Илемлӗ литература хирӗнче вӑл тӗрлӗ енлӗ аталанса пырать. Ачасем валли ҫырнӑ «Пиневерӗн ҫӗнӗ тусӗсем» (2010) тата «Хула хӗрачи» (2016) кӗнекери пьесисем тата Чӑваш академи драма театрӗ унӑн мешехи тӑрӑх лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» (2016) мюзиклӗ чӑваш ӳнерӗнче юлашки вӑхӑтра каланӑ ҫӗнӗ сӑмах пулчӗ.
Чӑваш юптаруҫи Крылов асатте, Аттайпа Кӑлкан пиччӗшӗсен ҫулӗпех пырать, ҫав ӳсентӑранпах (ӑвӑс, хурӑн) чӗрчунсемпех (автан, кӑркка, хӑнтӑр, сӑсар, пакша, мулкач, тырккас, сӑпса, пӑван, ҫӑхан, ҫерҫи, чӗкеҫ, лаша, тиха, ӗне, сурӑх) калаҫать, ҫав япаласемпех (хачӑ, мечӗк, чан, пичет) усӑ курать. Анчах вӗсем пурте хальхисем, асаттесен вӑхӑтӗнчисем мар. Амӑшне сӳре туса пулӑшма пикенекен Тихасем ҫук халӗ. Хальхи Тиха-Пӑрушсем хут вӗреннӗ. Вӗсене дипломне ашшӗ-амӑшӗ хура ӗҫ тума туянса паман. Тиха килте ларать, ака-сухана тухмасть. Унӑн диплом пур! Ӗҫ тума пӗлмен дипломҫӑсем паян лӑк тулли, куккӑш-пиччӗшсен хӳттипе кантур пуканӗсене якатса, талантлӑ ӗҫтешӗсене таптаса, хура халӑха нушалантарса лараҫҫӗ. Йӑпӑлти Йӑпарсем, шӗлепкеллӗ Сурӑхсем, телевизорлӑ Автансем, праваллӑ Тырккассем, Лаша депутатсем, Хӑнкӑла президентсем алхаснӑ чухне кулӑшпа питлев валли тӗслӗх шыраса хӑшкӑлас ҫук. Владислав Дмитриевич калашле, халь самани йӑлт юптару валли! Тӗрӗссине шахвӑртса калама хӑюлӑхпа ӑсталӑх кӑна кирлӗ. Шӑпах ҫавсем ҫитмеҫҫӗ те паянхи капкӑнҫӑсене.
Анатри Элькушӑн Тракторӗпе Сухапуҫӗ хирте кам паттӑртарах пуласси пирки тавлашатчӗҫ. Хальхи Тракторсем чыс пайлаҫҫӗ. Кама кирлӗ эсӗ, тет МТЗ трактор Бульдозера, хӑйне паттӑра хурса. Юр кӗрчӗ ӑшне кӗрсе ларсан хӑйне шӑпах ҫав Бульдозер туртса кӑларать. Ҫапла пирӗн пурнӑҫ — хамӑра хамӑр хак хума пӗлмесӗр кутӑнла виҫесемпе пурӑнакан пурнӑҫ.
Кӗнеке «Капӑртмапа Пашалу» юптарупа уҫӑлать. Шупашкарти кӑтартура тем ҫимелли те пур — матнакаш, лаваш, багель, крендель, круассан, волован, крутон, шоти, тарталетка, чиобатта, тако, фатир, пицца — пурне те мур пӗлет! Хыҫалти кӗтесре Пашалупа Капӑртма та пур иккен. Анчах «Пур чаплӑ вырӑна валеҫнӗ ютсене». Кӗрсе пӑхӑр-ха Шупашкарти ертӳлӗх учрежденийӗсене — миҫе ҫӗрте Капӑртмасемпе Пашалусене тӗл пулайратӑр?
Лараҫҫӗ вара ютран илсе килнӗ тутӑх Хачӑсем ҫамрӑксене касса та вакласа. Вӗсем «ҪӗвПромПӗрлешӗвӗнче» ҫеҫ мар, Чӑваш университетӗнче те, Вӗрентӳ управленийӗнче те, ЖКХара та лӑк туллиех («Хачӑ» юптару). ХХI ӗмӗр пуҫламӑшне «Хӑнтӑр тухтӑр» юптарура пит тӗрӗс ӳкернӗ: Упа хуҫа вӑрман тухтӑрне Хӑнтӑра лартнӑ («Хӑнтӑр тухтӑр»). Кайнӑ вара ҫӗршывра экологи ӗҫӗ. Юманӗ, Йӑмри, Хырӗ, Чӑрӑшӗ — йӑлтах Хӑнтӑр пӑчки айне лекнӗ! Анчах Упа сӑтӑрҫӑ Хӑнтӑра хӳтӗлет: лешӗ, чеескер, Ҫӑкасене тивмест. Ҫӑкалӑхри утартьан Упа пуҫлӑха пыл пырса параҫҫӗ ҫав! Каснӑ-лартнӑ паянхи лару-тӑру. Упана Димон тесе ан калӑрах, тем курса пӗтӗр, ним мар кӳршӗри Ҫӑхав типтерне лекме пултаратӑр («Тетрадьсем»).
Юптару жанрӗн классики хирӗҫле мӑшӑрлӑха юратать. Пакша, ҫӳлте ларса, Мулкача ӑс парать: «Эс Кашкӑртан мӗн-ма хӑран. Эпир вӗт пурте пӗр йӑхран...» «Кашкӑр» тенине илтсенех Пакша мӗн тӑвать. Хӑвӑла тарса пытанать!
Ҫерҫи Чӗкеҫе ӑмсанать: «Куратӑн пуль темле асам та...». Чӗкеҫ пӗрле вӗҫме чӗнет. «Анчах ҫак хушӑра Чӑххисене апат парать хуҫи, унта вӗҫтерчӗ хай Ҫерҫи. Эпир та ҫак Ҫерҫи пекех Шав хырӑм тутӑ пултӑр тетпӗр». Ҫерҫисем Шӑнкӑрч йӑвине «приватизци» тунӑ та, тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ Шӑнкӑрча тӑпӑлтараҫҫӗ кӑна: «Ҫӳрет таҫта, ӑҫта ун патриотлӑх туйӑмӗ. Ярас хӑваласа ӑна кунтан! Туртса илес унран «Юратнӑ юрӑҫӑ» ятне! Юптарӑвӑн вӗрентӗвӗ ансат: «Нумай-ха Ҫерҫисем чӑн пурнӑҫра».
Сӗмсӗр вӑрӑ Пӑсараран йӑваш Сӑсар ним те ыйтмарӗ: Мӗн-ма вӑл тарнӑ йӑваран, ҫурисене мӗн-ма пӑрахса хӑварнӑ, ма арӑмне ҫурса пӑрахнӑ. — хӗрхенчӗ те пурӑнмашкӑн вырӑн уйӑрса пачӗ. Мӗнпе вӗҫленеҫҫӗ ҫакӑн пек историсем? Паллах, шар курнипе, кил-ҫурта пайланипе, судлашнипе.