Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0522472 хут пӑхнӑ

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Хула ачи // 1726.84.3785
2019.11.12 15:47
Чи малтан ялсенче учительсен ачисем вырӑсланма пуҫланине пурте пӗлсе тӑратпӑр.Иртнӗ ӗмӗртех пуҫланнӑ ку пулӑм.Пурин те хулана кайса вырнаҫса булккӑ ҫиес килнӗ ҫав.Питӗ вырӑсла лайӑх калаҫма вӗренес килетчӗ.Вӗрентӗмӗр теме те пулать.Ачамӑрсене те тӑрӑшсах вырӑсла вӗрентес терӗмӗр.Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирли пирки никм та ӑнлантарма пултарайман ха халӑха.
Agabazar // 3238.39.9538
2019.11.12 19:59
Agabazar
Ма вара мекĕçленсех "уччиччĕл ачинчен" пуçласшăн? Ма прокурор ачинчен, милицци наччальникĕн ачинчен мар? Ма райком секретарĕн ачинчен пуçламастăн? Ма тухтăр (врач) ачинчен пуçламастăн? Ма КГБра ĕçленисен ачисенчен пуçламастăн?

Ыйт-ха Раиса Сарпи тата Альбина Юрату текеннисенчен: кам пулнă вĕсен ашшĕ? Уччиччĕл пулнă. Вара мĕн. Вырăслатнă-и вăл хăйĕн ачисене?

Ман хамăн атте-анне, чăн-та, уччиччĕл мар. Анчах та çынсене çакнашкал вульгарлă социологиллĕ çÿлĕксем çине вырнаçтарма шутламастăп халлĕхе.

Çакна ăнланмалла: уччиччĕл те санпа ман пекех çынах. Привилегилле сословие кĕмест вăл.
Agabazar // 3238.39.9538
2019.11.12 20:07
Agabazar
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019-11-12 08:13 В. Туркайӑн Кун кӗнекинчен: 1989. Февраль, 21. Кӑнтӑрла 10-мӗш шкулта 1-мӗш тата 2-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӗл пултӑм. Чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле чӗрӗ те маттур ачасем! Чун ӑшӑнса таврӑнчӗ.
Вӗрентсен, вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха!.. Калаҫаяҫҫӗ те, юрлаяҫҫӗ те, ЧӐВАШ та пулаяҫҫӗ. Анчах ҪАКНА ТА паман-ҫке пире ку таранччен... ПӖТЕРСЕХ тенӗ ӗнтӗ! Пӗтересех тенӗ!..

Хуласенче чăваш чĕлхине вĕрентме 1983/84-мĕш çулсенчи вăхăтра пуçланă (вĕренÿ çулĕ теççĕ). Вара унашкал йĕрке 2018-мĕш çулчченех тăсăлнă.
Çапла вара мĕнпурĕ 35 çул пухăнать. Никам та нимле "сайавленисем" çырман.
Хампур // 3844.46.6941
2019.11.12 22:05
Акапасар, мĕнле шутлатăн, çав 35 çул хушшинче чăваш йышне 35 чăваш хутшăнчĕ-ши?
Хула ачи // 1726.84.3785
2019.11.13 15:54
Ҫук паллах.450 пин чӑваш "сахаланнӑ".Пурте шанса ларнӑ шкул ачамккӑна чӑвашла вӗрентет ха тесе.Ҫитрӗмӗр:Лапсарта е Кугеҫре ҫамрӑксем чӑвашла пупленине илтеймӗн.
Agabazar // 4142.12.7254
2019.11.13 22:45
Agabazar
Анкă-минкĕсем килсе ерчĕç кунта. ((
Шкулта чăвашла вĕрентни "сиенлĕ" тесе шахвăртам пекки тăваççĕ. Тупăнаççĕ вĕт çавăн пеккисем!

Ылханма çеç пулать унашкал <<ăславçăсене>>! (((
Микула // 9259.3.8429
2019.11.15 20:53
ЧНК ӗҫлемелле тет ? Лешсем теприсен ӗҫлемелле теҫҫӗ? Кайрӗ те вара. Калӑр тӳрех пирӗн ӗҫ мар тесе ? Паян кашни чиновник,кашни сӑвӑҫ,юрӑҫ,ҫыравҫӑ,актер,ӑсчах ,культура ӗҫчене хӑйшӗн кӑна тӑрӑшать? Чӑвашла та ҫырма ан манӑр тенипе "Уяв ячӗпе " тесе ҫыркалани вӑл паянхи чеелӗх кӑна. Етӗрнере "Пукане" ят та пачӗҫ ача сатне ,анчах та нимӗн те улшӑнмарӗ. Ӑна та" так на всякий случай" тӑрӑшатпӑр вӗт тесе калама ҫеҫ турӗҫ. Туркайӑн та ыттисен те нимле майпа та "хӑвачӗ" ҫитеймеҫ пулмалла паян, ача сачӗсем пирки тӗрӗссине калама ? КПД чылай чакнӑ пулмалла? Ятласа мар калатӑп,факта кӑна палӑртса паратӑп. Кахал тата пач ҫӳлтен хушмасӑр пӗр хускану та тӑвайман чиновниксенчен ташлама пуҫламалла тесе каласа куҫран ӳкесрен хӑратпӑр ҫав.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.15 21:03
Ӗҫне тапратас пулсан кам мӗн тума пултарать ҫавна тумалла. Ман ӗҫ мар ку темелле мар пулӗ ? Ҫак ӗҫе хутшӑнма хирӗҫ пулни те "таркӑнла сутӑнчӑклӑх" пулмалла?
Agabazar // 2173.77.5898
2019.11.15 21:21
Agabazar
Микула, ЧНКна ĕçлеттерсе яр-ха. Çын тĕлĕнсе тăтăр!
Микула // 9259.3.8429
2019.11.15 21:54
Тимӗр калӗ мӗн унта . Устав тенине вӗренмелле. Паян ахалех тӗлӗнтереҫҫӗ,пач килте ӗҫлеменнипе. Халӑхра тахҫанах частный кантура ят та ҫӳрет,ҫавӑнпа та пирӗн, вырӑнти чӑвашсен,унтан нимӗн те ыйтмалли ҫук,уйрӑмах Республикӑра пурӑнаканнисен. Пирӗн вӗт паян мӗнле йӑла малта,ырӑ ӗҫ тума туллаша каймалла. Вырӑнта ,чӑвашсем ытларах пурӑннӑ ҫӗртре, ырӑ ӗҫ тума "ирӗк" , уйрӑм майпа уйрӑммисене кӑна лицензи параҫ пулмалла? Ӗненмесен чӑваш паттӑрӗсен хроникине тишкерӗр. Ахтобуспа пухӑнсах ярӑнса ҫӳреҫҫӗ паттӑрла "чунҫӳревсенче",анчах та киле таврӑнсан ним те асӑрхамаҫҫӗ паттӑрла ӗҫсем те ҫок? Питӗ канлӗ,паттӑрӗсем те паттӑрсем пек ,вырӑнти чиновниксене те канлӗ. Анчах та...
<br><br><br><br> Унсӑр пуҫне,калатӑп,Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем