Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741674 хут пӑхнӑ

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Алексин // 2366.08.9008
2019.07.14 20:28
Эсир Сорокин романне тытса пӑхӑр малтан.Вара кам тӗрӗссине хӑвӑрах курма пултаратӑр. Кнекене вуламасӑр хаклама май ҫук. Сорокин "Новое время" издательствора редакцилемесӗр кӑларнӑ кӑларӑмра вулакансене урӑх ӗмӗрне те илемлӗ литература кӗнеки тытса ан пӑхӑр текен шухӑш патне илсе пырать. Ҫана халӑха ӑнлантарса пама тӑрӑшнинче ним начарри те ҫук. Вулакансем кӗнекерен писсе пылаҫҫӗ, кунта ҫыракансен (кенеке кӑларакансен) айӑпӗ те пур.
Ман биографине, пит кирлӗ пулсан, Чӑваш энциклопединче пӑхӑр.
2019.07.14 20:54
Апла тесен телевизорта та кунсерен çука пур туса халăха пуçне çавăраççĕ, анчах та телевиденирен никам та писни çук. Тата вырăсла мĕншĕн вуламаççĕ? Е кунта та чăваш çыравçисем ăйплă-ши? Пит те айван шухăш. Швейцари патшалăхĕнче сотовăйсем, интернет пирĕннинчен тахçан малтан пулнă пулсан та, вĕсем паянхи кунта çыру çÿретеççĕ, пирĕн вара çыру тенĕ япала тахçанах вилчĕ.
2019.07.14 20:58
Энциклопеди тесен, Крупская биографине тĕрлĕ энциклопедире тĕрлĕрен çыраççĕ, паянхи деятельсем хушшинче аванах çавнашкаллисем, хут тÿсет
Алексин // 2366.08.9008
2019.07.14 21:26
Шухӑшсем интереслӗ. Крупская пирки сасартӑк аса илниех мӗне тӑрать! Телевиденипе кӗнекене пӗр шайра хаклани те ку ача слонран та пысӑкрах дилетант мар-ши тесе шутлаттарать. Халӑх мӗншӗн вуламасть, тюлень пек Соловьев-Скабеевӑсене пӑхса выртать, Крымшӑн сӑвӑнать? Ыйтусем татах нумай, анчах айванлӑх айне пулнисене ӑнлантарса ҫитереймӗн.
2019.07.15 06:11
Алексин, тен эпĕ дилетант, анчах та сирĕн евĕр çуравтравв пирĕн тесе халăх хушшинче кăшкăрашса кунта сайт çинче кутăнла çырмастăп. Эсир ăна укçа тесе темĕне те савăнма хатĕр, укçине çеç паччăр, упа ташшине вара ташлама хуть хăçан та хатĕр, приказ кăна пултăр. Телевидени Гитлерăн Германийĕнче аванах çывхартнă халăха пуçлăх патне. Кĕнеке мар, телевидени!!! Витлешсе ларма кирлĕ мар, енчен те политтехнологисенче нимĕн те тавçăрмастăн пулсан, санăн диплома пĕр вырăна кăна шăлма пулать. "Университетский диплом ещё не гарантия воспитанности ума и образованности" А. Дубяго, профессор Российской империи, астроном.
Агапăсар // 2291.81.1801
2019.07.15 07:24
Агапăсар
Плотников тем пек аgabazara хÿтĕлесен те, вăл-agabazar, çавах нĕрсĕр шăшлă кутах пулса юлать.
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.15 10:31
Тӗрӗс сӑмахсемех калать пӗр ача, Аскольд ят хыҫне пытанса витлекенни: чӑнах та, политтехнологире нимех те чухламастӑп, хаҫат-журналта, телевиденипе радора, кинора 40 ҫул ӗҫленӗ пулин те.
Эп сан дипломна хисеплетӗп, Аскольд, ахаль паман ӗнтӗ ӑна. Мӗнле специальность тесе ҫырнӑ-ши унта? Хӑҫан пӗтернӗ? Ҫакна пӗлесчӗ.
Н.М-ч. // 6026.7.7944
2019.07.15 10:47
Алексин "Эп камне пит пĕлес тесен энциклопедие пăх" тени Александр Артемьевăн "Салампийĕнчи" "Кĕрхи шăнасем" вĕçкĕнленсе "Ялав" журналăн 8-мĕш номерне пăх" тени пекех пулчĕ.Мĕн тăвайăн ĕнтĕ, чăвашра çынна конкретлă тунă ĕç тăрăх мар, хут çинче çырнă тăрăх, пиар тăрăх хак хураç.Çавăнпа пурте "8-мĕш номере пăх", энциклопедие пăх" теççĕ тÿрех.
Алексин // 3643.86.5040
2019.07.15 23:01
Ман умӗн ҫыраканни Чакак Кули пулас. Мӗнҫырнӑ-ши? Ма ытла та кӗттерен, Аҫтаха?
Агапăсар // 2291.81.1801
2019.07.16 07:47
Агапăсар
Плотников ĕнер Ильтимĕршĕн чĕркке çĕкленĕ май "цензор" ĕçĕ валли вăхăт тупса çитеримаç пулас:
Приходит сын к отцу и спрашивает:
Папа а что такое виртуальная реальность?
Подойди сынок к маме, бабушке и соседу agabazaru, спроси, готовы ли они переспать с негром за 1 миллион баксов.
Подходит сын к маме:
Мама, а ты готова переспать с негром за 1 миллион баксов?
Конечно готова! Деньги-то вон ведь какие огромные!!!
Затем подходит к бабушке:
Бабуль, ты готова переспать с негром за 1 миллион баксов?
Конечно внучок, такие ж бабки усю жизнь копить можно!
Потом к соседу agabazaru:
- agabazar, ты готов переспать с негром за 1 миллион баксов?
- Естественно!
Возвращается сын к отцу, говорит мол все согласились. Ему отец и отвечает:
Вот сынок смотри. Виртуально мы имеем 3 миллиона баксов, а реально - две шлюхи и сосед agabazar п@д@р@с
После этого agabazar решил, пора объявить Каминг-аут, и пошел к своему психиатру:
- Доктор я гей!
- Вы знаменитый артист?
- Нет.
- Вы известный политик?
- Нет, я простой бухгалтер из канаша.
- Так какой же вы гей, вы батенька, п@д@р@ст!

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем