Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Атӑлҫи Пӑлхарӑн чӑн-чӑн историйӗ

Agabazar20.03.2017 18:045837 хут пӑхнӑ

Пӑлхар хулашӗнчи авалхи чул юпасем упранакан ҫурт.

Атӑлҫи Пӑлхар кунҫулӗ пирки пӗлтерекен ҫӑлкуҫсем нумай. Анчах та ҫав ҫӑлкуҫенчен чылайӑшӗн пӗлтерӗшне эпир, ахаль ҫынсем, ытларах чухне хамӑрӑн хӗсӗк ӑстӑнпа ҫавӑрса илме пултараймастпӑр. Ку — питех те йӗркеллӗ япала. Кашни кун ытти ӗҫре тар кӑларса ӗҫлекен ҫынран урӑххине кӗтмешкӗн те майсем ҫукрах. Ӑҫта унта Атӑлҫи Пӑлхар пирки шута кайма! Чӑн малтанах йывӑр ӗҫре, калӑпӑр, картара тислӗк хырнӑ хыҫҫӑн, ӗшеннӗ ҫанҫурӑма кантарас килет! Канса илсен — татах урӑх ӗҫе тытӑнмалла. Ӑстӑнпа ҫавӑрса илмешкӗн ача чухне ку ыйтусене шкулта вӗрентменни те чӑрмантарать.

Ҫапах та кунашкал кӑткӑс уҫлӑхра та пире шӑлҫемми ыйтусем пур. Акӑ илер-ха Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчи (13-14-мӗш ӗмӗрсем) чул юпасене. Вӗсем паянхи кунччен 400 яхӑн упранса юлнӑ. Ҫавсенчен 150 ытларахашӗ — Пӑлхар хулашӗнчен. Чылайӑшӗн ҫинче ӗлӗкхи чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ ҫырусем (эпитафисем) пур. Ҫавӑн пекех ытти тӗрӗк чӗлхисенчи уйрӑмлӑхсемлӗ чул юпасем те курӑнкалаҫҫӗ хушӑран. Анчах та ун пеккисем питӗ сахал. Мӗн тери сахал-ха? Г.Юсупов 1960-мӗш ҫулта ӗлӗкхи чӑвашла ҫырнисене 90% тесе палӑртнӑ. Унтанпа чул юпасем татах та тупӑннӑ ӗнтӗ. Эппин хальхи ҫакнашкал "процент" еплерех-ши? Пӗлме пулать-и ҫак япалана паянхи кун?

Пулать. Акӑ пирӗн умра кӗнеке: Мухаметшин Д.Г. Булгарские эпиграфические памятники. Региональные варианты и этнокультурные особенности. Хусан, 2008

Ҫав кӗнеке вӗҫӗнче (85-мӗш страница хыҫҫӑн) хушса панисем пур (Приложение 2—1). Каталог шайнех лараймаҫҫӗ вӑл таблицӑсем, анчах кирлӗ хыпарсене ӑсса илме май пур.

13-14-мӗш ӗмӗрсенчи чул юпасене 4 ушкӑна пайланӑ:

1)Пӑлхар хулашӗнчисем (158 штук)

2)Саккамрисем, Пӑлхартине шута илмесӗр (128 штук)

3)Хусан таврашӗнчисем (26 штук)

4)Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнчисем (50 штук)

Мӗнле чӗлхепе ҫырнисене палӑртса тухнӑ. "Поволжский тюрки" тенине 3 штук ҫеҫ асӑрхарӑм. Ытти ҫӗрте "булгарский" е "арабский" тени тӑрать. Хӑшпӗрисенчине палӑртайман е нимле ҫыру та ҫук.

Ҫак япаласене курсан эп малтан ӗненмелле марлах тӗлӗнсе кайрӑм. Ара, ку "поволжский тюрки" текенни чӑвашла маррисене , зетацизмла-сигматизмлисене пӗлтермелле-ҫке. ЭППИН ВӖСЕМ КУ ТАБЛИЦӐСЕНЧЕ 3 (ВИҪӖ) ШТУК ҪЕҪ! Процентсене шутласа пӑхма кунта пит кирлех те мар.

 

Ӗнтӗ ку таблицӑсене мӗнпур чул юпасене кӗртеймен пуль-ха ӗнтӗ. Апла пулин те халех паллӑ: тутар чӗлхине аса илтерекен эпитафисем ПИТӖ САЙРА ТӖЛ ПУЛАҪҪӖ. Таблицӑсене эпир мар, тутарсем хӑйсем ӑсталанӑ.

"Тутар чӗлхине аса илтерекенни" терӗм-ха та, анчах та ҫакӑ "ӗлӗкхи тутар чӗлхи" тенине мар пӗлтерет. Мӗншӗн тесен стандартлӑ тӗрӗк чӗлхипе ҫырнисене тутарсемпе ҫеҫ мар, ытти тӗрӗксемпе те (чӑвашсемсӗр пуҫне) ҫыхӑнтарма пулать.

Эпир пӑхса тухакан кӗнеке авторӗ Мухаметшин Д.Г. хальхи кунсенче ҫав чул юпасене тӗпчекен тӗп специалист. Шел, ку ӗҫе чӑваш ӑславҫисем пачах та хутшӑнмаҫҫӗ пулмалла. Укҫа-тенке ҫитмест-ши ӗнтӗ е татах темӗскер урӑххи...

Ылттӑн Урта тапхӑрӗнче Сакккамра тата унта ҫеҫ те мар ҫынсем ӗлӗкхи чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ. Мӗншӗн Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчи Пӑлхарта Р,Л-чӗлхеллӗ палӑксемпе пӗрлех хушӑран З,Ш-чӗлхелле палӑксем те курӑннине ӑславҫӑсем питӗ аван ӑнлантарса панӑ. Сӑмахран, Н.Егоров тата А.Чеченов.

Шел пулин те, тутар историкӗсем ҫакнашкал фактсене курмӑш пулма хӑтланаҫҫӗ. Вӑл шутра ӑслӑ-танлӑ пек туйӑнаканнисем те. Юлашки вӑйне пухса тапаҫланаҫҫӗ. Кунта, ҫак статьяра, асӑннӑ Д.Г.Мухаметшин та чӑнлӑха тӗппипе калама хӑракаласа тӑрать, ҫав-ҫавах мӗнпур фактсене тутарсемпе ҫыхӑнтарасишӗн ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. И.Л.Измайлов, авӑ, ыттисемпе пӗрле "ритуаллӑ (сакраллӗ) чӗлхе" текен суя теори ҫине утланса ларнӑ. Пирӗн вара ҫавнашкал япаласемпе килӗшсе тӑмалла-ши? Тӗке май шӑлмалла-ши? Ҫӑвара шыв сыпса тӑмалла-ши? Легендӑсене кӗрсе юлнӑ Я.Ф.Кузьмин-Юманади текен ҫынна хӑҫан куҫа-куҫӑн курӑпӑр?

Таса пулӑр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем