Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Agabazar: Алмантай тата неосуваризм

Agabazar05.02.2016 13:405269 хут пӑхнӑ

Алмантай тата неосуваризм — пӗртӑван-йӗкӗршсем. Алмантай теетпӗр — неосуваризма аса илетпӗр. Неосуваризм тетпӗр — Алмантая аса илетпӗр.

Нумаях пулмасть эпӗр ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпарпа паллашрӑмӑр: <Алмантай> Иртнӗ ҫул Славян культурин патшалӑх академине /Мускав/пӗтернӗ. Специальноҫӗ - "культурӑн теорийӗпе историйӗ" /культурологи/. Тӗрӗссипе вара апла ҫеҫ те мар иккен: <<Иванов Владимир Николаевич, аспирант кафедры теории и истории искусства, ФГБОУВПО «Государственная академия славянской культуры», ул. Университетская, д. 38, 428034, г. Чебоксары, Чувашская Республика, Российская Федерация. E-mail: 343923@mail.ru>> http://сувары.рф/ru/content ... varo-bulgaro-chuvash

Асӑннӑ хыпарсенче тӗп пулӑм — "СЛАВЯН" сӑмах. Славян Академийӗ! Ку, ырӑ ҫыннамӑрсем, уни-куни хухрӑ-мухрӑ мар! (Уйрӑммӑн калас пулсан, Алмантайӑн СУВАР АКАДЕМИНЕ пӗтернӗ пулсан аванрах пулас пек те, ну юрӗ, кунпа та килӗшӗпӗр).

Вопшӗм, ҫаксене шута илсен, Алмантай славянлӑха, уйрӑммӑн илсен, вырӑслӑха пит чаплӑ пӗлмелле пек. Калӑпӑр вырӑс леттоппиҫӗсене.

Ӗнтӗ хайхи-майхи "провокацилле" ыйтӑва пама ҫав тери меллӗ кунта.

Хисеплӗ Алмантайсем, эсӗр сувар текен сӑмаха хӑвӑр хушӑра акӑш-макӑш ҫӗклесе ятӑр. Мӗн сӑлтавпа-ши? Нивушлӗ вӑл, ҫав сӑмах, вырӑс леттоппиҫӗсенче ҫине-ҫинех тӗл пулать?

Апла мар ҫав.

Вырӑс ҫӑлкуҫӗсенче "сувар" сӑмах пачах та ҫук!

Эппин мӗн сӑлтавпа академире славянлӑха вӗренсе тертленмелле пулнӑ? Тӗрӗслӗхшӗн каласа хӑварар: ытти тӗлте те "сувар" пит тӑтӑш тӗл пулать теме ҫук. "Суваз" пирки асӑнма та кирлех мар ку енӗпе...

Вырӑс леттоппиҫӗсенче тӑтӑш тӗл пулаканни вӑл — пачах та урӑх сӑмах — (волжские) болгары текенни!

Акӑ вӗсенчен хӑшпӗрисем:

<<"Иде Володимиръ на Болъгары съ Добрынею, уемъ своимъ, в лодьяхъ, а торкы берегомъ приведе на конехъ. И тако побѣди болгары. И рече Добърыня Володимиру: «Съглядахъ колодникъ, и суть вси в сапозѣхъ. Симъ дани намъ не платити, поидевѣ искать лапотникъ. И сътвори миръ Володимиръ с болгары, и ротѣ заходиша межи собою, и рѣша болгаре: „Толи не буди мира межи нами, оли же камень начнеть плавати, а хмель грязнути“. И приде Владимиръ къ Киеву».>> ПВЛ с. 59

<<"В лета 6494 (986). Придоша болгари (к Владимиру) веры бохмиче, глаголюце яко: "Ты князь еси мудр и смыслен, не веси закона; но веруй в закон наш "и поклонися Бохмиту (Магомету)". И речи Володимер: "Како есть вера ваша?" >>ПВЛ сс. 257-58

<< "Идоша по Волзе все людие в Болгары и привезоша пшеницу и жито, и тако от того жита кормяхуся " (ПСРЛ, 34, с. 62). >>

1088 г. - Нападение волжских болгар на город Муром ("В лето 6596... В се же лето взяша болгаре Муромъ") ПВЛ. - С.88.

<<Тоє же осени придоша с восточнıх стран в Болгарьскую землю безбожнии Татари и взяша славнıи Великıи город Болгарьскıи и избиша оружьєм и старца и до юнаго и до сущаго младенца и взяша товара множество а город их пожгоша огнем и всю землю их плениша.>> ПСРЛ т. 1 с.460

Суварсемпе сувазсене пачах та асӑнмаҫҫӗ, пулхӑрсене вара — талккӑшпех.

Пӑлхар лайӑх-и, Сувар лайӑх-и?...

Енчен те хӑш чухне "пӑлхар-сӑвар" сӑмахпа усӑ куратпӑр пулсан, кунта "пӑлхар тенине ниепле те иккӗмӗш вырӑна лартма юрамасть: сувар-пулкар пӑлхар-сӑвар темелле иҫмасса!

Алмантай "Хыпара" панӑ интервьюран:

- Калаҫура та, ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче те эсӗ "пӑлхар" мар, "пулкар" сӑмахпа усӑ куратӑн? Мӗншӗн?

- Авалхи укҫасенче, ытти ҫӑлкуҫра пуҫласа "пулкар" тесе ҫырнӑран.

Хе!

Славян академине пӗтернӗ, ҫав академирех аспирантра тӑракан ҫын вырӑс ҫӑлкуҫӗсене епле-ха манса хӑварнӑ?

Вырӑс ҫӑлкуҫӗсенче яланах БОЛГАРЫ теҫҫӗ.

Хальхи саманара та "пулкар" мар, "бу́лгар" теҫҫӗ. Сӑмахри пусӑм пӗрремӗш сыпӑк ҫине ӳкет. "Пулкар" тенинче вара — иккӗмӗш сыпӑка. Чӑваш чӗлхин йӗркевӗсем тӑрӑх ҫапла. Вӑт ҫавнашкал мерекке! Пӗреххут ПУЛХӐР теесчӗ эппин. Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 20-мӗш, 30-мӗш ҫулӗсенче шӑпах ҫапла каланӑ. Митта Ваҫлейӗн "Сӗрӗм" поэмине вуласа пӑхӑр! Е — Петӗр Хусанкай ҫав ҫулсенче тата каярахпа ҫырнисене те... Эппин пулхӑра "пулкарлатни" те ним тума та кирлӗ мар! Ахаль курнӑҫланни ҫеҫ вӑл!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем