Ял хуҫалӑх продукцийӗ нихӑш саманара та хаклӑ пулман-тӑр. Ҫук-ха, тӗрӗсех те каламарӑм. Лавккаран туяннӑ чух сӗчӗ те йӳнех мар, хӑйми те, тӑпӑрчи те, турӑхӗ те, аш-пӑшӗ те, ҫӑмарти те. Анчах апат-ҫимӗҫ хакне хӑпартаканӗсем продукцие туса илекенӗсем мар-ҫке. Сутнӑ чухне вӗсен ҫак продукцие ячӗшӗн хакпах ярӑнтарма тивет. Кун пирки маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ-ха. Унтанпа нимӗн те улшӑнман. "Агро-Инноваци" хысна предприятийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗтӗн пӗр литрне паян сӗт-ҫу савучӗсем килограмне вӑтамран 19 тенкӗ те 97 пуспа туянаҫҫӗ. Эрне каялла кӑна вӗсем 1,1 процент ытларах тӳленӗ. Пуш уйӑхӗнчипе танлаштарсан хака 6,2 процент чакарнӑ. Статистика статистика пулӗ те, халӑхран, тӗрӗссипе, ӑна тата йӳнӗрехпе туянаҫҫӗ. Литрне 14-15 тенкӗпе те сутма тивет тепӗр ҫӗрте. Муркаш районӗнче халӗ, сӑмахран, 15 тенкӗпе туяннине пӗлтерет REGNUM информаци агентстви.
Сӗт хакӗ йӳнелсе пынине кура ҫынсем ӗне шутне чакарса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӗт туса илесси пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑхсен тӳпи аванах вырӑн йышӑнать.