Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120451 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Атнер // 1155.97.1225
2020.02.29 12:10
гениально
Кукша // 1720.57.4847
2020.02.29 12:43
Сӑвӑ Василь Петровччӑна тивӗҫлипе лектерет. Выртакана тапни мар ку - Туркай "ҫулпуҫсене" тронра чухнех лайӑх лектернӗччӗ.
Ҫынна итлеме пӗлмерӗ, ҫырусене ответ пама та, партарма та пултаримарӗ. Вырттӑри халӗ чавсине кӑшласа!
Agabazar // 3907.84.6261
2020.02.29 14:14
Agabazar
Вилнĕ арăслана пырса тапни пит йĕркеллĕ япала мар ĕнтĕ у....

Акă, вăхăт çитсен, Олег Николаева та ăсатĕç (никам та ĕмĕрлĕх мар), вара пирĕн çавăн хыççан та кунашкал хайлавсене вуласа киленмелле-и?

Кам пирки çырнă кăна? Илья Павлович Прокопьев пирки-и? Анчах та вăл вилнĕ. Александр Петрович Петров ( Аксаков хуньăшĕ) Пĕрремĕш секретарь пулса нумай ларайман. Николай Фёдоровăн влаçĕ Чăваш Енрен кайсан вăйлăланса çеç пынă. Шет Михаил Васильевич Игнатьев пирки сăмах пырать кунта?

Çапах та кунта поэтăн персонажне абстрактлă сăнар тесе шутламалла пуль.

Çапах та кунта поэтăн персонажне абстрактлă сăнар тесе шутламалла пуль.

Çапах та кунта поэтăн персонажне абстрактлă сăнар тесе шутламалла пуль.
Agabazar // 3907.84.6261
2020.02.29 14:31
Agabazar
"Ыр курни" пирки калас пулсан, ку тата мĕне пĕлтерет-ши?

Раççейри ытти регионсен пуçлăхĕсем вăт ыр кураççĕ-тĕк ыр кураççĕ!

Вĕсен çумĕнче пирĕн Игнатьевсем — ку енĕпе шĕпĕн пек çеç

Сăмахран, Иньтернетра Миннихановăн арăмĕн унчченхи "Москва" отель пулнă вырăнти çуртра чаплă хваттер пулни пирки каларĕç («А из нашего окна // Площадь Красная видна!»).

Лару-тару унта çакăн пек: Минниханов арăмĕн "Лучано де Алойя" компани пур, леш компанин асăннă çуртра 103 кв. м.
https://pasmi.ru/archive/206015/
Илле // 2901.81.8803
2020.02.29 17:09
Каякан ҫына кутран тапма юрамасть
Микула // 9259.3.8429
2020.02.29 17:31
Кадырова хирӗҫ шарлакан питӗ сахал ? Игнатьева хирӗҫ туллиех? Вӑйлӑ пулсан тем те юрать,вӑйсӑрлансан ҫиекенӗсем туллиех пулӗҫ ? Демократи мар ӗнте вӑл,пачах урӑхла система. "Шанӑҫне ҫухатнисем" унсӑрӑнах туллиех пирӗн . Игнатьев кӑна айӑплӑ теме ҫук. "Пулмӗҫ" тесе калама иртерех,мӗншӗн тесен "гражданское общество" тени пачах ҫук,тума памаҫҫӗ. Ячӗшӗн тата унтан кунтан кӑна. Игнатьев пӗччен пулман ӗнте влаҫра,ытларах "влаҫланаканнисем" ЮНАШАРРИСЕМ ПУЛНӐ. Йӗри тавра "ҫулланса " ҫӳрекеннисене пӗртте шанма юраманнине манмалла мар. Ҫемҫе пукан ҫинчен яланах тӗртсе ярас текеннисем пулаҫҫех,"тӑшманран хӑрама кирлӗ мар ,анчах та тӑшмансем сана хирӗҫ пӗрлешесрен хӑрамалла" тенӗ ӗлӗкрех, чӑвашсем. Игнатьева ҫав тери хурлама ан тӑрӑшӑр. Влаҫ вӑл укҫа пекех ҫынна улштарать. Ыттисем пек вӑрттӑн вӑл нимӗн те туман,ун пек ҫынна яланах шанма пулать.

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем