Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Аслӑ Ҫӗнтерӗве «нимелле» уявласшӑн

Софья Савнеш17.04.2016 21:1711446 хут пӑхнӑ

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул хыҫа юлать. Уява яланхиллех ҫӳллӗ шайра йӗркелесшӗн. Кӑҫал кун валли хыснаран укҫа сахалрах уйӑраҫҫӗ пулин те уява ытти чухнехинчен кая мар ирттересшӗн.

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫырӑвне Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. Уяв мероприятийӗсене хатӗрленес тата вӗсене ҫӳллӗ шайра ирттерес тӗллевпе Сирӗнтен оклад чухлӗ ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне кӳме сӗнетӗп». Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче, республикӑра правительство пуҫарӑвӗпе лицевой счет уҫнӑ. Фонда пухӑннӑ укҫа уяв валли кайӗ.

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫыхӑнура» форумра kuka-84 никлӑ ҫын ӗҫӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗ валли укҫа пухнине пӗлтернӗ. Ахаль ӗҫченсенчен — 50 тенкӗ, пай пуҫлӑхӗсенчен — 100 тенкӗ, пуҫлӑх ҫумӗсенчен — 200, директортан 300 тенкӗ пухнине хыпарланӑ вӑл. «Укҫана Министерство Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявламашкӑн пухать. Пухнӑ укҫа виҫи пысӑках мар пулин те эпир тӗлӗнтӗмӗр. Вӑт пурӑнса ҫитрӗмӗр…» — тенӗ вӑл. Тепри ҫапла шӑрҫаланӑ: «Упӑшкаран ку тӗллевпе ӗҫрен 2010 ҫултах пухнӑччӗ». «Моторин «кирлӗ» тенӗ. Хӑй мӗн чухлӗ панӑ-ши?» — ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ Автолюбитель никлӑ ҫынна. Тепри ҫак укҫа-тенкӗ кирлӗ ҫӗре ҫитнипе ҫитменнишӗн кулянать. «Такамӑн кӗсйине мар тульккӑш», — ҫырнӑ вӑл.

«Ҫӗнӗ ҫулхи чӑрӑша йӗркеллӗ хакпа лартнӑ пулсан Аслӑ Ҫӗнтерӳ валли те юлӗччӗ», — ҫырнӑ тепри. Чӑн та, мухтанмашкӑн Шупашкар варрине 7 миллион тенке яхӑн тӑракан 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартма укҫа пур-ҫке… «Бюджетниксем ҫинче пирӗн ҫӗршыв тытӑнса тӑрать», — тенӗ LittleWing. Анчах вӗсен хӑйсен те ӗҫ укҫи питӗ пӗчӗк-ҫке-ха.

«Анне — бюджетник. Вӗсенчен те Ҫӗнтерӳ валли укҫа пухнӑ, ҫирӗппӗн хушсах. Унччен чирлӗ ачасем валли пухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн — Луганскри ачасене парне памашкӑн», — тенӗ kat-logoped:)).

Пире ҫутӑ малашлӑх парнеленӗ хисеплӗ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем валли укҫа пухнӑшӑн эпӗ хирӗҫ мар, куншӑн укҫа та хӗрхенместӗп. Анчах патшалӑх ҫӗршывӑмӑра нимӗҫсенчен ирӗке кӑларнӑ фронтовиксене чыс тумашкӑн укҫа ҫителӗклӗ уйӑрайманни пӑшӑрхантарать…

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем