Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Патӑрьел: чӑвашлӑх тата чӑвашмарлӑх

Agabazar06.09.2016 14:136080 хут пӑхнӑ

Владимир Болгарский Патӑрьел пирки статья ҫырса кӑларчӗ.

Патӑрьел вырӑсланӑвӗ — никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӗнер-паянхи ыйту мар ку. Тахҫанах пуҫланнӑ процесс. Чӑннипе ку иртнӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пуҫланнӑ. Никита Сергеевич Хрущёв тивлечӗпе.

Анчах та, слапух Турра, Патӑрьел тӗппипех вырӑсланнӑ теме иртерех-ха.

Владимир Болгарский статйинче, тӗпрен илсен, ЗАГСпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха уҫса панӑ. Мӑшӑрланакансене чӑвашла саламламаҫҫӗ иккен унта ӗҫлекенсем. Интернетра Патӑрьел ЗАГСӗн сайчӗ пур.

Ӳкерчӗкре, куратӑр ӗнтӗ, Патӑрьелӗнчи мӑшӑрлану керменӗн ҫурчӗ.

Кермене 2008-мӗш ҫулта, Николай Васильевич Фёдоров "чӑваш национализмне" хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтарнӑ вӑхӑтсенче, уҫса ӗҫе кӗртнӗ. Унччен "Дружба" кинотеатр пулнӑ ҫурта ятарласа майлаштарнӑ.

                "Дворец бракосочетания" тесе ҫырса хунӑ унта*

Чӑвашла ҫырни ҫук. (Таҫта, пӗр тӗлте, вӗтӗ саспаллисемпе ҫырам пекки тунӑ пулсан кӑна...). Апла-тӑк, ку кантурта нимӗнле чӑвашлӑх таврашне те кӗтме ҫук пуль. Мӗнле ҫырса хунӑ, ҫапла кӗтсе илеҫҫӗ.

Тӳррипе каласан, ЗАГС текенни пирӗн пурнӑҫӑн пӗр пайӗ ҫеҫ-ха. Ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулсан та.

<<Патӑръелте чӑвашлӑха ҫухатас енӗпе пӗрремӗш вырӑнта?>> — ыйту лартать Владимир Болгарский. Ыйтӑвӗ ытларах риторикӑлласкер теес пулать.

Ку енӗпе Патӑрьел, паллах, пӗрремӗшех мар ӗнтӗ. Калӑпӑр, Каҫал е Шӑмӑршӑ унран ҫак тӗлӗшпе чылай малта пыраҫҫӗ.

Анчах та ҫапла пулни пӑшӑрханмасӑр тӑмаллине пӗлтермест.

Пӗр пытармасӑр каласан, Хрущёв саманинчен пуҫласа Патӑрьелӗнче вырӑсла ҫеҫ калаҫакан темиҫе ӑру ӳссе ҫитӗннӗ. Эппин, ҫав ӑрусен — чӗлхи ҫеҫ-и? — тӗнчекурӑмӗ те чӑвашла мар ӗнтӗ. (Патӑрьелӗнче, тӗлӗнмелле пулин те, "Славянская" ятлӑ урам та пур.). Куншӑн пӗтӗмпех, паллах, чӑн малтан ВӖРЕНТӲ СИСТЕМИНЕ "тав тумалла". Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш номерлӗ шкула.

Тӗрӗссипе каласан, унтан вӗренсе тухакансем ялта питех тытӑнса юлман, тӗнче тӑрӑх саланнӑ. Саланнисем вырӑнне юнашар ялсенчен килсе лекнӗ ҫамрӑксем йышӑннӑ. Ҫавна пула ял вырӑсланасси те пысӑк хӗнпе пулса пынӑ. Куншӑн хытӑ савӑнас пулать.

Ҫапах та процесс чарӑнса ларман, вӑл малаллах пырать. (Анчах та халӗ, ӗлӗкхи пек, таврари ялсенчен килекенсем чӑвашлӑха пӗтме памӗҫ тесе шанса лармалли ҫук ӗнтӗ, мӗншӗн тесен паян ун пеккисем те вырӑсланса кайма яланах хатӗр!)

Акӑ Евгений Андреевич Турхан пур, халӗ Хусанта пурӑнать.

Вӑл Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Анчах та пӗчӗкренпех Патӑрьеленче ӳссе ҫитӗннӗ. Шӑпах вӑл ача чухне пуҫланнӑ та ӗнтӗ ялта вырӑслану процесӗ. Эппин, ку "пархатарлӑ пулӑм" епле пулса пынине пи-и-и-и-ит аван каласа пама пултарать ҫак ҫын.

Хисеплӗ Евгений Андреевич, кӗтетпӗр!

Эсир асӑннӑ пулӑма хӑвӑрӑн тир ҫинче тӳссе ирттернӗ. Пӗлетӗр вӑл япала "мӗн тути" каланине!

Сӑмах май каласан, Е.А.Турхан — Турхан Энтрин, 1917-мӗш ҫултах "Чӑваш историне" ҫырнӑскерӗн, ватлӑхра (ватлӑхалла сулӑнсан) ҫуралнӑ ывӑлӗ...

Тата тепӗр ята асӑнатӑп: Шемекеев Виталий Дмитриевич, Каҫалта ҫуралса ӳснӗ чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ. Ку ҫын вырӑслану процесӗ Комсомольскинче еплерех пуҫланса мӗнле аталанса пынине каласа пама пултаратчӗ, енчен те 2003-мӗш ҫулта ҫӗре кӗмен пулсан...

Чӑвашстанӑн кӑнтӑрти районӗсенче пурнакансене ак ҫакнашкал япалапа сӑмсаран чышма юратаҫҫӗ: "Ан манӑр, тутарсем те пур!" Ахалех ҫапла калаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен тутарсемшӗн вырӑс чӗлхи чӑваш чӗлхинчен "тӑванрах" теме нимле сӑлтав та ҫук. Вӑл та, ку та вӗсемшӗн пӗр пекех ют чӗлхе шутланать.

Ӗлӗк-авлтанпах кунта чӑваш чӗлхи НАЦИСЕМ ХУШШИНЧЕ ХУТШӐНМАЛЛИ ХАТӖР пекех пулнӑ.. Тутарсем ҫеҫ мар, ирҫесемпе вырӑссем те чӑваш чӗлхипе савӑнсах анлӑн усӑ курнӑ. Паян ҫапла пулмалла мар темешкӗн нимӗнле сӑлтавсем те ҫук. Чӑваш чӗлхи — нацисен хутшӑнӑвӗн чӗлхи!**

_____________________________________________________

* "Мӑшӑрлану керменӗ" тенине пӗлтерет (вырӑс.).

** Темшӗн ку каҫӑ ӗҫлемест (тӗрӗс мар тӗллесе кӑтартать), анчах "Нацисен хутшӑнӑвӗн чӗлхи" статья чӑвашла Википедире чӑнах та пур!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем