Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!

Таисия Ташней02.03.2016 19:455491 хут пӑхнӑ

Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.

Ара, эстрада ҫӑлтӑрӗ тесе хӑйсемпе паллаштаракансен концерчӗсене кайсан: "Ӑҫта эсир, елчӗксем?" - йышши кӑшкӑрашу-ҫуйхашӑва илтме тӳр килет-ҫке. "Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!" - тенӗрен те эпӗ савӑн пеккисенчен хӑраххи тесе шухӑшлама пулать-тӗр.

Ҫук, вӑл тӑрӑхри ҫын мар. Республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ ҫав районтисене унтисем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине хытах сума сунӑран юрататӑп-хисеплетӗп.

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗринче ӗҫленӗ май тӗрлӗ районта пулма тӳр килнӗ. Юрӗ, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсем вырӑсла калаҫнинчен тӗлӗнмӗп. Канаш, Ҫӗмӗрле тата ытти хулара вырӑсла пупленине те ӑнланатӑп. Тӳрех палӑртам: кунта эпӗ национализм е унтан та ытларах - шовинизм сӗмӗпе каламастӑп. Чӑн чӑваш районӗсенче, унти пӗчӗк кӑна ялсенче те мероприятине вырӑсла ирттернине те тахҫанах хӑнӑхса кайрӑм темелле. Кун пек лӑпкӑн йышӑннине вырӑсла толерантлӑх теҫҫӗ курӑнать-ха. Шӑпах ҫав толерантлӑх пур та ӗнтӗ манра.

Анчах елчӗк тӑрӑхӗнчи мероприятисенче пулсан пачах урӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуралать. Толерантлӑх тени таҫта хӑямат шӑтӑкне кайса ҫӗтмест-ха. Кунта урӑх туйӑм ҫуралать. Мӑнаҫлӑх. Елчӗксемшӗн. Вӗсемшӗн кӑна мар, тӑван халӑхӑмшӑн. Тӑван халӑхӑмпа пӗрлех унӑн янӑравлӑ, ҫепӗҫ чӗлхишӗн.

Сӑмахӑма ҫирӗплетме паянхи мероприятие илсе парам. Пушӑн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче районӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетекен канашлу ирттернӗ. Хам унта пулман та, вырӑсла е чӑвашла калаҫни пирки пӗлейместӗп. Пӗлменнине вара пӗлнӗ пек туса суеҫтерес килмест. Пӗлтӗрхинче вара пулнӑччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче статья та ҫырнӑччӗ.

Аса илтеретӗп, район активӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерме пухӑннӑччӗ, унта республикӑри тӳре-шара та пырса ҫитнӗччӗ.

Район шайӗнчи пысӑк уява депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Роза Молодова чӑвашла уҫнӑччӗ, залри хӑнасемпе тӑван чӗлхепе паллаштарнӑччӗ. Сӑмах май каласан, карас телефонӗсене сӳнтерме ыйтатпӑр тесе те пуху пуҫланиччен темиҫе хутчен те, кашнинчех - чӑвашла, асӑрхаттарчӗҫ. Елчӗк районӗн 2014 ҫулхи аталанӑвне тишкерекен доклада райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Миллин чӑвашла вуласа панӑччӗ.

Тӳре-шарана пухса ирттернӗ канашлуччен районти вулавӑшра "Чыслӑх салтакӗсем" кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑвашла кӗнекене чӑвашла хӑтланинче тӗлӗнмелли ҫук та тейӗн. Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ял пухӑвне те вырӑсла ирттернине шута илсен елчӗксен чӑвашла хӑтлавӗ савӑнтармаллипех савӑнтарнине палӑртнӑччӗ эпӗ вӑл статьяра.

Пушӑн 2-мӗшӗнчех елчӗксен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетмелли канашлӑва пынисем тӗрлӗ куравпа паллашма пултарнӑ. Йӑлт чӑвашла хатӗрленӗ вӗсем. Сӑнӳкерчӗксене пӑхса ларнӑ май чун чӑннипех те савӑнчӗ. Ҫавӑнпах: "Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!" - тесе калас килсе кайрӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем