Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Мул мар, тӑванлӑх туйӑмӗ пӗрремӗш вырӑнта пулмалла

Софья Савнеш08.05.2017 14:396784 хут пӑхнӑ

Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем.

Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ. Анчах ватӑ ҫын пӗчӗк ача пекех-ҫке-ха вӑл, унран пӗр самантлӑха та куҫ вӗҫертмелле мар. Пенси самаях илетчӗ. Пенси валеҫмелли кун ҫитсен ачи-пӑчи «чӗрӗлсе» тӑрать. Пурне те укҫа кирлӗ. Пӗр мӑнукӗ килсе макӑрать: «Пирӗн кредит тӳлемелле, укҫа ҫитмест». Тепри пырса йӑлӑнать. Ҫапла ватӑскерӗн укҫине пайласа пӗтеретчӗҫ.

Пӗррехинче ветеран арпашӑнса кайнӑ та килтен тухса утнӑ. Темиҫе кун шырарӗҫ ӑна. Ҫуркуннеччӗ, кӑштах сивӗрехчӗ. «Ватӑ, таҫта шӑнса вилчӗ пуль», — калаҫкаларӗҫ ялта. Мӗн тетӗр? Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмне курнӑ ветеран вӑрманта вилӗме парӑнать-и вара? Пульницӑра выртсан чиперех утакан пулчӗ.

90-ран иртнӗ ветеранӑн пурӑнмаллачӗ-ха та… Анчах сарӑмсӑр вилчӗ. Пӗррехинче ватӑскер килте кӑмака ҫывӑхӗнче тӑрӑнса кайнӑ, пуҫне ҫурса пӑрахнӑ. Хайхискер реанимацире сывлама пӑрахнӑ. Вӑрҫӑран хӑраман, вӑрманта шӑнса вилмен ветеранӑн вилӗмӗ ҫапла айванла пулчӗ. Юнашар ҫывӑх ҫыннисем пулнӑ тӑк, тен, капла килсе тухмӗччӗ. Ватӑ ҫынна ача пекех сӑнаса тӑмалла-ҫке-ха.

Атте-анне ватӑлать… Ачисене вӗсене пӑхмалла. Эпир пӗчӗк чухне вӗсем пире ҫӗр ҫывӑрмасӑр утьӑкка сиктернӗ-ҫке, ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын тӑвассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паллах, вырӑнпах выртакан ҫынна пӑхма ҫӑмӑл мар. Анчах манас марччӗ: вӗсем пире пӑхнӑ, ватӑлсан пирӗн вӗсене пӑхма вӑхӑт ҫитет.

Ветерансене тӑванӗсен куҫ пек упрамалла. Унӑн укҫине ҫеҫ хапсӑнмалла мар. Ветерана хваттер парсан ачи-пӑчи ӗмӗрлӗхех ҫапӑҫса кайнӑ тӗслӗх миҫе пулнӑ? Кунашкалли кашни ялта тенӗ пекех пур. Ҫав хваттере парса тӑвансене ҫапӑҫтараҫҫӗ. Пӗрремӗш вырӑнта мул, укҫа мар, тӑванлӑх туйӑмӗ пулмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем