Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Диван ҫинче хӑяккӑн выртса тупӑш кураймӑн

Софья Савнеш26.06.2016 22:163381 хут пӑхнӑ

Ҫӗртме-утӑ уйӑхӗ – хӗрӳ вӑхӑт. Ял халӑхӗ пӗр канмасӑр тенӗ пек выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫармалӑх утӑ хатӗрлет. Ирхине е каҫ кӳлӗм пахчана тухсан сӑпса ройӗ килнӗн туйӑнать. Унта та кунта утӑ ҫулни илтӗнет. Ӗлӗкрех анкартинче ҫава сасси илтӗннӗ пулсан халӗ газон ҫулмалли хатӗрсем нӑрлаттараҫҫӗ, мотоблоксем кӗрлеҫҫӗ. Мӗнех тейӗн, ял халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑллансах пырать.

Ӗҫӗ ҫӑмӑлланах пырать-ха, ӗҫлес кӑмӑллисем вара сахалланаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла кӑна уй-хирте ӗне кӑкармалӑх вырӑн ҫукчӗ — ҫынсем ӗнисене ир-ирех ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫавӑтса тухнӑ. Каярах юлсан ӗне валли вырӑн юлмасть вӗт. Халӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усракан сахал, ҫавӑнпа нимӗнле конкуренци те ҫук.

Ӗне ытлах тытмаҫҫӗ те анкартисене ҫулакан та ҫук. Ялти кӳршӗ пахчари курӑкна кама ҫултармаллине пӗлмест. Ӑна сӗнет — хирӗҫлет, теприне калать – унӑн та утӑ ҫителӗклӗ. Анкартине вара тасатмаллах, унсӑрӑн ҫум курӑкланса каять. Эпӗ пӗчӗк чухне урӑхларахчӗ. Камӑн пушӑ анкарти пур — часрах ҫулма тӑрӑшатчӗҫ, хуҫипе пырса калаҫатчӗҫ. Хуҫине укҫа та панӑ ун чухне. Халӗ «бесплат» та ҫуласшӑн мар.

Сӑнатӑп та: ялта ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе арҫынсем кахалланса пыраҫҫӗ. Хамӑр урамра пурӑнакан икӗ ҫемье, вӑйпиттискерсем, тахҫан ӗне тытатчӗҫ. Халӗ канлӗ пурнӑҫа хӑнӑхрӗҫ — ӗнисене сутрӗҫ те тек туянмарӗҫ. Чӑх-чӗп таврашӗ те тытмаҫҫӗ вӗсем. Усси ҫук теҫҫӗ-ши? Кунпа килӗшмӗттӗм. Выльӑх-чӗрлӗх тытакан тупӑш тума пултаратех. Ав ҫав пӗр ҫемйи 15 ҫул каяллах ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма тытӑнчӗ. Халӗ те киввинчех пурӑнаҫҫӗ — ҫӗннине хута ямашкӑн укҫи-тенки ҫитмест пулмалла. Ял ҫыннин выльӑх-чӗрлӗх усрамасан ӑҫтан тупӑш курмалла тата?

Теприсене сӑнатӑп та — ырми-канми, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеҫҫӗ, картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Хӑйсем те чаплӑ пурӑнаҫҫӗ. Апла кам пире ӗҫлеме чарать? Тыт та ӗҫле, тупӑш ту. Канлӗ пурӑннипе, диван ҫинче хӑяккӑн выртнипе нимӗн те пулмасть.

Теприсем выльӑх-чӗрлӗх усранӑ чухне ҫӗнӗ сарай туса лартрӗҫ. Анчах ӗнине нумаях та усраймарӗҫ – сутса ячӗҫ. Канлӗ пурнӑҫа хӑнӑхасси инҫе мар. Кивӗ сарайне те, таҫтан-аякран килӗшӳсӗр курӑнаканскере, тирпейлесе пуҫтарса вутта яраймӑҫҫӗ. Вӗсене тиркеме манӑн ирӗкӗм ҫук та… Анчах кахаллансан ял пурнӑҫӗ малалла каяймӗ-ҫке.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем