Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Казахстана кайса килнӗ хыҫҫӑн килнӗ шухӑшсем

Аçтахар Плотников14.07.2017 16:428945 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет.

Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне. «Кивҫен илес», — калать вӑтам пӳрни. «Илсен парасси», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет ятсӑр пӳрни. Кача пӳрни вара: «Ҫиес те тарас!», — терӗ тет татӑклӑн. Юмах кӑна-ха та, анчах ҫак пӗчӗк юмахра та тӗпчемелли, ҫӗннине пӗлмелли пайтах. Пӳрне ячӗсене вӗренме лайӑх пулни пирки халь асӑнса тӑмӑп. Сӑмахӗ вара кача пӳрнин сӗнӗвӗ ҫинчен. Ак халь ҫул ҫинче пултӑм та ҫак юмах аваллӑхӑн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пултарнине куртӑм. Сӑмахран, авал хупахсенче мӗнле апатланни пирки. Мӗншӗн тарасшӑн-ха кача пӳрне? Хуравӗ вара ҫиелте иккен. Ҫул ҫинче чайханасене сахал мар кӗрсе тухрӑмӑр. Вӑт, чылайӑшӗсенче апатне саккас тӑватӑн, ӑна илсе килсе параҫҫӗ, эсӗ ӑна ҫисе яратӑн, кун хыҫҫӑн ҫеҫ укҫине тӳлетӗн. Укҫасӑр ҫын ҫапла май апат ҫинӗ хыҫҫӑн чӑн та тарма та пултарнӑ. Халь, паллах, кунашкал апатлану йӑли упранса юлман, апатшӑн малтан тӳлеттереҫҫӗ, ӗлӗк вара ҫавӑн пекех пулнӑ пулас. Пирӗн патра сыхланса юлман, Вӑтам Азинчи чайханасенче вара — паянхи кун та ҫапла апатланаҫҫӗ. Пирӗн кафесенче тата ресторансенче кӑшт ҫавнашкалтарах теме пулать-ха (укҫине тухса каяс умӗн кӑна тӳлетӗн), анчах чайханасенче ҫавах ҫӳлерех илсе панӑ юмаха ҫывӑхрах.

Иккӗмӗшӗ. Казах халӑхне сӑнакаласа пӑхрӑм та вӗсем чӑвашсем пекрех туйӑнчӗҫ. Лӑпкӑ, тараватлӑ, хӑнасене кӗтсе илнӗ чухне вӗсене тем те туса пама хатӗр.

Виҫҫӗмӗшӗ. Казах чӗлхи пирки. Никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ хыҫҫӑн вӗсен патшалӑх чӗлхийӗ чӑн та вӑйлӑ аталаннӑ теме пулать. Унччен темиҫе те илме тӳр килнӗччӗ: патшалӑх чӗлхи туса хунӑ пулин те казахсем хӑйсем тӑван чӗлхипе усӑ курасшӑн мар имӗш, ытларах вырӑс чӗлхипе калаҫаҫҫӗ. Уральск урлӑ Туркестан хули таран ҫитрӗмӗр, унашкаллине ниӑҫта та асӑрхамарӑм. Пурте казахла калаҫаҫҫӗ, пирӗн пек хӑнасемпе кӑна — вырӑсла. 1990-мӗш ҫулсенче хам кунта пулман-ха, анчах ҫынсем каланӑ тӑрӑх пурте вырӑсла калаҫнӑ. Халь вара казах чӗлхи вӑй илнӗ. Тен, Астана е Алма-Ата енче лару-тӑру урӑхларах, анчах эпир ҫӳренӗ вырӑнсенче — йӑлт казахлаччӗ. Вырӑсла пӗлменнисем те тӗл пулатчӗҫ. Тӑван чӗлхене упрас енӗпе тутарсене эпир ӑмсанатпӑр та... казахсене пӑхас пулсан вӗсем тата та маларах кайнӑ. Кӑтартмӑшсене 100%-пе тенӗ пекех казахла ҫырнӑ, реклама — казахла. Пӗр 20% ҫеҫ ҫав шутра вырӑсла та хатӗрленӗ. Ҫул ҫинчи паллӑсем те — казахла. «Стоп» тенине, сӑмахран, вӗсем «Тӑхта» тесе куҫарнӑ. Тепӗр япала: чӑваш чӗлхипе пӗрпеклӗхсем нумай илтме май килчӗ. Сӑмахран, патши те вӗсен пирӗнешкелех — «патша». Пӗринпе калаҫрӑмӑр та (ҫул ҫинче тӗл пулнӑ ахаль ҫын) вӑл пирӗн чӗлхене тӳрех: «Сирӗн чӗлхе ҫемҫерех, хитре илтӗнет. Пирӗннинче янравлисем нумай», — тесе хак пачӗ.

Тӑваттӑмӑшӗ. Ирӗклӗх пирки. Эпир Туркестан хулине уяв вӑхӑтӗнче ҫитрӗмӗр. Пӗтӗм ҫӗршыв Астана хулин кунне паллӑ тӑватчӗ. Пире те унта хутшӑнтарчӗҫ — хамӑрпа пӗрле пынӑ фольклор тата ташӑ ушкӑнӗсем чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштарчӗҫ. Мӗн сӑнарӑм? Уяв лапамӗ — тем пысӑкӑш. Туркестан халӑх йышӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хули пек кӑна, анчах халӑха канма йӗркеленӗ тӳреме тем пысӑкӑш тунӑ. Утсан утса тухма май ҫук. Пирӗн Шупашкарти кӳлмек лаптӑкӗнчен пӗрре те кая мар. Тата ирӗклӗ кунта. Пирӗнешкелли пек халӑха карта ӑшне хупмаҫҫӗ, тимӗр-тӑмӑр палӑртакан хатӗр урлӑ кӑлармаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем те ҫуккипе пӗрех. Концерт вӑхӑтӗнче вӗсем пурччӗ, анчах пурте куракансем пек саксем ҫинче ларатчӗҫ. Пӗр иккӗшӗ-виҫҫӗшӗ кӑна тӳрем тӑрӑх ерипен утса ҫӳретчӗҫ. Никам ҫӗрне те хапсӑнман, никампа та вӑрҫӑнман халӑха чӑн та террористсем хӑратмаҫҫӗ ӗнтӗ.

Пиллӗкмӗшӗ. Ҫынсен пуянлӑхӗ пирки. Эпир Туркестан хулинче темиҫе кун кантӑмӑр. Малтан концерт лартрӑмӑр та, ун хыҫҫӑн хулара темиҫе кун уяв кунӗсем пулнӑ иккен. Хайхи пӗр каҫхине вӑхӑта ирттерес тесе хула паркне уҫӑлма тухас терӗм. Ирхине — шӑрӑх, 50 градусран та иртет, каҫхи вара — шӑп та лӑп лайӑх ҫанталӑк. Ҫитрӗм те концерт ирттернӗ тӳреме — тӗрӗннипе тӗлӗнтӗм. Халӑх хӗвӗшет кӑна. Пӗрисем канаҫҫӗ, теприсем — укҫа тӑваҫҫӗ. Мӗнле тетӗр-и? Радио хумӗпе ӗҫлекен, пӗчӗк ача кӗрсе ларма пултаракан пӗчӗк автомобильсемпе; тӑваттӑн-улттӑн ларма пултаракан велоурапасемпе; электросамокатсемпе; икӗ уран тӑрса ярӑнмалли гидроскутерсемпе. Ҫав япаласем вара тӳремре (аса илтеретӗп — вӑл тем мӑнӑш) шутласа пӗтерме те май ҫук. Вӑл япаласем йӳннисен йышӗнче маррине шута илсен чӑн та халӑх чухӑн мар ман шутпа.

Улттӑмӑшӗ. Ҫулсем. Раҫҫейри тата Казахстанри ҫулсене пӗтӗмӗшле танлаштарсан, пирӗннисем япӑхрах. Паллах, вӗсен те япаххисем пур, анчах пӗтӗмӗшле илсен — вӗсен ҫав-ҫавах лайӑхрах. Шучӗ ҫук саплӑклӑ ҫулсене темскер асӑрхасах каймарӑм. Пирӗн енчен вара — туллиех.

Ҫиччӗмӗшӗ. Штрафласси пирки. Туркестана ҫитрӗмӗр, каялла таврӑнтӑмӑр... Ҫак хушӑра пире пӗр хут ҫеҫ штрафларӗҫ. Вӑл та — каялла килнӗ чухне, Чӗмпӗр хулинче. Паллах, Казахстанра эпир хӑнасем пулса, тен ҫавӑнпа пире штрафламарӗҫ. Ҫавах та, темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартам. Хайхи Актӳпе (Актюбинск) облаҫӗпе пыратпӑр та пире вырӑнтисем чарчӗҫ. Имӗш ҫӗрле автобуспа ҫынсене турттарма юрамасть. Вунпӗр иртнӗ хыҫҫӑн. Икӗ е виҫӗ водитель пур пулсан та машинсем чарӑнакан вырӑнта (кемпинг теҫҫӗ унашкаллисене) ҫӗр каҫмаллах. Темле ыйтсан та ямарӗҫ пире. Анчах штрафламарӗҫ; вырӑнти ГАИ ӗҫченӗ хӑй машинипе мӗлтлетмӗш ҫутсах пире кемпинг таран илсе ҫитерчӗ. Ҫӗр каҫма тиврӗ ҫапла май. Тепӗр тӗслӗх: Чӗмпӗр хулипе пыратпӑр, хайхи пӗр гаишник пирӗн машина курчӗ те чарчӗ. Унта пӑхкаларӗ, кунта пӑхкаларӗ. Хутсем йӗркеллех. Вара ҫавах мӗншӗн штрафламаллине тупрӗ-тупрех — хыҫалта спальниксем урайӗнче выртатчӗҫ, ҫавӑншӑн 500 тенкӗ сӑптӑрса илчӗ. Кирлӗ пулсан меншӗн штрафламаллине тупӗччӗ тупӗччех ӗнтӗ — пирӗнпе 13 ҫула ҫитмен ача ларса пыратчӗ. Раҫҫей саккунӗсемпе, имӗш пӗчӗк ачасене 23 сехет хыҫҫӑн автобуспа турттарма юрамасть. Спальникшӗн штрафламасан ҫав ачашӑн укҫа сӑптӑрӗччӗ-ха ӗнтӗ. Водительсем каласа панӑ тӑрӑх пӗрре вӗсем виҫӗ автобуспа ачасене Мускав илсе тухнӑ. Темле ӑмӑртӑва кайнӑ тет-и... Вӑт хайхи ҫавӑншӑн автобус хуҫине 150 пинлӗх штрафланӑ тет, унсӑр водителӗсене 5 пиншер чухӑнлатнӑ. Юрӗ, пирӗн йӑлт япӑх, вӗсен пит лайӑх тесе каланипе вӗҫлес мар. Вӗсен те укҫа тесен алӑ тӑсакан ҫул хуралҫисем пур. Вырӑнне астумастӑп, Казахстанпа пынӑ май пире унта чарчӗҫ. Гаишникӗ килчӗ те водительсене «ҫулӗ тӳлевлӗ, 2000 тенкӗ» (пирӗнни ҫине куҫарсан 400 тенкӗ патнелле пулать) тет хайхи. Юрать-ха пирӗн хӑнана кӗтни пирки хут пурччӗ, ӑна кӑтартрӑмӑр та пирӗнтен хӑпрӗ, малалла кайма ирӗк пачӗ. Вӑт ҫапла. Енчен те эпир Казахстанран Шупашкар хӑнана килнӗ пулсан леш Чӗмпӗртисем те укҫа сӑптӑрса илмӗччӗҫ пуль.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер Акташ // 1614.23.6089
2017.07.15 00:36
Касакла, терес шухашсем. Ырлатап. Килешетеп.
Герман // 4107.23.0036
2017.07.16 02:28
Питӗ аван калав пулчӗ. Тавтапуҫ ҫырса хунӑшӑн. Тата та лайӑх ҫул ҫуреме пултӑр.
елена хелхем // 1472.31.5789
2017.07.18 10:38
Маттур! Тавах ҫулҫӳрев тӗрленчӗкӗшӗн! Ҫитес ҫул мана та илсемӗр пӗрле! Кунашкал тӗлпулусем ҫулталӑка валли вӑй-хал, ырӑ кӑмӑл хушаҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем