Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Тани Юн — шухӑ юланутҫӑ

Валерий Алексин28.12.2016 21:517726 хут пӑхнӑ

«Илемлӗ фильмсенче лайӑх сӑнар калӑплама ҫутҫанталӑк панӑ пултарулӑх ҫителӗксӗр. Артистӑн халӑх пурнӑҫне аван пӗлмелле, тӗнче культуринче мӗн пулса иртнине сӑнаса пымалла». Ҫапла шухӑш патне пырса тухать чӑвашсен пӗрремӗш киноартистки Тани Юн хӑйӗн асаилӗвӗнче («Иртнӗ Кунсем-ҫулсемӗ Ш., 2013»).

...«Чӑвашкино» фильмӗсенче ӳкерӗннӗ чухне вӑл самай шухӑ юланутҫӑ пулнине малтан никамах та пӗлмен.

 

«...Пӗрре ҫапла туй сыпӑкне ӳкеретпӗр, — вулатпӑр «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекере (Шупашкар, 2013). — Малти лаша ҫинче туй пуҫӗ шӗвӗр сухалне каҫӑртса ларать. Ун хыҫӗнче эпир — хӗрпе каччӑ. Эпир те юланутпа. Пирӗн хыҫра тӑрантассем, урапасем ҫинче хушпу тӑхӑннӑ туй арӑмӗсем, туй каччисем, хӗр ҫумӗсем.

— Пуҫларымыр! — кӑшкӑрчӗ рупор витӗр чӑвшла пӗр сӑмах вӗреннӗ режиссер.

Хапха умне ҫитсен авалхи йӑлапа арӑмӗ упӑшки сӑмахӗнчен ан тухтӑр тесе чӗн саламатпа ҫурӑмран ҫапмалла. Зораима вылякан актер ыраттарасран хӑраса мана ҫапмарӗ, ҫурӑм хыҫӗнче саламатпа шарт! тутарчӗ те лашана купарчинчен лектерчӗ. Ман лаша карт! сикрӗ, вара ҫавӑнтах вӗҫтере пачӗ укӑлча еннелле. Урамри халӑх хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ.

— Ҫӑлӑр, ҫӑлӑр! Татьяна Степановнӑна ҫӑлӑр! — кӑшкӑрать хӑраса ӳкнӗ режиссер.

Сиккипе пырать ман лаша. Эпӗ, икӗ алӑ та пушӑ мар пирки, чӗлпӗре те тытманччӗ. Пӗркенчӗке алӑран вӗҫертрӗм те чӗлпӗре ҫавӑрса илтӗм. «Т-р-р! Т-р-р!» — кӑшкӑратӑп икӗ алӑпа туртса. Лаша чарӑнмасть, урнӑ пек ӗрӗхет. Ҫӑварлӑхламанскере ӑҫтан чарӑн! Юрать-ха, уй хапхине хупнӑ пулнӑ. Унта ҫитсен лаша тӑпах чарӑнчӗ. Эпӗ ӑна ҫавӑртрӑм та каялла уттартӑм.

— Мӗнле ӳкмерӗр? — ахлатать шурса кайнӑ режиссер...»

Тепрехинче актриса, хӗрсе кайнӑскер, сиккипе пыракан урхамах ҫинчен анса ик-виҫӗ утӑм чупать те каллех ун ҫине утланса ларать. «Циркра ӗҫленӗ пуль ку хӗрача», — тӗлӗнет кинора ӳкерӗнме пуҫтарӑннӑ халӑх. Каламасӑрах паллӑ, ӗмӗрне чӗлпӗр тытса курман ҫын кун пек рольсене выляймасть.

Кино ӗҫӗнче йывӑрлӑх кашни утӑмрах тупӑннӑ. Анчах пултарулӑх ушкӑнӗпе туслӑн, чуна парса ӗҫлени актрисӑна ӑнӑҫлӑх патне илсе ҫитернӗ.

...«Хура юпара» ман валли сахал мар терт тупӑнчӗ, — палӑртать Тани Юн. — Ҫулла ӳкермелли сценӑна темшӗн кая хӑварчӗҫ те кӗр пуҫлансан тин ӗҫе тытӑнчӗҫ. Картинӑра мана Атӑл леш енчи ял пуянне, юратман ҫынна, качча параҫҫӗ. Упӑшка мана час-часах хӗнет. Эпӗ ҫак хурлӑха тӳсеймесӗр лаша ҫине утланса хамӑр яла савни патне таратӑп. Манӑн Атӑл урлӑ ишсе каҫмалла-ҫке-ха. Ҫак сценӑна сивӗ шывра ӳкерме тиврӗ. Лаша шыва хырӑм таран кӗрет — малла ниепле те каймасть. Те сивӗ шывран хӑрать, те тарӑн ҫӗре кӗресшӗн мар. Асаплантӑмӑр-асаплантӑмӑр та урӑхла ӳкерме шут тытрӑмӑр. Сулахай енчен эпӗ лашапа Атӑла кӗнине, унтан паромпа сылтӑм енне каҫса шывран тухнине ӳкертӗмӗр. Атӑл варринче ишнине чееленсе кӑтартма тиврӗ. Мана кимӗ ҫине лартатчӗҫ те пӗри кӗсменпе ишетчӗ, тепри лашана чӗлпӗртен тытса пыратчӗ. Лаша ирӗксӗрех кимӗ хыҫҫӑн талпӑнатчӗ. Тарӑнарах ҫӗре ҫитсен чӗлпӗрне вӗҫертетчӗҫ те лаша вӑрт каялла, Атӑл хӗрринелле, ҫаврӑнатчӗ. Эпӗ кимӗ ҫинчен лаша ҫине сикеттӗм те ҫилхинчен тытса ишеттӗм. Монтаж тунӑ хыҫҫӑн ҫапла ӳкерни эпӗ Атӑл урлӑ ишсе тухнӑ пекех курӑнатчӗ.

Кинора кадра пӗрре ӳкернипе ҫырлахмаҫҫӗ, кашнинчех темиҫе хут, тӗрлӗ енчен ӳкереҫҫӗ. Ӑшӑ шывра пулсан татахчӗ, сивӗ шыва темиҫе хут кӗме, ҫитменнине кӗпепе, питӗ йывӑрччӗ. Хам пурнӑҫра унашкал шӑнса кӳтнине ас тумастӑп та...»

Паллах, «Чӑвашкино» ӗҫленӗ тапхӑрта, иртнӗ ӗмӗрӗн вӑтӑрмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, спорт шкулӗсем пулман. Мӗнле майпа вӗреннӗ-ха артистка лаша утланса ҫӳреме. Ача чухне вӑл ашшӗ-амӑшӗпе тырӑ вырма, утӑ ҫулма ҫӳренӗ, выртмана ярсан лаша утланма хӑнӑхнӑ. Ӳссе ҫитсен пултарулӑх ӗҫӗнче ҫакӑ ӑна питӗ пулӑшнӑ.

 

В. Алексин.

Ӳкерчӗксенче «Сарпике» тата «Хура юпа» фильмсенчен илнӗ кадрсем.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем