Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ашмарина ӳплентерме хӑтланни пирки, е Антисалмин-3

Agabazar22.06.2016 05:584332 хут пӑхнӑ

Николай Иванович Ашмарин 1902-мӗш ҫулта "Болгары и чуваши" кӗнеке кӑларнӑ.

Ку кӗнекен репринтла кӑларӑмӗ ҫак сайтри электронлӑ лавккара пулнӑ, халӗ вара сутса пӗтернӗ иккен.

Ашмарин кӗнекин тӗп шухӑшӗ ҫакӑн пек:

«Язык волжских болгар тождествен с современным чувашским»

<Куҫару: Атӑлҫи пӑлхарсен чӗлхи паянхи чӑвашсен чӗлхипе тождествӑллӑ.>

Тата ҫавӑн пекех:

«Современные нам чуваши представляют из себя не что другое, как прямых потомков волжских болгар»

<Куҫару: Паянхи чӑвашсене никам пек те мар, шӑпах Атӑлҫи пӑлхарсен тӑхӑмӗсем пек куратпӑр.>

Ҫак никӗслевсем ӑслав историне ылттӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ.

Вӗсем бронзӑран шӑратса кӑларнӑ пек ҫиҫсе-ялкӑшса тӑраҫҫӗ.

Евклидӑн <<Στοιχεῖα>> (Пуҫламӑшӗсем), Исаак Ньютонӑн <<Philosophiæ Naturalis Principia Mathematica>> (Натураллӑ философин математикӑлла никӗсӗсем), Альберт Эйнштейнӑн <<Zur Elektrodynamik bewegter Körper>> (Куҫакан ӗскерсен электординамики тӗлӗшпе) ӗҫӗсемпе танлаштарма пулать.

Ӗнтӗ часах ҫак кӗнеке пичетленсе тухнӑранпа 115 ҫул ҫитсе пырать.

Алла чӗре тӗлне тытса ним пытармасӑр каласан, ҫав вӑхӑтранпа кӗнекери шухӑшсене никам та тӳреммӗн "ревизи" тума хӑяйман-ха.

Антон Салмин юлташ та, авӑ, "савирская гипотеза" тенине ҫӗкленӗ май, Ашмарин еткерлӗхне аса та илмест пек! Калӑн, унӑн, Николай Ивановичӑн, "Болгары и чуваши" кӗнеки историре пулман та тейӗн!

Чӑннипе вара, Н.И.Ашмаринӑн "пӑлхар-чӑваш" вӗҫе-вӗҫлӗх вӗрентӗвне тӗпӗ-йӗрӗпе (100%!) кӑкламасӑр, нимӗнле "ҫӗнӗ гипотеза" та кӑларса тӑратма майсем ҫук!

Гиперкаҫӑ:

Ак ҫак япалана вуласа пӑхма сӗнетӗп.

(кӗскен те витӗмлӗн каланӑ...).

Анчах та, шел пулин те, Ашмарин хывса хӑварнӑ никӗссене сӑлтавсӑрах ишме тата аркатма хӑтланакансем пурпӗрех тупӑнкалаҫҫӗ-ха. Тӳреммӗн мар ӗнтӗ, таҫтан айккинчен, "вӑрттӑн"! (Мӗншӗн тесен тӳртен кӗрслеттерме хӑяймаҫҫӗ). Ҫавсен шутне хисеплӗ Антон Кириллович Салмин хӑтана та кӗртме тивет. Ҫавна май эпӗ "Антисалмин" тата "Антисалмин-2" ятсемпе материалсем кӑлартӑм. Вӗсем ҫак сайтра пур. Кунсӑр пуҫне тата манӑн "Высшая и последняя стадия неосуваризма" статьяна пӑхӑр, тархасшӑн.

Халь эсӗр вулакан статьяна ҫавсен тӑсӑмӗ тесе шутлама пултаратӑр.

АКС кӗнеки: Cалмин А.К. История чувашского народа. Савирская гипотеза. Чебоксары, 2016.

Кунта тӗп вырӑнта, ҫӑраҫҫилле ӑнлав пулса, САВИРСКАЯ ГИПОТЕЗА тени тӑрать. Вӑт ҫавнашкал икӗ сӑмахпах Антон Кириллович пирӗн мухтавлӑ Ашмаринӑн пӗтӗм ӗҫ-хӗлне ним сӑлтавсӑрах вирлӗн тапса сирпӗтет. Шел, ҫав тери шел.

Хӗрметлӗ иптешсем, Николай Ашмарин хӑй те, унӑн хӑватлӑ теорийӗ те ҫакнашкал сирпӗтӗве пачах та тивӗҫлӗ мар! "Не заслужил!" — теҫҫӗ вырӑсла.

Тӗрӗс ӑнланма ыйтатӑп: паллах, Ашмарин хӑй те, унӑн теорийӗ те критика е тиркевлӗ тишкерӳ тулашӗнче пулма пултараймаҫҫӗ. Ӗҫ унта мар.

Тиркесех теҫҫӗ пулсан, ӑнлантарса тата тӑнлантарса паччӑр аргументласа: мӗн килӗшмест Ашмаринӑмӑр каланисенче? Мӗншӗн килӗшмест?

Мӗншӗн "пӑлхар" тенине савӑлпа ҫапса кӑларсах "сувар" тенипе улӑштармалла?

Ӑнланаҫҫӗ-ши хайхи "реформаторсем" хӑйсем мӗн хӑтланнине?

Чылай чухне ҫапларах икӗпитленнине те курма пулать. Пӗр енчен, Ашмарина мухтам пекки тӑваҫҫӗ: мухтавлӑ, чаплӑ, хӑватлӑ вырӑс мӑнтарӑн чӑвашран тата унӑн чӗлхинчен йӗрӗнмен имӗш... Тепӗр енчен вара, хайхи карччынкка ҫинче кӑтартнӑ пек, кутран тапса сирпӗтеҫҫӗ.... Ним именмесӗрех!

... Пурне те ырлӑх-сывлӑх сунатӑп. Таса пулӑр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем