Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл ятне чӑвашла ҫырма чӑнах та вӑхӑт ҫитмен-ши?

Аçтахар Плотников01.11.2019 23:3116621 хут пӑхнӑ

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн!). Юханшыв портӗнче ҫаплаччӗ — вырӑсла та акӑлчанла та ҫырма май тупнӑччӗ, чӑвашла вара халӑх ыйтсан ҫеҫ ҫурт тӗпне шӑрҫаласа хунӑччӗ. Туристсем валли хатӗрленӗ кӑтартмӑшсенче те чӑвашлине «Ирӗклӗх» пӗрлӗх асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хушрӗҫ. Мӗн, ун хыҫҫӑн ӑса кӗчӗҫ-и? Ҫук! Тепӗр ҫул урӑхлисене вырнаҫтарчӗҫ — унта та чӑвашлисене ҫырма «манчӗҫ». Ку хутӗнче вара хушса тӑмарӗҫ — укҫа ҫук тесе «хӑтӑлчӗҫ». Паянхи куна та ҫырман. Шупашкарти чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ май та чӑвашла ҫырма «маннӑччӗ» — аса илтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума май тупрӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫине чӑвашла ҫырманнин сӑлтавӗ вӑхӑт ҫитменнинче мар ӗнтӗ — яланхилле «маннинче», пуҫра та пулманнинче. Ҫак вӑхӑта ҫити те театрӑн ятне чӑвашла куҫармасӑр хӑварманах ӗнтӗ. Пур вӑл вӗсен. Официаллӑ хучӗсенче пулмалла. Хӑйсен пурнӑҫӗ йӑлт вырӑсла иртнӗрен ӗнтӗ чӑвашли пирки сайра-хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Чӑвашли те кирли пирки асра тытнӑ пулсан — ҫурт ҫамкинче чӑвашли валли вырӑн хӑварӗччӗҫ — кунта вара, тӳрех курӑнать, вырӑсла ят валли ҫеҫ вырӑн уйӑрнӑ.

Ҫак «манаслӑх» чирӗнчен тӑван халӑх, уйрӑмах тӗрлӗ йышши ӑшӑ пукан йышӑнакансем, хӑҫан сывалӗ-ши? Е курмӑш пулсах тӑван халӑх культурин чи пӗлтерӗшлӗ паллине ҫухатма тӗллев лартнӑ?

Калӑпӑр, республикӑра пурӑнакансенчен миҫе проценчӗ кӑҫал Кӑк халӑх чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери ҫулталӑкӗ пынине пӗлет-ши? Театр ҫулталӑкӗ тесен пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пуль. Пирӗн тӑван чӑваш чӗлхине пырса тивекенни, пӗтӗм тӗнче палӑртаканни пирки вара ытлашшиех шарламаҫҫӗ. Влаҫ органӗсен сайтнех уҫса пӑхӑр — театр ҫулталӑкӗпе баннер пур, ПНО (ООН) пӗлтернӗ ҫулталӑк пирки вара — ним те ҫук. Культура министерствин сайтне уҫса пӑхӑр — ҫук. Вӗренӳ министерствин сайтӗнче те кунашкал баннера тупаймӑр. Ҫулталӑкӗ иртсе те каять темелле — икӗ уйӑх ҫеҫ юлчӗ... Ыттисем вара, сӑмахран, — темӗн чухлех. Хыпарӗсене пӑхӑр — чӑвашлисене пач та курма ҫук темелле, икӗ министерстви та вырӑслисене кӑна вырнаҫтарать. Ыттисем пирки калаҫу та ҫук. Спорт, экономика тата ытти сферӑсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма пуласси вӗсемшӗн ҫав тери тӗлӗнтермӗш япала пулас.

Чӑвашла ҫырни вара ҫав тери вырӑнсӑр-ши? Е национализмран ҫав тери хӑраса (ку термина шовинизм шайне антарса лартса) ҫырмасӑр тӑраҫҫӗ-ши? Маларах ҫырнӑ-ҫке! Никам та йӗрӗнмен. Халь мӗн чарать?

Сӑнсем ҫинче: 1), 2) — Шупашкар районӗ, Шоркка арманӗсен хурал пӳрчӗ ҫине ҫырнӑ транспорантсем; 3), 4) Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑта Пукаш ялӗнче тӗл пулнӑ табличкӑсем (тутӑхса кайнӑ, ҫутӑ юписем ҫинчеччӗ). Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

 

Чӑвашла ыйтсан, чӑвашлине ыйтсан хӑвӑрт кӑна «националист» ярлӑк ҫакса яма юратакансем питӗ йышланса кайрӗҫ. Ҫавсене пула-ши? Ку термина хӑйсем тӗрӗс ӑнланайсан татахчӗ... Ҫук вӗт, «националист» тесе вӗсем «шовинист» тесшӗн. Ҫыннӑн хӑйӗн тӑван халӑхне пӗрре те юратма юрамасть иккен, юттине кӑмӑлламалла, ют культурӑшӑн тар тӑкса ӗҫлемелле. Вара ун пек чухне тин эс «йӗркеллӗ» ҫын, ыттисенчен уйрӑм мар. Хӑйсен чӑвашлӑхне ҫак сӑлтава пулах миҫе ҫын пытармасть-ши? Чӑвашли ҫав ӑҫтиҫук ҫынсен кӑмӑлне ан пӑстӑр тесе чӑваш вырӑсла юрӑ ярать е ют чӗлхеллине.

Тем тесен те влаҫрисен ку ыйту ҫивӗчленсе ҫитни пирки ӑнланса илмеллех. Пытарса, курмӑш пулса пурӑннипе вӑл хӑй тӗллӗн татӑлмӗ. Халӑха (унсӑр пуҫне хӑйсене те) чӑвашли те кирли пирки, чӑвашли те йӗркеллӗ япала пирки ӑнлантарса пама вӑхӑт тупмаллах!

ХК: ку статьяна, паллах, ҫамрӑксен театрне хирӗҫлес тесе ҫырман — паянхи лару-тӑрӑва сивлесе ҫырнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче хура чунлӑ ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ, хамӑрашкалах чӑвашсемех вӑй хураҫҫӗ. Чӑвашлине ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫырса хуни (хӑш чухне пӗтӗм вӑя хурса ҫакна хирӗҫ тӑраҫҫӗ) тахҫанах йӑлана кӗрсе кайнӑ — статьяна ӑна сивлесе хатӗрленӗ.

ХК2: Елена Васильевна Николаева, театр директорӗ, шӑнкӑравларӗ. Каҫару ыйтатӑп. Ку статьяна хур тӑвас тесе ҫырман — тӗллевӗ чӑвашла ҫырма «маннине» сивлесси пулса.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.05 18:46
Agabazar
Йоçăф мар, Йоççăх!

Енчен те министăр "эп пĕлмен!" тесе хăйĕн сăпатне сыхласшăн пулсан — чарар мар.

Пĕлмен-тĕк пĕлмен пултăр. Анчах асăрханă йăнăша тÿрлеттĕр!

Ольга Почалкина, Иосиф Дмитриев йышши Улăпсем кайрĕç те, халĕ вара Çеçпĕл ячĕллĕ теттăрта пĕр шултра çын та юлман-шим?
vasilij.rozov.1944 // 2878.73.7419
2019.11.05 19:20
Если обратиться к ВЕДАМ (знаниям древних) - узнаём , что материальный мир породили два принципа (начала) : - ПУРУША -" космическая сила Сознания , чистый Дух -ПУР ĂШĔ -Душа БЫТИЯ и ПРАКРИТИ - (ПУРа КĔРТ ,-воплощение БЫТия) .
Союз инертного ДУХа ПУРУШи (мужского начала) и ПРАКРИТИ -(энергии , женского начала) породил материальный мир - П У Р Ă Н Ĕ Ç Ĕ.

Пракрити (практика ) -"воплощение в жизнь" чистого сознания "Я" ПУРУШИ
Чăваш чĕлхи тĕнче пуçламăшĕнчех пулнă, усал вăйсем ăна тĕп тăвасшăн, чĕлхе пĕтсен чăваш пĕтет - чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет -ахальтен каламан ваттисем!
Класс!
Ответить

василий розов
ВАТТИсем В Е Д Ы !
Класс! 1
Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.05 19:27
Agabazar
Чăвашла калаçма ниепле те май çук-им?
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.06 04:36
"Ыйтӑва" татса патӑмӑр, тӑванӑмсем!
Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать!..
Тепӗр хут аса илтеретӗп: аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗр 120 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен уяв ноябрӗн 22-мӗшӗнче ҪАК КЕРЕМРЕ пулать.
Унччен кермен "ҫамки" ҫине театр ятне ЧӐВАШЛА та, вырӑсла та ҫырса хураҫҫӗ.
Ӗнер каҫкӳлӗм пире, Плотниковпа иксӗмӗре ТЮЗ директорӗ Елена Васильевна хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче кун пирки сӑмах пачӗ.
Аҫтахара вара ҫак пӑтӑрмаха ыттисенчен маларах асӑрхаса, пурне те ура ҫине тӑратнӑшӑн тав!
Опера театрӗ пирки хӑҫан ҫыран, тӑванӑм?..
"Кстати", ЧНК ма сассине памарӗ? Туркай 8-927-855-54-80
2019.11.06 09:16
Ох, какой же скромняга нашёлся под погонялом вот и. Ты хотя бы вспомни сколько раз тебе было сказано об этом, якобы алексей петрович, он же эпĕ. Аскольд Де Герсо если хочешь знать паспортные данные, в отличие от твоего погоняла. Так что спрячь свою рожу куда нибудь подальше и не вякай
2019.11.06 09:19
Чăвашла калаçма хăшпĕр чăвашсене намăс пулас, вырăссем хăйсен хушшинчен сиресрен шикленеççĕ
Agabazar // 1439.22.8571
2019.11.06 18:11
Agabazar
Кăçалхи ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне çурт çинче чеаттăр ятне чăвашла майлаштрани пулать.

Кăçалхи ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне çурт çинче чеаттăр ятне чăвашла майлаштрани пулать.

Кăçалхи ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне çурт çинче чеаттăр ятне чăвашла майлаштрани пулать.

Кăçалхи ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне çурт çинче чеаттăр ятне чăвашла майлаштрани пулать. Кăçалхи ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне çурт çинче чеаттăр ятне чăвашла майлаштрани пулать.

КĂÇАЛХИ НОБЯРĔН 22-МĔШĔ ТĔЛНЕ ÇУРТ ÇИНЧЕ ЧЕАТТĂР ЯТНЕ ЧĂВАШЛА МАЙЛАШТАРНИ ПУЛАТЬ.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:17
Ура, ЧИНОВНИК ЭПИР каланине итлерӗ ? Ӗҫне туман пулсан ташлама ан васкӑр. Пӗрре мар ултатланӑ тата улталланнӑ. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ пулсан малтан чӑвашла ячӗ пулмаллине пӗлмен тата чухламан яваплӑ ӗҫченӗсем ыран та манса кайӗҫ чӑваш ҫинчен. Выговор и ӗҫрен хӑтарни пулсан тен ыттисем манмӑчӗҫ. Халлӗхе ан васкӑр шанма,курӑпӑр мӗнле виҫепе чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи Республикӑра. Вырӑсла ҫырма маннӑ пулсан шавӗ тахҫанах Мускава ҫитнӗ пулӗччӗ,чиновникне те "тававй то свитания" тесе тахҫанах каланӑччӗ .
Унсӑр пуҫне,шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача пахчисем пулмалла.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:36
Чӑвашсем .Ыррипе чеелӗхе уйӑрма пӗлӗр. Театр ячӗ ҫумне,тытнӑ хыҫҫӑн , васкаса пӗчӗккӗн те пуллин чӑвашла ҫырса хуни вӑл чеелӗх кӑна. Чӗлхене кунран кун хӗссе пыни ҫинчен манса каяр ? Чӑвашла ҫырса пани ҫиелтен кӑна пултӑр,шалти йӑлт вырӑсла пулсан та ячӗшӗн савӑнар ?
Ҫеҫпӗл мӗн каланӑ пулӗччӗ пире тӑрмашнине курса ? Ячӗ кӑна тивӗҫтернӗ пулӗччӗ Аслӑ Сӑвӑҫа ? Мӗн тери вӗтелнӗ шухӑшсем паян тесе каламӑччӗ вӑл ? Ыйту ҫине анлӑрах пӑхма хӑҫан пуҫлӑпӑр ?
Унсӑр пуҫне,шутлатӑп, чи кирли ,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача пахчисем пулмалла.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:57
Кӗске кӑна шухӑшлӑ пулмалла мар пулӗ,пурин те. Хулара чӑваш ачисене чӑвашла вӗренсе чӑваш пулса ӳсме май туса параймарӑмӑр пулсан ытти пирки тавлашни усӑср пулӗ.(Усӑсӑр тени вырӑсла "без щита ") Хулари чӑваш ҫынни валли уйрӑм вырӑнсене ,ячӗсене,мӗнле чӗлхепе ҫырни умра пыракан ыйту -тӗллев,программа мар,ку вӑл штатный япала кӑна. Ахалех чиноникӗн ҫав ӗҫе тумалла.Ку ӗҫе тӑна кӗмен чиновник ӗҫре пулмалла мар.Ҫавӑ кӑна.
Шупашкарта Ҫеҫпел ячллӗ ача сачӗ мӗншӗн пулмалла мар? Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем мӗншӗн ҫук ? Кӑна тума вара чӑннипех вӑй тата анлӑ тавракурӑм кирлӗ.Ӳлӗмрен мӗн пуласси ҫинчен шутлама пӗлни,халӑх ҫинчен ытларах пӑшӑрханни кирлӗ.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем