Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741676 хут пӑхнӑ

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2019.07.07 05:01
Акапасар, тепĕр хут калатăп. Эпĕ енчен те камран-тăр кулнă пулсан, сан йышши Сÿрепасар е тата Кăтмакпасар тесе çырнă пулăттăм. Анчах та, хăв куратăн, эпĕ пĕтĕмпе уççăн çыратăп.Манăн мĕнле кăмăлсем пуррине тата сана çÿлтен килсе счистерчĕç-и?
Agabazar // 1907.62.0458
2019.07.07 07:46
Agabazar
Мĕн шавлаççĕ-ха Аскольдсем?

Чăваш халăхĕшĕн, чăваш чĕлхишĕн тар кăларса ĕçлетпер, ырми-канми тăрăшатпăр теççĕ.

Конкретлă ĕç тума тархасласа ыйтсанах: эп пуçлăх мар, ман укçа çук теççĕ.

Эппин, кайса тархасла çав пуçлăхсенчен, ыйту ларт çав пуçлăхсем умне!!!!!!!!

Анчах та Аскольдсем апла тума та килĕшмеççĕ. Пуçлăхсене хистеме юрамасть имĕш. Пĕтĕмпех "ахаль чăвашăн" хăйĕн тумалла теççĕ.

Ахаль чăвашĕ вара ни пуçлăх мар, ни унăн укçи çук. Пулсан та, ăна, çав укçана, еплерех усă курнине тимлĕн тĕрĕслесе тăраççĕ.

Пĕр çаврăм пулчĕ çапла. Унтан тепĕр çаврăм пуçланать. <<Сказка про белого бычка>> теççĕ çакна.

Çапларах сĕмпĕлтетсе турăнатпăр.
2019.07.07 21:08
Акапасар, пур çакнашкал каларăш: не верь, не бойся, не проси.
Пултаратăн ту. Эпĕ çыратăп чăвашла, вырăсла, тутарла, манран çителĕклĕ. Сирĕн йышши Пăлхар пирки чăкăлташса та лармастăп, унта сирĕнсĕр те хуçасем пур.Тĕнче тăрăх чулсем лартса çÿресси пирки: есть время разбрасывать камни и есть время собирать камни. Эсир вара хальлĕхе салататăр
Agabazar // 2688.34.5850
2019.07.08 00:17
Agabazar
"Çителĕклĕ" пулсан хăвăнтан "Улăп" сăнарне ан калăпла вара.
Валери Туркай // 4946.9.3698
2019.07.08 06:07
Савӑнӑр, чӑвашсем: Тутарстанри Аксура тӗлӗнсе каймалла чаплӑ та хӑватлӑ Уяв иртрӗ!
КУН ПЕККИНЕ тахҫанах курман!
Мӗн тери Аслӑ Халӑх эпир!
Пурнатпӑр-ха!
Хӑй ЧӐВАШ пулнӑшӑнах телейлӗ Валери Туркай
8-927-855-54-80
2019.07.08 21:21
Улăп сăнарне никам та калăпламасть, пуш параппан
Agabazar // 8552.7.4080
2019.07.08 21:54
Agabazar
Улăп сăнарне Валери Туркай калăплать. Анчах та — куçкĕски çине пăхса мар, ытти чăвашсем çине пăхса.
Ялтан // 4227.95.5826
2019.07.09 11:52
Ҫерҫи Улӑп сӑнарне калӑплать? Хе-хе...
Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче мӗнле каланӑччӗ-ха? "Сысса хурас килет тӗнче ҫине". Теветкел ӑна ҫапла хурав панӑччӗ: "...Мӗнех-ши вӑл ҫерҫи каккийӗ."
Улӑп пирки чӗриклетме ун хевте ҫтимест.
Иван Петров // 4176.90.2625
2019.07.09 22:48
Ну Валера Воробьева килшнӗ.Апла пулсан ӑна лайх хӑналанӑ пуль тата сцена ҫинче сӑмах панӑ пуль.Апла пулмасан вӑл урхла юрлани пирки никам та иккӗленместь.
Малай // 1145.46.6692
2019.07.10 10:35
Тургая мĕн çав тĕрлех кĕвĕçесшĕн вара хăш-пĕрисем? Ăмсанаççĕ-и?Ăмсаннин мĕн усси?Туркай пек пултаруллă пĕрех пулаймастăр - Турри сире паман пулсан.Турри эсир пуррине пĕлмест те пулсан.Халăх хисепне те Туркай пек тивĕçлĕ пулаймастăр, халăха Туркай пек юратма пултараймастăр пулсан.Çавăнпа сирĕн ирĕксĕрех çăвара çерçин п..не мар пулсан хăвăрăннех хыпса шăппăн кăна ларма тивет-тĕр.

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем