Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Валери Туркай: Шупашкарта Хаяр Иван патшан палӑкне уҫнӑ текен усал хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫырӑннӑ сӑвӑ

Валери Туркай13.01.2020 14:4413420 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!..

Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах:

Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар...

Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!

 

Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре,

Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!..

Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере.

Аван — ялан ҫакна асра тытсан.

 

Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан!

Ӑна Иван паман телей сапса!

Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран

Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!

 

Тата ҫакна каласшӑн эп паян:

Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!..

Паян каллех ыйтатӑп Турӑран:

Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!

 

Валери Туркай

27.12.19

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Саландай // 1941.87.9277
2020.01.13 16:03
Ах тур вайла--кай . кай . кай . Маттур , маттур эс . Туркай !
Agabazar // 1340.64.7924
2020.01.13 16:47
Agabazar
Ку палăк патне çывхарма епле хăраман? Эп хам ниепле те хăяяс çукчĕ.
Микула // 9259.3.8429
2020.01.13 17:15
Ҫук ,Иван мар,пире улталакан !
Паян каллех ҫӗклесшӗн пуҫсене.
Этемлӗхрен мала вӑйне хуракансем.
Хаяр Иван вӗсемшӗн чун ӑшши ?!

Иван вӑл тахҫанхи пӑтраннӑ вӑхӑтран.
Пире тинех вӑйпа ҫӗнтереймеҫ.
Асӑрханас пулать сутӑннисенчен.
Сӑмахсене итле те ан ӗнен ?!

Хаяр Иван шантарнӑ та йӑлт маннӑ !
Тытма та шутламан сӑмахсене.
ҫав меслетсем мала тухасшӑн.
Тытса пӑхмасӑрах ӗненӗр теҫ пире ?!

Ӗненнӗ,шаннӑ пулнӑ вӑхӑтра.
Маслов полковник ҫырнӑ ун пирки.
"Чӑваш Раҫҫейре ют патшалӑх ҫыннипе пӗрех .
Чиновниксем те халӑха ним вырӑнне хумаҫҫӗ"

Паян чӗлхе те шкулсенче Маслов каланипе пӗрех ?
Чиновниксем те пит инҫех кайман ?
Ҫавах та шанӑр,сасӑлӑр,юратӑр теҫ пире.
Юратмасан Хаяр Иван тустарнине аса илетӗр?
Микула // 9259.3.8429
2020.01.13 18:03
Тем тесен те чӑвашсем менталитетпа Европа халӑхӗ. Ирӗклӗх туйӑмӗ яланах пысӑк. Кӗтерни патша теприсемшӗн Великий пулсан та ӗлӗкхи чӑвашсемшӗн -катемпи кӑна. Иван патшапа та чӑвашсен пысӑк пайӗ пӗр сӗтел хушшинче хӑналаннӑ, хӑшӗ-пӗри чӑвашсенчен патша ҫинчи шупӑра та тивӗҫлӗ пулнӑ тесе ҫырнӑ истори докуменчӗсем ҫине. Хансене те ытларах чӗнсе кӑна лартнӑ,килӗшмесен каялла килелле. Паллах Хаяр Иванӑн ҫылӑхӗ халӑх умӗнче тем тесен те пысӑк. Малтан чӑвашсене шантарса ыр пуласси вӑл чеелӗх кӑна пулнӑ. Кайран Чӑваш Ҫӗрӗ ҫинче ҫирӗпленсен тин чӑн сӑнарӗ Иванӑн палӑрнӑ,ҫавӑнпа та каҫару пулмалла мар. Нимӗнле "освобождени" те паллах пулман,пӗр хан вырӑнне тепри кӑна кильнӗ. Пӗри тепринчен лайӑхрах пулнӑ теме ҫук. Хаяр Иванпа пӗрле ирӗклӗх килмен. Малтанрах чӑвашсем Хусан ханствинче "автономи" евӗр пурӑннӑ пулсан Мускав патшалӑхӗнче ун пек ирӗк пулман. Романовсем ларсан малтанхи ирӗксенчен нимӗн те юлман,элитӑна та тӗппипе пӗтернӗ ,тӗнне те вӑйпа улштарнӑ.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем