Ытларах чухне ачасем 3 килограмлӑ ҫуралаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑшт ытларах е сахалрах таять. Ку йӗркеллӗ шутланать. Анчах тӗнчере чи пысӑк тата чи пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ ачасем пур.
2009 ҫулта Индонезире 9 килограмм таякан арҫын ача ҫуралнӑ. Ҫӳллӗшӗ вара 60 сантиметр ҫеҫ пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, амӑшӗ ӑна аран ҫуратнӑ. Ачан ҫуралсанах аппетичӗ лайӑх пулнӑ. Амӑшӗн ӑнӑ пӗрмай ҫитерме тивнӗ. Ача ыттисенчен хытӑрах макӑрнӑ. Тухтӑрсем ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: амӑшӗ сахӑр диабечӗпе чирлӗ.
Самарта, тӗслӗхрен, 6,7 килограмм таякан ача ҫут тӗнчене килнӗ. Алтай тӑрӑхӗнче вара 7,7 килограмлӑ хӗрача ҫуралнӑ. 1879 ҫулта 11 килограмлӑ арҫын ача ҫуралнӑ. Анчах вӑл темиҫе сехетренех вилнӗ. Унтах 10,2 килограмм таякан ача ҫут тӗнчене килнӗ. Ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ.
Аслӑ Британире вара чи пӗчӗк хӗрача пурӑнать. Шарлотта Гарсайд пуканепе тата ҫемҫе теттепе выляма юратать. 2-ри хӗрпӗрчи 56 сантиметр ҫӳллӗш ҫеҫ. Вӑл хӑйӗн пуканисенчен те пӗчӗкрех.
Вӑл карлик шутланать. Экспертсен шухӑшӗпе, Шарлотта ҫулсем иртсен те пӗчӗккӗ тӑрса юлӗ. Сӑмах май, ҫӗр ҫинче кунашкал чирпе нушаланакан 100 яхӑн ҫын пурӑнать.
Шарлотта 4 эрне маларах ҫуралнӑ. Апла пулин те ашшӗ-амӑшӗ вӑл аталанас енӗпе ыттисенчен юлнине асӑрхаман. Вӑл 480 грамм тайнӑ. Ӑна пуканесен кӗписем юранӑ. Халӗ вӑл 2-ре. Хӗрача тин ҫуралнӑ ача чухлӗ ҫеҫ таять – 3 килограмм та 400 грамм. Шарлотта зонд урлӑ ҫиет. Вӑл упаленеет, анчах тепӗр ҫын пулашмасӑр утаймасть.
Шарлоттӑн аппӑшӗсем пур. Вӗсем пурте сывӑ. Аслисем унпа выяҫҫӗ, пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Редакцирен : Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.