Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120667 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2109-1298
2020.03.01 17:19
Agabazar
Микула, суян. Олег Николаев — варяк мар. Вăт Владимир Жириновские килсе янă пулсан, е унăн "Лебедев" хушаматлă ывăлне — вара чăнах та варяг тенĕ пулăттăмăр.

Анчах та вăл вариант та чи начарри мар-ха. Татах та начартарах пулма пултарать.

Сисетĕп, Микула хăй "чăваш патши" пуласшăн пуль-ха та, анчах унашкал пулмасть.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 17:56
Каллех Акапасар суян. Жириновский кунта чылай тытӑнса тӑраймӗччӗ. Микула ача сачӗсем пирки тапратсанах ,ыттисен те "счет" памалли тупӑннӑ пулӗччӗ. Жириновскийне чӑвашла ача сачӗсем тутарма та ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ. Чӑваш тесе сан пеккисем чылай ҫитменлӗхсене каҫарма пултарнӑран кӑна "чувашский глава" . Чӑваш пулни ниепле те "ҫителӗклӗ показатель" мар, уйрӑмах ӗҫӗсем халӑх майлӑ мар пулсан.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 18:11
Айкӑра пулнӑ,вӗреннӗ,ӗҫленӗ хӗрсемшӗн калым укҫине те чылай сахалтарах параҫҫӗ, Акапасар. Ялтан кайманнисем,яланах куҫ умӗнче пулнисем хаклӑрах. Вӑтам Азинче ҫавӑн пек хаклаҫҫӗ. Политиксем те ҫав хӗрсем пекех. Кама,мӗне"юратма" сӑмахне панӑ ,эпир пӗлместпӗр. Чӑваш тесе те"уверенно" калама ҫук, перепись вӑхӑтӗнче темле наци те ҫырма юрать. Депутатсен вӗсен уйрӑм наци те пулма пултарать?
Agabazar // 2109-1298
2020.03.01 21:10
Agabazar
Жириновский кунта килме пултарни — пĕчĕк инкек çеç.

Раççейре çынсем нумай.

Суянлатса ан лар. Кирек кам та килме пултарать. Путин хăшне палăртать — çав килет.

Путин Микуларан ыйтмасть. Путиншăн Микула — ноль. Путинăн пур çумра Вайно, Кириенко тата ыттисем. Вăт çавсенчен ыйтма пултарать.

Ачасадлатса та ан лар. Сана нимле ачасад та кирлĕ мар. Чăнах та кирлĕ пулсан — тахçанах тăван. Ачасадсене асăнам пекки туни сана халлап çапмалли меслет çеç.
Валери Туркай // 1717.34.0393
2020.03.01 22:22
"вырак суварин // 1437.1.9259
2020-02-29 19:08
Влаç умăнче йăпăлтатама пуçлани кăна ку. Хальхи И.О. главы чăваш чĕлхи кирли маррине çирĕплетсех калать пулин те.. темле шанчăк пулмалла тесе çырать поэт.. экономика тĕлĕшенчен лайăхрах пулсан кăна.. вăл та паха.. анчах та чăвашлăха аталантарас çук. Енчен те малтанхи глава пирки çырнă пулсан, паян мар.. вăл главара ларнă чухне çырса хăйне ярса панă пулсан ..вот поэт вара маттур. Анчах та çиле хирĕç пĕр поэт та, писател те.. юрăç та ..журналист та.. нименле чăваш институчĕн ертюçите утасшăн мар... яланах çиле май.. юхăма май."
Идиот эс, "вырак"! Идиот пулса ҫуралнӑ эс, идиот пулса вилен! Шел, питӗ шел!
Чёваш халӑх поэчӗ Валери Туркай. 8-927-855-54-80
В. Степанов // 4271.44.4515
2020.03.02 00:53
Сӑхаҫҫӗ, сӑхаҫҫӗ, сӑхса тӑранаймаҫҫӗ. Тургайӗ пуҫлӑх пуканӗ ҫинче хӑй те нумай лараймарӗ. Шеплеттерсе антарчҫ. Те журналистсене шута хуман-тер, те пуҫлӑхсене юрайман, те халӑх ҫине сысса хурайман.
Сариван // 1262.99.1545
2020.03.02 05:24
Ах, ҫак Туркая, ма ҫаплах икӗ питлӗ пулмалла.
Agabazar // 1594.21.2449
2020.03.02 12:37
Agabazar
Çырсатуху вăхăтĕнче те, ытти лару-тăрура та çын хăйĕн нацилĕхне ирĕклĕн палăртма пултарать. Хуть папуас тесе палăрт, хуть испан тесе, хуть корей тесе....

Анчах та хăйсене чăваш теессишĕн талпăннине питех курман-ха.

Акă, Чăваш республикинче пурнакан пĕртен-пĕр Раççей Геройĕ Евгений Борисов. Ун пирки "Герои страны" сайтра, калăпăр, "русский" тесе çырнă.

Мĕнле эс çын пирки "чăваш" тесе «уверенно» (???) калама пултараймастăн, енчен те унпа 10 çул хушши пĕр шкула пĕр сукмакпа çÿрерĕн пулсан тата унăн несĕлĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлсе тăратăн пулсан?

Ку Микулана Олег Николаев пĕр-ик çул хушши Мускавра депутат пулса пурăнни килĕшмест иккен. Имĕш, çыннăн, Чурпайра çуралнăскерĕн, мĕн виличчен çавăнта пурăнмалла. Вĕренме те ан кай, салтака та ан кай, депутат пулма та ан кай — лар килте тăпсакайĕнче!

Вара çавăн хыççан çеç çынна "чăваш патши" пулма лартма юрать иккен.

Пирĕн таврашра темиçе килйыш Çĕпĕртен каялла таврăнса пурăнчĕç. Алттайран, Кузбассран тата ытти çавнашкал вырăнсенчен. Ачисем вырăсла çеç калаçатчĕç. Анчах та пурна-киле вĕсем пирĕн пекех чăваш пулса тăчĕç çеç мар, вырăсла та манчĕç хăшĕсем.
Agabazar // 1594.21.2449
2020.03.02 12:45
Agabazar
Çырсатуху вăл çавăн пек япала: эс унта хăвăн нацилĕхне калатăн, анчах каламасса та пултаратăн. Эс мĕн калани вăрттăнлăхра юлать. Çырсатухуçăсем сан пирки информацие никама та пĕлтермеççĕ. Пĕтĕмпех анонимлă. Паллă ĕнтĕ, кунта ултав валли те анлă çул уçалать теме пулать. Çапла вара пирĕн ума тепĕр чухне ку тĕлĕшпе те суя статистика тухса тăрать.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.02 14:28
Тупӑшни мар,курни кирлӗ. Путин те малтан чылай ырӑ сӑмахсем каланӑ, кайран халӑха пенсине тухмалли ҫулсене хӑпартса парнелленӗ. Малтанхи тата кайранхи пӗр ҫын пулсан та ҫын улшӑнать. Путиншӑн Микула -ноль тесе те суян Акапасар. Микула халӑхран,халӑх вӑл укҫине ют ҫӗршывсенче пытармаҫ темскер тухсан таҫта тарса пытанас шухӑш та ҫук. "Кириенкӑсенчен" вара пачах ыйтмасан та юрать. Ача сачӗсем те чи пысӑк кӑтарту- ҫук пулсан ытти пирки те суйни пит лайӑх палӑрать. Микулана Олег Николав килӗшмес тесе каламан,пурӑнсан курӑпӑр тенӗ кӑна. Системи пӗрех пулсан пӗр ҫынна теприпе ылмаштарсан веҫех "йӗркеленсе каять" тени айванла шухӑш.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем