Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Автобус хуҫисен хуҫа пур-и?

Таисия Ташней30.01.2016 12:203615 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть паллаканӑмӑн ывӑлӗпе тата унпа пӗр автобусра ҫула тухнӑ пассажирсемпе кӑмӑла пӑсмалли лару-тӑру сиксе тухнӑ.

Ҫула хайхисем кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче тухнӑ. Мускавран каҫхи сакӑр сехетре тухакан автобус ҫине ларнӑ. Ирхи виҫӗ сехетре хайхисен автобусӗ ванса каять. Водительсем урапа айне кӗрсе выртса чакаланма пуҫланӑ.

Ара, ҫулта-йӗрте тем те пулать пулӗ — пассажирсем ҫакна ӑнланнипе виҫӗ сехет чӑтӑмлӑн кӗтсе ларнӑ. Кайран вӗсенчен пӗри, Мускавра вӗренекен студент, килне патне смс-ҫыру шӑрҫаланӑ. Ара, амӑш чунӗ канӑҫсӑрланнине пӗлет те, кая юлса килнине, автобус ванса ларнине систерес тенӗ. Сивӗре, вӑл кун ҫанталӑкӗ паянхилле пӗр градус кӑна марччӗ, чылай вӑхӑт ларнине пӗлнӗ хыҫҫӑн амӑшӗ сӗннипе ҫав каччӑ билет укҫин пӗр пайне тавӑрма май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Ку ыйтупа Шупашкарта вырнаҫнӑ хӑйсен кантурне пымалла тесе касса татнӑ билет сутакан хӗрарӑм. «Апла пулсан, тен, урӑх автобуспа лартса яратӑр?» — кӑсӑкланнӑ ҫамрӑк пассажир. «Эп сан пек ахаль пассажир кӑна!» — касса татнӑ хайхи хӗрарӑм. Кайран, пилӗк сехет шӑнса ларнӑ хыҫҫӑн кӑна, хайхи хӑйне «эпӗ пассажир кӑна» текен хӗрарӑм ҫавсене вокзалалла ертсе кайнӑ-кайнах. Каҫхи саккӑрта Мускавран Шупашкара килме тухнӑ пассажирсем ҫапла вара Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет хыҫҫӑн тин ҫитсе пӗтнӗ.

Кун пек лару-тӑру, ҫав шутра кӑнттамлӑх та, вӑрах кӗттерни те пассажира та, унӑн амӑшне те тивӗҫтерме пултарайман. Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм яваплисене шыраса ӑҫта кӑна шӑнкӑравламан. Хула администрацийӗн транспорт пайӗнче вӑл компани ятне те илтмен тесе хуравланӑ. Транспорт министерствинче «иккӗленӳллӗ компанисемпе» ҫӳреме сӗнмен, патшалӑхӑн автобусне кӑна ларма хушнӑ. Культура министерстви те автобус хуҫишӗн хуҫа мар иккен. Автобус хуҫи туризм агентстви пулнӑран унта шӑнкӑравланӑ-ха хӗрарӑм. Ҫапла вара автобус хуҫисен хуҫа пуррипе ҫуккине хӗрарӑм ӑнланмасӑрах тӑрса юлнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем