Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: Шупашкарта Хаяр Иван патшан палӑкне уҫнӑ текен усал хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫырӑннӑ сӑвӑ

Валери Туркай13.01.2020 14:4413419 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!..

Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах:

Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар...

Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!

 

Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре,

Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!..

Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере.

Аван — ялан ҫакна асра тытсан.

 

Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан!

Ӑна Иван паман телей сапса!

Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран

Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!

 

Тата ҫакна каласшӑн эп паян:

Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!..

Паян каллех ыйтатӑп Турӑран:

Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!

 

Валери Туркай

27.12.19

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Валери Туркай // 1540.81.1989
2020.01.23 19:08
Турӑҫӑм!.. Мӗн сӳпӗлтететӗр эсир, мӗн сӳпӗлтететӗр?!
Намӑс!
Мӗнле усӑ параятӑр эсир халӑхӑмӑра, кунта сӳпӗлтетнисӗр пуҫне?..
Тьфу!
Шӑпах эсир - пирӗн ылтӑн "хура халӑхӑмӑрӑн" инкекӗ!
Хисеплемесӗр, анчах та шеллесе , Валери ТУРКАЙ. 8-927.. ыттине пӗлетӗр.
Agabazar // 3817.64.8335
2020.01.24 16:07
Agabazar
Александр патшасем Раççей историйĕнче виççĕн пулнă
— Пĕрремĕш Александр
— Иккĕмĕш Александр
— Виççĕмĕш Александр

Хăш Александрăн улăмран тунă палăкĕ пирки сăмах пырать?

Мĕншĕн-ха финнсен Ленин ячĕпе палăк пулмалла мар, енчен те лешĕ Финлянди пăхăнманлăхĕ пирки ятарлă Указ кăларнă пулсан!

Википедирен: <<18 (31) декабря 1917 государственная независимость Финляндской Республики первой была признана Советом Народных Комиссаров (правительством) Российской Советской Республики, возглавляемым В. И. Лениным[4] (см. на фото ниже текст постановления Совета Народных Комиссаров).>>
Микула // 9259.3.8429
2020.01.25 13:39
Чӑннипех "мӗн сӳпӗлтететӗр" ,"намӑс".... ,анчах кама ? Кунта ҫыракансем, ытларах чух ,АХАЛЬ ҫынсемех,тар юхтарса ӗҫлекенсем,халӑх тес пулать. Халӑх вӗт вӑл ача пекех,унӑн ҫылӑхӗ ҫук,темле пулсан та ӑна юратма пӗлмелле. Мӗн курать, мӗн шутлать ҫавна калать. Пӗрисем пенсине тухмалли ҫулсене те хӑпартмастпӑр тесе пӗрре мар каланӗ,Конституцине те тӗкӗнмес тенӗ, ҫавсемех паян та пире суймасӑр тата патриот пулса пурӑнма вӗрентсе пыраҫҫӗ . Шутлӑр,шутлӑр татах та шутлӑр.( Микула)
Саня Семенов // 3175.45.7327
2020.01.27 15:08
Я так понял, речь идет о памятнике И. Грозному. Он что кому-то мешает? Толкает в спину? Историю изучайте, хамарялы!Сидят тут, ля-ля-ля.... лясы...
Agabazar // 3295.04.1353
2020.01.27 16:17
Agabazar
Çак япалана кăларса пăрахсан аванрах.

Микула, эс ма кăларса пăрахма ыйтмастăн тата? Е эс питĕ хавас-и?
Микула // 9259.3.8429
2020.01.27 20:12
Паянхи кун Лутра Иван хӑйӗн вырӑнчех, маразм ҫитни ҫинчен пӗлтерсе, пурне те курмалла пултӑр. Ытла та канлӗн хӑйсене туйма пуҫларӗҫ "чувашская общественность" тенисем. Пӗтӗмпех лайӑх,лайӑх,лайӑх теҫ кӑна .Вӑт хыҫкаланӑр халӗ,лайӑх-и,халӗ те лайӑх-и тесе ыйтӑпӑр вӗсенчен. Тен хӑҫан та пуллин тӗрӗссине калама пуҫлӗҫ. Лутрине вара, кайран этемлӗх таврӑнсан,тоталитаризм музейне ,ыр ҫынсем хушшинче пулмалла мар ун пек тиран.
Аптраманкин // 3175.45.7327
2020.01.30 01:37
Валери Туркай палӑкне лартмалла тет им? Тӑм нумай каять пулӗ.
Agabazar // 3259.39.3100
2020.01.30 13:03
Agabazar
Ан сÿпĕлтет.
Евген // 3161.89.7083
2020.03.15 11:33
Чӑваш халӑх сайтне кӗрсе чӑваш хыпарӗсене вуласшӑнччӗ, кулленхи е яланхи ыйтӑвӗсемпе палласасшӑнччӗ ... пӗр-пӗрне кӑшласа ларанисӗр пуҫне нимех те ҪӲК...Интернет самани пулсан та ....Халӑх кунта лармасть -мӗн!!! Мӗншӗн-ши?
Сармантей // 3006.58.8020
2020.03.17 00:08
https://newsland.com/user/4296757178/content/pozor-i-neschaste-rossii-pamiatnik-groznomu-eto-koshchunstvo/5512298

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем