Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:11 | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:12 | |
Хусанта кашни ҫулах тутарла ӳстермелли ача сачӗсем хутшӑнса пыраҫҫӗ. Ҫӗр патне яхӑн вӗсем. Пирӗн Шупашкарта пӗрре те ҫук. Ку тӗслӗх мӗн пирки калать? Ку тӗслӗх наци интеллигенци тата чиновниксен шайне ,пахалӑхне палӑртса парать. Кӗскен каласан пӗтемпех,пӗтӗм "парти" условна майпа ҫеҫ юрӑхлӑ? Хусанти ҫынсен шалу та пысӑкрах ачисене тутарла вӗрентме те майсем ытларах.Пирӗн кильте кӑна ,ӗҫ укҫи вара туллашра кӑна пысӑкрах.
Кунта "чӗлхе ыйтӑвӗсем расна" тесе халӑха улталаса ан ларӑр. Шкулта "топровольно" тунипе театр ҫинче чӑвашла ятне ҫырасси "топровольно" пулни пӗрех. Ӗҫ укҫи пӗчӗк пулнипе чӗлхе статусне пӗчӗклетни пӗр япалан тӗрле енӗсем кӑна,пӗр ҫӗртрен хушусем . | |
Agabazar // 9685.8.4174
2019.11.07 06:19 | |
Тутарстан — Кремĕл фаворичĕ теме пулать. Эпир вара, — лешсене каçса кайса, тутарсенчен темиçе хут вăйлăрах мухтатпăр пулсан та, — фаворта мар, фаворитсем мар.
Микула, Валери Туркай çырнине хупласа ан хур. Мĕншĕн тесен унăн комментарийĕ халлĕхе уçăлман та ха. Ху мĕн шутланине çырса хумашкăн сана пĕр карас та çитмелле! Юратмастăп хăйсен ĕмĕрĕнче урлă выртан каскана тÿррĕн çавăрса курман кармаçăварсене. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:33 | |
Акапасар ,ан мешетле.
Чӑннипе мӗн пирки тавлашу кунта ? Каҫарӑр та ,пурне тен килӗшмӗ,анчах та калам. Пӗр витре шыв сапмасӑр,вӑранмӑр.Ытарлӑрах калама тивет. Чӑннипе Шупашкарта театрсенчен урама чӑваш чӗлхи тухнӑ-и хӑҫан та пуллин ? Ытлар ҪУК темелле. Пӗр Республика кунӗсӗр пуҫне. Чӗлхе тат культура резерваци е гетто пек пула пуҫланӑ вӗсем ? Ытти ҫӗртре чӑваш утравӗсем Шупашкарта ҫук пулсан ,сарӑлма май ҫук пулсан,хумӗсем ҫыранне те ишсе пыраҫҫӗ пулсан ... Паллах чи кирли , паян , ятран мала шутлаттарма чарни. Чи кирли чӑвашла ячӗ.Ытти пирки ан та шутлӑр. | |
вулакан // 2517.4.0888
2019.11.07 09:31 | |
Правительство шайĕнче республикăра чăваш чĕлхипе (е патшалăх чĕлхисемпе теме пулать) мĕнлерех усă курнине тĕрĕслекен инспекци е патшалăх комитечĕ уçтармалла, чылай çĕршывра пур ун пекки, ăна ертсе пыма Туркая шанмалла. Вара лару-тару кăштах улшăнма пултарать | |
Валери Тургай // 4096.98.1205
2019.11.07 13:36 | |
"Вулакан", тавах сана!
Ун пек инспекци е комитет кирлех! Ку тӗлӗшпе Пушкӑртстан пурне те ырӑ тӗслӗх кӑтартать. Тутарстан та ӑна ҫитеймест. 7-8 ҫул каярах Игантьев пирӗнпе, Халӑх фрончӗн хастарӗсемпе, тӗл пулнӑ чухне эп ӑна каланӑччӗ "Чӗлхесем ҫинчен калакан Саккун ӗҫлемест" тесе. Вӑл блокнотне тем ҫырса хучӗ. Унтанпа НИМӖН ТЕ улшӑнмарӗ! Ку Саккун Чӑваш Ен парламентне те, правительствине те ним тума та кирлӗ мар! Саккун вара вӑл - Саккун! Ӑна парламент йышӑннӑ, Туркайпа тусӗсем мар! Кӗрешмелле, тӑванӑмсем, кӗрешмелле! Эпир нишлӗ халӑх мар! Ыррине шанса - Валери Туркай. 8-927-855-54-80 | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.07 15:56 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тӳрлетӳ | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.07 16:01 | |
ВАЛЕРИ! ТУРКАЙ!
ИТЛЕ-ХА ҪЕҪПӖЛ КУНӖНЧЕ ҪАКНА ТУМАЛЛА: 1. ЧР КОНСТИТУЦИНЧЕ ЧӖЛХЕ ПИРКИ ҪЫРНӐ ЙӖРКИНЕ ХӲТӖЛЕКЕН-СЫХЛАКАН КОМИТТЕТ ПИРКИ КАЛАҪМАЛЛА. 2. РЕЗОЛЮЦИ ЙЫШӐНМАЛЛА. 3. Ҫак КОМИТЕТ Патшалӑх чӗлхесене - чӑваш чӗлхене (ан тив, вырӑс чӗлхине те асӑнар) хӳтӗлекен ХУРАЛ УШКӐНӖ пултӑр. Енчен те ЧР Конституцинче ҫирӗплетнӗ пулсан, ПАТШАЛӐХ чӗлхи пирки калаҫу пырать пулсан, Конституци йӗркине хӳтӗлекен-сыхлакан ушкӑн пулмаллах! 4. Ан тив, КОМИТЕТ пулать-и вӑл, ПӖРЛЕШӲ (общество) пулать-и, ХАЛӐХ ХУРАЛӖ пулать-и,- анчах та ҫакнашкал пӗрлешӗвӗ кирлӗ. Минюстра ӑна ҫирӗплетмелле. 5. Ҫеҫпӗл уявӗнче пуҫару ушкӑнне йӗркелемелле (эпь унта кӗме хатӗр). P.S. Ҫак шухӑш ВУЛАКАН каланипе ҫыхӑннӑ "Правительство шайĕнче республикăра чăваш чĕлхипе (е патшалăх чĕлхисемпе теме пулать) мĕнлерех усă курнине тĕрĕслекен инспекци е патшалăх комитечĕ уçтармалла, чылай çĕршывра пур ун пекки, ăна ертсе пыма Туркая шанмалла". Тӗрӗс, Туркая шанмалла. | |
Agabazar // 3504.11.6349
2019.11.07 19:54 | |
Чĕлхе саккунĕ текенни халь те пур-им-ха вăл? Мĕн юлнă унран паянхи кун тĕлне, чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхисенчен пĕри пек палăртнисĕр пуçне? | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.07 21:21 | |
Agabazar: "Чĕлхе саккунĕ текенни халь те пур-им-ха вăл?"
"Де-юре" - пур. "Де-факто" - ҫук. "Де-юре" - тӗрӗс усӑ курма пӗлсен - вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал, хальхи вӑхӑтра - "ядерлӑ". Ман шутпа, ҫак официаллӑ йӗркепе(Устав докуменчӗпе) Минюстра ҫирӗплетнӗ ушкӑн ("ЧӖЛХЕ ХУРАЛӖ", тейӗпӗр) хӑйне еверлӗ ОНФ пекки пулмалла ("Общероссийский народный фронт" пекки- чиновниксене вырӑна лартаканӗ официаллӑ ушкӑн). Кунта, пӑхӑр, мӗлле хаяр сӑмах - "ФРОНТ" , халӑх фрончӗ... Пирӗн те "сӑпайлӑх" тыткӑнӗнчен ирӗке тухмалла, вырӑсран вӗренмелле - "ХАЛӐХ ХУРАЛӖ" пирки калаҫу. Тепӗр япала: ҫак вӑхӑтра информаци сӑлтаве те тупӑнчӗ ("информповод", текенни): иккӗмӗш эрне,ӗнте,килти телеарча" вырӑс чӗлхине хӳтӗлет. Питӗ лайӑх. Эпир те хӳтӗлеме-сыхлама пуҫлӑпӑр - чӑваш чӗлхене тата вырӑс чӗлхине, вӗсем ЧР лаптӑкӗнче тан пулнине. Кам хирӗҫ - вӑл Конституци тӑшманӗ, Патшалӑх тӑшманӗ. Ҫав кӑна. |
<br>Шупашкарта Ҫеҫпел ячллӗ ача сачӗ мӗншӗн пулмалла мар? Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем мӗншӗн ҫук ? Кӑна тума вара чӑннипех вӑй тата анлӑ тавракурӑм кирлӗ.Ӳлӗмрен мӗн пуласси ҫинчен шутлама пӗлни,халӑх ҫинчен ытларах пӑшӑрханни кирлӗ.