Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Ял ҫамрӑкӗсен тренчӗ: пируспа компьютер вӑййи мар

Таисия Ташней04.02.2017 09:535751 хут пӑхнӑ

Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм.

Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм.

Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ. Хальхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ыранхи пирки шухӑшлать: ӗҫлет-тапаҫланать, машина илет, пӳрт лартать. Тӗслӗхрен, 21 тата 23 ҫулти икӗ каччӑпа калаҫрӑмӑр. Иккӗшӗ те хӑйсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑха хӑйсем ҫине илнӗ. 21-ри каччӑ, ашшӗсӗр ӳснӗскер, пӳрт лартма кивӗ ҫурт туянса хунӑ, чаплӑ машина илнӗ. Кӗҫех стройматериал кӳрсе килессине пӗлтерчӗ. Хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартма сӑпайланчӗ пулин те укҫа хакне пӗлнине, вӑл вара шута юратнине ӑнланни сисӗнчӗ. Тепри, фермерӑн 23 ҫулти ывӑлӗ, ирех тӑрса трактор рулӗ умне ларать. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫак техника тепӗр ҫӑмӑл машинӑран чаплӑ: кабинӑри кондиционер ҫулла шӑрӑхран сыхлать, хӗлле ӑшӑтать. Трактора юратса калаҫакан каччӑ ҫапах та хӑйне кахал тесе ӳпкелеме пӑхрӗ. «Ҫынсем ман пек мар, ирех тӑраҫҫӗ. Хӗлле эпӗ саккӑрчченех ҫывӑрма хирӗҫ мар», — хӑйне хурласшӑн пулчӗ вӑл.

Пурнӑҫа пӗр енлӗ хаклать тесе ман ҫине сиксе ӳкиччен урӑхлараххисем те пуррипе килӗшмесӗр тӑраймӑп. Ҫапла, темли те пур. Элӗк районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче ялти клуб ҫывӑхӗнчи лавккана ҫул тытни асра юлнӑччӗ. Унта пире, тӗрӗссипе, ялтисемех тӗллеттернӗччӗ. Кӑтартнӑ вырӑна ҫитрӗмӗр те, чӑн та, пӗр лавкка ӳсӗр ҫамрӑк (пурте хусах тесе каларӗ клуб заведующийӗ) тӑратчӗ. Малтан пӗр пайӗ урамраччӗ, анчах пире, фото аппаратлӑ ют ҫынсене курсан, лавккана кӗрсе кайрӗҫ. Эпир те кӗтӗмӗр. Унта та хӗрӗнкӗ вӑй питтисем ларатчӗҫ. Аллӑсенчинчен пуҫласа ҫирӗм урлӑ каҫнисем таранах. «Сире, тӗрлӗ ӑрурисене, мӗн туслаштарнӑ вара?» — сӑмса чикрӗмӗр эпир. «Кофе ӗҫетпӗр», — куҫран пӑхсах тыттарчӗҫ вӗсем.

Ҫапла, халӗ эпӗ илсе кӑтартнӑ тӗслӗх пыл чӗресне тикӗт янӑ пек пулӗ-ха. Ҫапах та мӗнпур ҫамрӑк тренчӗ (сӑмахне хӑйсен чӗлхипех калас терӗм), мӗн тесен те, сӑра кӗленчи йӑтса утасси тата пирус мӑкӑрлантарасси мар. Паянхи ӑру урӑхларах. Лавккара куллен пухӑнакан тӗслӗх вӑл самана таппи марах.

 

Сӑн ҫинче: Вӑрмар районӗн ҫамрӑкӗсем («Контактра» халӑх тетелӗнчи «Молодежь Урмарского района» ушкӑнран илнӗ)

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем