӗн вуласа пӗлме пултарать.

Ахмед Ибн Фадлан алҫырӑвӗнче асӑннӑ сӑмах пӗр хутчен ҫеҫ тӗл пулать

Ытти ҫӑлкуҫсем пирки калама та кирлӗ мар. Ҫав "суваз" текен сӑмах урӑх ниҫта та ҫук. Апла пулин те халь пирӗн ҫав "суваз" тенинчен "чӑваш" пулса тӑнӑ тенине ӗненсе лартмалла иккен!

Епле пулса тухать-ха? "Чӑваш" тени пӗрремӗш хут XVI ӗмӗрте ҫеҫ тӗл пулать.

Ҫапла вара хайхи СУВАЗ X ӗмӗрте САМАНАСЕН ТИНӖСНЕ чӑмса XVI ӗмӗрте ҪАВ ТИНӖСРЕН сасартӑк ЧӐВАШ ятпа сиксе тухать иккен! ("Конёк-Горбунок" юмахра ҫавнашкалрах сюжет пурччӗ пек астӑватӑп). Эппин, ӑҫта чиксе хумалла-ха X, XI, XII, XIII, XIV, XV ӗмӗрсене? Улт ҫӗр ҫул (600 ҫул!) мӗн иккенне кӑшт та пулин ӑнланатӑр-и эсӗр??? Вӗсенче ни "суваз", ни "чӑваш" тени те пачах та тӗл пулмасть!

Ҫут тӗнчере пур сӑмах (этноним!) ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушши куҫа курӑнми, хӑлхана илтӗнми пулса пурӑнма пултарать-и?

Ну юрӗ, хайхи СУВАР 922-мӗш ҫул тӗлне СУВАЗ пулса тӑнӑ тейӗпӗр. Апла пулсан СУВАР пач ҫухалма тивӗҫлӗ. Чӑннипе вара пачах та апла мар...."Сувар" тени чӑннипе, сайра хутра ҫеҫ пулин те, ытти ӗмӗрсенче те илтӗнет. Вырӑс леттоппиҫӗсемсӗр пуҫне.

Мӗнле кӗтсе илнӗ-ха ӑслав тӗнчи Ковалевский гипотезине?

Тӗрӗс хурав ак ҫакнашкал: нимлех те мар! Никам та ҫак гипотезӑна тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслесе тухман. Чӑн та, Ковалевский каланисене "попугай пек" сулахаялла-сылтӑмалла сарнисем пулнӑ ӗнтӗ. Кӑна ӑнланма пулать. Ара, пурин те "чӑваш" сӑмахӑн тупсӑмне тупнӑ тесе шутлас килет-ҫке! Апла пулин те "Ура! Ура! Ура!" кӑшкӑракансем питех пулман. Сӑмахран, Михаил Романович Федотовӑн этимологи сӑмахсарӗнче автор ку гипотезӑна шута илет-ха. Ҫапах хӑй пачах та урӑх этимологие никӗсе хурать! В.Д.Димитриев та ку гипотезӑна ячӗшӗн ҫеҫ апла-капла асӑнкалать хӑйӗн ӗҫӗсенче. Пит ун ҫинче тытӑнса тӑмасӑр.

А.П.Ковалевский хӑй те питех акӑш-макӑш ҫӗклемен "сувар" тенине. Сиснӗ вӑл хавшаклӑха. Аса илер ун кӗнекин ятне: Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана. Куратӑр-и? Ҫук ку пуплерӗшре "сувар" тенине асӑнни! Ҫук! Ҫук! Ҫук! Ҫук! Ҫук! .... "Пулхӑр" тени вара пур! Сувар-чӑвашсем мар, пулхӑр-чӑвашсем тет. Чӑвашсем тата пулхӑрсем. Вӑт ҫавнашкал ӗҫсем.

Сасартӑк урӑхла тапхӑр пуҫланса каять

Темшӗн-ҫке XXI ӗмӗр пуҫланнӑ тӗлелле шутсӑр вӑйлӑн ҫӗклесе яма пуҫлаҫҫӗ хайхи чӑтма ҫук ӑнӑҫсӑр гипотеза пеккине. Вӑт ҫакӑ пулать те ӗнтӗ вӑл НЕОСУВАРИЗМ тени! Хусанти ӑславҫӑсене эпир час-часах вӑрҫатпӑр. Аван-ха ку. Анчах та унти ҫынсем те хушӑран ӑслӑ сӑмахсемех калаҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен пӗри:

"Племя "суваз", — явная выдумка, рожденная потребностью найти предков чуваш... Натяжки некоторых чувашских исследователей (В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский и др.), пытающихся доказать трансформацию "сван" — "суваз" — "чуваш", основаны на простой лингвистической эквилибристике... Поэтому нет смысла ни в настоящем, ни в прошлом чувашском языке искать "сувазов" и превращать их в чуваши... В толковании истории вот этих вымышленных "булгаро-сувазов" отдельные авторы доходят до вымыслов" (Р.Г.Фахрутдинов. О степени заселенности булгарами территории современной Чувашской АССР. - Вопросы этногенеза тюркоязычных народов Среднего Поволжья. Казань 1971, стр. 197-198).

Ҫак пассажра мана пӗр япала ҫеҫ килӗшмест: В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский юлташсене тӗртсе илме хӑтланни. Тӗрӗссипе вара кунта вӗсен пачах та "айӑп" ҫук. "Хӗнемелле" пулман вӗсене. Каларӑмӑр ӗнтӗ, гипотеза пеккине ҫӗклекенни — А.П.Ковалевский украинццӑ.

____________________________________________

Статья ҫумне хушса панӑ ӳкерчӗкре — "паллӑ суварсемпе суварҫӑсем". Сылтӑмран иккӗмӗшӗ — Владимир Алмантай. Ак ҫак сайтран илнӗ — http://mosentesh2.ucoz.ru/news/dmit ... rady/2014-04-04-2922

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем