Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл ятне чӑвашла ҫырма чӑнах та вӑхӑт ҫитмен-ши?

Аçтахар Плотников01.11.2019 23:3116619 хут пӑхнӑ

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн!). Юханшыв портӗнче ҫаплаччӗ — вырӑсла та акӑлчанла та ҫырма май тупнӑччӗ, чӑвашла вара халӑх ыйтсан ҫеҫ ҫурт тӗпне шӑрҫаласа хунӑччӗ. Туристсем валли хатӗрленӗ кӑтартмӑшсенче те чӑвашлине «Ирӗклӗх» пӗрлӗх асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хушрӗҫ. Мӗн, ун хыҫҫӑн ӑса кӗчӗҫ-и? Ҫук! Тепӗр ҫул урӑхлисене вырнаҫтарчӗҫ — унта та чӑвашлисене ҫырма «манчӗҫ». Ку хутӗнче вара хушса тӑмарӗҫ — укҫа ҫук тесе «хӑтӑлчӗҫ». Паянхи куна та ҫырман. Шупашкарти чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ май та чӑвашла ҫырма «маннӑччӗ» — аса илтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума май тупрӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫине чӑвашла ҫырманнин сӑлтавӗ вӑхӑт ҫитменнинче мар ӗнтӗ — яланхилле «маннинче», пуҫра та пулманнинче. Ҫак вӑхӑта ҫити те театрӑн ятне чӑвашла куҫармасӑр хӑварманах ӗнтӗ. Пур вӑл вӗсен. Официаллӑ хучӗсенче пулмалла. Хӑйсен пурнӑҫӗ йӑлт вырӑсла иртнӗрен ӗнтӗ чӑвашли пирки сайра-хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Чӑвашли те кирли пирки асра тытнӑ пулсан — ҫурт ҫамкинче чӑвашли валли вырӑн хӑварӗччӗҫ — кунта вара, тӳрех курӑнать, вырӑсла ят валли ҫеҫ вырӑн уйӑрнӑ.

Ҫак «манаслӑх» чирӗнчен тӑван халӑх, уйрӑмах тӗрлӗ йышши ӑшӑ пукан йышӑнакансем, хӑҫан сывалӗ-ши? Е курмӑш пулсах тӑван халӑх культурин чи пӗлтерӗшлӗ паллине ҫухатма тӗллев лартнӑ?

Калӑпӑр, республикӑра пурӑнакансенчен миҫе проценчӗ кӑҫал Кӑк халӑх чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери ҫулталӑкӗ пынине пӗлет-ши? Театр ҫулталӑкӗ тесен пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пуль. Пирӗн тӑван чӑваш чӗлхине пырса тивекенни, пӗтӗм тӗнче палӑртаканни пирки вара ытлашшиех шарламаҫҫӗ. Влаҫ органӗсен сайтнех уҫса пӑхӑр — театр ҫулталӑкӗпе баннер пур, ПНО (ООН) пӗлтернӗ ҫулталӑк пирки вара — ним те ҫук. Культура министерствин сайтне уҫса пӑхӑр — ҫук. Вӗренӳ министерствин сайтӗнче те кунашкал баннера тупаймӑр. Ҫулталӑкӗ иртсе те каять темелле — икӗ уйӑх ҫеҫ юлчӗ... Ыттисем вара, сӑмахран, — темӗн чухлех. Хыпарӗсене пӑхӑр — чӑвашлисене пач та курма ҫук темелле, икӗ министерстви та вырӑслисене кӑна вырнаҫтарать. Ыттисем пирки калаҫу та ҫук. Спорт, экономика тата ытти сферӑсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма пуласси вӗсемшӗн ҫав тери тӗлӗнтермӗш япала пулас.

Чӑвашла ҫырни вара ҫав тери вырӑнсӑр-ши? Е национализмран ҫав тери хӑраса (ку термина шовинизм шайне антарса лартса) ҫырмасӑр тӑраҫҫӗ-ши? Маларах ҫырнӑ-ҫке! Никам та йӗрӗнмен. Халь мӗн чарать?

Сӑнсем ҫинче: 1), 2) — Шупашкар районӗ, Шоркка арманӗсен хурал пӳрчӗ ҫине ҫырнӑ транспорантсем; 3), 4) Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑта Пукаш ялӗнче тӗл пулнӑ табличкӑсем (тутӑхса кайнӑ, ҫутӑ юписем ҫинчеччӗ). Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

 

Чӑвашла ыйтсан, чӑвашлине ыйтсан хӑвӑрт кӑна «националист» ярлӑк ҫакса яма юратакансем питӗ йышланса кайрӗҫ. Ҫавсене пула-ши? Ку термина хӑйсем тӗрӗс ӑнланайсан татахчӗ... Ҫук вӗт, «националист» тесе вӗсем «шовинист» тесшӗн. Ҫыннӑн хӑйӗн тӑван халӑхне пӗрре те юратма юрамасть иккен, юттине кӑмӑлламалла, ют культурӑшӑн тар тӑкса ӗҫлемелле. Вара ун пек чухне тин эс «йӗркеллӗ» ҫын, ыттисенчен уйрӑм мар. Хӑйсен чӑвашлӑхне ҫак сӑлтава пулах миҫе ҫын пытармасть-ши? Чӑвашли ҫав ӑҫтиҫук ҫынсен кӑмӑлне ан пӑстӑр тесе чӑваш вырӑсла юрӑ ярать е ют чӗлхеллине.

Тем тесен те влаҫрисен ку ыйту ҫивӗчленсе ҫитни пирки ӑнланса илмеллех. Пытарса, курмӑш пулса пурӑннипе вӑл хӑй тӗллӗн татӑлмӗ. Халӑха (унсӑр пуҫне хӑйсене те) чӑвашли те кирли пирки, чӑвашли те йӗркеллӗ япала пирки ӑнлантарса пама вӑхӑт тупмаллах!

ХК: ку статьяна, паллах, ҫамрӑксен театрне хирӗҫлес тесе ҫырман — паянхи лару-тӑрӑва сивлесе ҫырнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче хура чунлӑ ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ, хамӑрашкалах чӑвашсемех вӑй хураҫҫӗ. Чӑвашлине ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫырса хуни (хӑш чухне пӗтӗм вӑя хурса ҫакна хирӗҫ тӑраҫҫӗ) тахҫанах йӑлана кӗрсе кайнӑ — статьяна ӑна сивлесе хатӗрленӗ.

ХК2: Елена Васильевна Николаева, театр директорӗ, шӑнкӑравларӗ. Каҫару ыйтатӑп. Ку статьяна хур тӑвас тесе ҫырман — тӗллевӗ чӑвашла ҫырма «маннине» сивлесси пулса.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вот и // 1916.90.0242
2019.11.03 09:42
чего в пустую шумите, вот чего шумите? У вас же великий патриот и националист Игнатьев в качестве главы и эльдебером называете еще его, а сити-менеджер столицы под прозвищем "Ушан". А вы чего шумите, если давно живете по понятиям? Вон какие великие у вас "Эльдебер" - древнее средневековья и "Ушан". Как вы связали древность с современностью. Здорово! А вы всё шумите...
Малай // 2866.93.4397
2019.11.03 10:32
Акапасар, чăваш çамрăкĕсен театрĕ малтан вырăс театрĕн çуртĕнче хватерте пурăнман, вăл çурт чăваш театрĕн çурчĕ шутланнă, директорĕ те çамрăксен театре çĕнĕрен чĕртсе тăратнă Зоя Ярдыкова пулнă.
Agabazar // 2226.63.4747
2019.11.03 11:32
Agabazar
Шап-шурă купăста,
Эпир ташша пит ăста.
Юрламасан, ташламасан,
Пире кунта намăс та!
Микула // 9259.3.8429
2019.11.03 14:28
Малтан,чиновникпе калаҫиччен,полковник Масловӑн рапортне вуласа тухӑр. Унта та паянхи пекех халӑх мӗншӗн чиновниксенчен "кӑмӑлсӑр" пулнине тӗпченӗ. Маслов Бенкендорф патне чиновниксен тискерлӗхӗ пирки ҫырать. Халӑхшӑн пулнӑ чиновнике ытти чиновниксемех мӗнле майпа тӗп тунине те палӑртать. Чи кирли тата акӑ мӗн,пирӗн малтанхи историксем сире ун пирки каламан. Маслов калавӗн тӗп шухӑшӗ ҫавӑ- "чӑвашӑн "айӗпӗ" вӑл чӑваш пулнинче.(ун чухне вырӑсла сахалтарах пӗлни мар)
<br><br><br><br> Паянхи чӑвашран тухнӑ чиновник чӑваша усӑ тӑвасран питӗ хӑрать,ӗҫ вырӑнне ҫухатасран шикленеть? Шкулсенче те,хулара, ыйтусем тӑрӑх 25% ачасем хушшинче ытти наци ачисене "хӗстерни" палӑрнӑ. Хулари чӑвашсем ҫакна пула ҫеҫ ачисене "вырӑслатаҫҫӗ". Чӑваш чӗлхи "кирлӗ мар" тени ҫук кунта. Кунта ӗмӗртен пыракан япала. Вырӑссем хушшинче чӑваша чӑваш пулма яланах йывӑр пулнӑ? Вырӑсла "национальный гнет" теҫҫӗ. Мӗн тумалла ? Хулари чӑвашсен хулара ытларах чӑвашла калаҫмалла,уйрӑмах элитӑн.Чӑвашла уявсем ытларах тата халӑх йышлӑ вырӑнта пулмалла. Паян хулари чӑваш валли тӑван чӗлхепе калаҫмалли вырӑн 0,оооооооооо1 % кӑна . ..
Микула // 9259.3.8429
2019.11.03 14:45
Туркай Валерий Владимирович, чиновник патне пӗччен каймалла маррине мансӑрах пӗлетӗр пулӗ ? Йышпа каймалла,ыйтусем те пӗрре кӑна мар пулмалла,калаҫнӑ хыҫҫӑн хутне те ҫырмалла,кайран хуравне те халӑха пӗлмелле тумалла. Пӗччен ҫынна улталама та хӑратма та пултарӗҫ кантурти чиновниксем ? Мансӑрах пӑлетӗр, театр ятне чӑвашла ҫырманни вӑл киревсӗр пулӑмӑн ӑнсӑртран палӑрнӑ пайӗ кӑна ,ытларах пайӗ вӑрттӑн.пытанать.
Хулари чӑваш ачине чӑваш пулса ӳстерме ача сачӗсенченех пуҫламаллине ӑнлансан та ҫав ыйтӑва ҫӗклекен ҫук. Тен эсир тапратӑр лачакаран "хулари чӑваш ачин чӑвашла пуласлӑхне"?
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.03 16:52
Микула-тӑванӑм, эпӗ ку ыйтӑва, вӑраха ямасӑр, ЧР культура министрӗ К.Г.Яковлев ХӐЙӖН ШАЙӖНЧЕ татса парассине шанатӑп. Тем тесен те унӑн кӑкӑрӗнче Чӑваш Чӗри тапать.
Эп хальлӗхе К.Г-па ку темӑпа калаҫман-ха.
Ҫыртаратпӑрах Ҫеҫпӗл ячӗллӗ театр вырнаҫнӑ керменӗн "ҫамки" ҫине ЧӐВАШЛА ҫырнине!
Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл 120 тултарнине ҫак керменре
ноябрӗн 22-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Пурне те телей сунса, Валери Туркай.
Атнер // 1843.91.6820
2019.11.03 17:42
Йоҫӑф ӗҫленӗ театрта нивушлӗ пӗр чӑваш чунлӑ ҫын та юлман?.Директрорӗ тата кам ши?.Чӑвашлӑха хастар упрама тата чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа тӑваканӗех ши?.
Agabazar // 3486.26.3061
2019.11.03 19:57
Agabazar
Малай,
Вырăс театрĕн çуртĕнче Филармони пулнă. Çав филармонисем патĕнче Çамрăксен театрĕ хваттерте тăнă.
Кайран Филармоние Политикăлла Çуттатурту çуртне панă. Анчах та Çамрăксен театрĕ унта пурпĕрех хуçа пулса тăрайман, мĕншĕн тесен вăл çурта Вырăс театрне илсе килнĕ.
Алексин // 6456.8.1638
2019.11.03 20:45
Эх, Алексей Петрович! "Вот и" эс те хӑв шухӑшна улӑштарсах тӑратӑн...
Agabazar // 2229.87.8678
2019.11.04 12:38
Agabazar
Кун пек кăсăк мыскара
Пулса иртнĕ Мускавра....

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем