Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Владимир Путин йышӑнӑвӗ таврашӗпе ЧНК-ран мӗнле те пулин реакци кӗтме пулӗ-ши?

Аçтахар Плотников18.09.2017 21:356482 хут пӑхнӑ

Йошкар-Олана хӑнана килсен ҫӗршывӑмӑр пуҫлӑхӗ Владимир Путин наци чӗлхисене вӗрентесси пирки питӗ тавлашуллӑ хурав пачӗ. Имӗш наци чӗлхисене ирӗксӗрлесе вӗрентме кирлӗ мар (ку утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулса иртсеччӗ). Ку ҫеҫ те мар, кун хыҫҫӑн вӑл ҫурла уйӑхӗн вӗҫнелле прокуратурӑна тӗрӗслев ирттерме хушнӑччӗ — наци чӗлхисене вӗрентнӗ чухне йӗрке пӑсни пур-и е ҫук? Ку ӗҫе вӗсен раштав уйӑхӗччен туса ирттермелле, пӗтӗмлетӳ туса ҫӗршыв ертӳҫине пӗлтермелле.

Хальхи вӑхӑтра шкулсенче чӑн та мӗн кӑна вӗренмеҫҫӗ пуль ачасем. Анчах ашшӗ-амӑшне чи вӗчӗрхентерекенни вӗсенчен — наци чӗлхисем. Вӗсен шухӑшӗпе, имӗш, ачасене «пустуй нушалантараҫҫӗ». Акӑлчан чӗлхине те, нимӗҫ чӗлхине те, хрантсус чӗлхине те вӗрентеҫҫӗ-ха. Ирӗксӗрлесех. Анчах вӗсен тӗлӗшпе ҫав ашшӗ-амӑшӗсен нихҫан та темшӗн вӗчӗрхенӳ туйӑмӗ ҫуралмасть. Сӑмахран, нимӗҫ чӗлхи вӗренекене вӑл пӗлӳ хӑҫан та пулин кирлӗ пуласси питӗ ыйтуллӑ. Анчах вӗрентеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ тӑмасть. Физика, математика, тригонометри… Ку йыша тӑсма та пулать. Пурне те ирӗксӗрлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫав предметсемпе шкулта илнӗ пӗлӗвӗн пӗр 10% кайран усӑ курма пулсан та питӗ аванччӗ те… Анчах нумай-нумай ҫын ӗмӗр ирттерет, шкулта вӗреннипе усӑ кураймасть. Ашшӗ-амӑшне ку пӗрре те кулянтармасть-ха. Наци чӗлхине вӗрентни кӑна темшӗн чунӗсене питӗ вӑйлӑ ыраттарать. Владимир Путин вара ҫавсем майлӑ пулас тенӗ пулас, унӑн хуравӗ чӗлхесен (апла-тӑк халӑхсен те) пӗртанлӑхӗ пирӗн ҫӗршывра пулма пултараймасть тенине ҫирӗплетме пултарнине шута илмен пулас. Конституцире ҫырса хунӑ-ха, анчах эпир пурте пӗлетпӗр, пирӗн пуҫлӑх ҫав хута ытлашшиех хакламасть, вӑл хӑйне «ҫӳллӗлех» тесе шутлать.

Юрӗ, мӗн пулнӑ, ҫав пулнӑ. Вырӑнтисен мӗнле те пулин хурав памалла-ҫке. Патшалӑх ӗҫченӗсенчен, леш тӳре-шара текенскерсенчен, паллах, хирӗҫ каланине кӗтме май ҫук. Тутарстанри тата Пушкӑртстанри министерствӑсем хурав пачӗҫ-ха — эпир саккун пӑсмастпӑр тесе, саккунпа ӗҫлетпӗр тесе. Вӗсен хевти вӑйлӑрах. Пирӗннисем «федерализм» текенни пирки тахҫанах манса кайнӑран вӗсенчен хирӗҫ сӑмах каланине кӗтсе илме май пулмӗ пуль. Тем тесен те вӗсем ҫӳлтен хушнине пурнӑҫлаҫҫӗ. Мускавсем калаҫҫӗ вӗрентме — вӗрентӗҫ, калаҫҫӗ тӑван чӗлхене пӗтерме — ҫав сехетрех пурнӑҫлама чупӗҫ. «Вертикаль власти» ӗҫлет-ҫке…

Тӑхтӑр-ха. Анчах та пирӗн урӑх орган та пур-ҫке. «Чӑваш наци конгресӗ» ятлӑскер. Ӑна, эп пӗлнӗ тӑрӑх, шӑп та лӑп чӑваш халӑхӗн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ, ӗҫлеттерсе янӑ. Владимир Путин калани шӑп та лӑп чӑваш халӑхӗн интересӗсене хирӗҫ пырать пулсан, пирӗн ЧНК патшалӑх структуринче тӑмасть пулсан, тен, вӑл хӑйӗн сӑмахне калӗ? Ҫӗршыв ертӳҫи хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн уйӑх иртрӗ, икӗ уйӑх ҫите пуҫларӗ. Анчах ЧНК-ран нимӗнле сас та ҫук. Ҫамрӑксем хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ, Владимир Путин калани йӑнӑш тесе каларӗҫ (кунта эп «Ирӗклӗх» пӗрлӗх пирки сӑмахлатӑп). Ваттисем пухӑнса (Станьял ушкӑнӗ пирки сӑмах) ҫӗршыв ертӳҫин сӑмахне сивлерӗҫ… ЧНК вара халӗ те шӑп-шӑпӑрт.

Чӗмсӗр мар-ха вӗсем. Сайтне кӗрсен Чӑваш наци конгресӗ хӗрсе кайса ӗҫленине курма пулать. Мӗнпе аппаланаҫҫӗ-ха вӗсем? Конгреса йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине кура вӗсем, иккен, ӑна сумлӑн ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кама-кама делегат пулса ямалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть вӗсен президиум ларӑвӗ иртнӗ. Анчах пӗтӗм ыйту — Аслӑ Пуху тавра. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ тӑван чӗлхене хӗсме йышӑннӑ, вӗсем вара чӳк уйӑхӗ патнелле иртмелли мероприяти пирки пӑшӑрханаҫҫӗ.

Астӑватӑр, пулӗ, 2015 ҫул вӗҫнелле Турци ҫарӗ пирӗн Су-24 бомбардировщика персе антарнӑччӗ. Ку ЧНК ертӳҫисен кӑмӑлне питӗ пӑснӑччӗ, вӗсем вара Турципе ҫыхӑну тататпӑр тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫыхӑнӑвӗсем пулни пирки темскер иккӗленӳллӗ-ха, анчах ҫавах пур-ҫуккисене пӗтерме йышӑнни пирки каланӑччӗ. ЧНК политикӑпа ҫыхӑнмӗ тени илтӗнетчӗ ун чухне, анчах ун чухне хӑйне май политикӑллӑ йышӑну тунӑ-тунӑччех. Вӑл вӑхӑтра ҫӗршывра ҫавнашкал вӑхӑтчӗ, ҫӳлтисем лартнӑ политика тӑрӑх ҫыхӑнусене хӑвӑрт-хӑвӑрт татма пикенчӗҫ. Шупашкар тӑванлашнӑ хулана ҫухатрӗ, ЧНК — ҫыхӑнусене татасси пирки пӗлтерчӗ. Юрӗ, унтанпа пирӗн ҫӗршыв Турципе те мирлешрӗ, пӑтӑрмах пирки те тахҫанах манса кайрӗ. Помидорӗсем те пирӗн ҫӗршыва киле пуҫларӗҫ пулас. Хӑвӑрах куратӑр, кирлӗ пулсан ЧНК ним мар вӑйлӑ заявленисем тума пултарать. Анчах… Владимир Путин каланӑ сӑмахсем тавра темскер нимӗнле заявлени те, хурав та курӑнмасть-ха. Тен, ырлаҫҫӗ? Ҫук, йӑнӑшатӑпах пуль.

Чӑваш чӗлхи ыйтӑвӗ конгреса пӑшӑрхантармасть тесе калама ҫук. Сӑмахран, пӗлтӗр ҫулла пуху иртсеччӗ. Тӗп ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхи тавраччӗ. Унта тунӑ йышӑнупа эсир вӗсен сайтӗнче паллашма пултаратӑр. Мӗн кӑна йышӑнса хӑварманччӗ ун чухне. Анчах лару-тӑру ун хыҫҫӑн лайӑх енне улшӑннӑ тесен суя сӑмах пулӗччӗ. Ак, ӑнсӑртран илнӗ пӗр пунктне тимлесе пӑхса илер. «Ял тата хула шкулӗсенчен 9 класс вӗренсе тухакансене «Чӑваш чӗлхине алла илнӗ» («Обладающему чувашским языком») сертификат пама сӗнес». Ку ыйту тавра мӗнле те пулин ӗҫ пыни пирки курман та илтмен те эпӗ. Ун чухне ку йышӑнӑва мӗнле йышӑннӑ, тӳрех манса кайнӑ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑп пуль. «Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗр-тавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикетсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас. Чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхипе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ те ятарлӑ учрежденисене тупма хушас» текен пункт пирки сӑмах та хушас килмест. ЧНК пайташӗсем хушшинче продукци кӑларакан предприяти ертӳҫисем те пур пулсан та вӗсем ӑна темшӗн пурнӑҫа кӗртме васкамаҫҫӗ-ха.

Пӗтӗмлетсе ыйтупа вӗҫлес: Владимир Путин йышӑнӑвӗ таврашӗпе ЧНК-ран мӗнле те пулин реакци кӗтсе илме пулӗ-ши? Пушкӑртра тата Тутарта халӑх митингсене те пухӑнма тытӑннӑ, нивушлӗ пирӗн халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлеме хӑват ҫитереймест? Хурава пирӗн электронлӑ МИХ адресӗпе кӗтетпӗр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2794.22.5688
2017.09.18 22:08
Agabazar
тавайăр çакăнтан пуçлатпăр: В.В.Путин сăмахĕсене тĕрĕс, улаштармасăр илсе кăтартас!
Арлан // 3425.80.9494
2017.09.18 22:32
Ыйтăва тĕрĕс лартнă. Çÿлти Лешсем шаблон ответ анчах парĕç, Мускав хушичченех сан пккисен ,Аçтахар, пуçĕсене касма хатĕрленеççĕ.
Конгресри каюрасене тасатас пулать. Вĕсем Президента тек-текех такăнтараççĕ, хăйсен пуçĕсене ĕçлеттеримаççĕ.
Agabazar // 2794.22.5688
2017.09.18 22:40
Agabazar
Путинăн сăмахĕсем пирки мĕн те пулин каласан, Угасловăн бизнесĕ умĕнче хăрушлăхсем тухса тăма пултараççĕ ахăр. Пушарнăйсем, тен, килсе тĕрĕслĕç, санитарипе эпидемиологи çыннисем, роскомпромтромномнадзор, ..... Сахал-им пырса чакаланмалли сăлтавсем?..
Тимĕр Акташ // 1954.62.1276
2017.09.20 23:09
Мĕн калаçмалли?! ЧНК пуçлăха - мĕнле партийĕ ЧР Патшалăх
Канаша список тăрăх янă? Тĕрĕс - "Пĕрлĕхле Раççей". Кам çак партийĕн ертÿçисем, çулпуçĕсем? Путинпа Медведевпа, патша таврашĕ. Тата мĕнле ыйтусем? Кам суйлавсенче вырăнти пуçлахсем хушнă хыççăн темшĕн çак партийĕшĕн суйлать?
Тата мĕнле ыйтусем?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем