Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ. [ваттисен сӑмахӗ]
Алексей Леонтьев: Чӗлхе кунӗ
Алексей Леонтьев25.04.2020 07:366162 хут пӑхнӑ
Чӑваш халӑх сайчӗн пуҫлӑхне Н.А. Плотникова
Хисеплӗ Николай Алексеевич!
Паян – Чӑваш чӗлхин кунӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн чи паллӑ кунӗсен календарьне кӗртмешкӗн В.П. Станьялпа, А.П. Хусанкайпа, П.С. Красновпа, ытти хастарпа пӗрле ҫак йӗркесен авторӗ те еплерех ӗҫлени ҫинчен пурӑна киле уйрӑммӑн калаҫӑпӑр. Паян вара ҫак уявпа сана та, сайт вулавҫисемпе тусӗсене те тулли кӑмӑлӑмпа, чунӑм-чӗремрен саламлатӑп.
Н.В. Никольский никӗсленӗ «Хыпар» хаҫатра тӗрлӗ ыйту йышӗнче чӗлхе ыйтӑвӗпе ҫырнӑ хайлавсем те сахал мар. Паянхи хаҫатсемпе танлаштарсан, 1906–1907 ҫулсенче тухса тӑнӑ «Хыпарпа» вӑл пырса тӑнӑ кашни ялтах пурте тенӗ пекех паллашайнӑ: унӑн номерӗсене ҫырӑнса илекенӗн килӗнче е шкулта, хурал пӳртӗнче, йӗтем ҫинче пуҫтарӑнса вуланӑ. Чӑваш халӑх сайтне вырнаҫтарма сӗнекен ҫак материал пин-пин йӑхташӑмӑр чунне хускатнах. Унӑн ҫивӗчлӗхӗ паян та чакманни те мана пӗртте иккӗлентермест.
Стиле, орфографипе пунктуацие улӑштарман.
Хисеплесе –
Алексей Петрович Леонтьев.
Пирӗн чӗлхе
Акӑ ӗнтӗ, тав та пуҫ Турра, пирӗн те хамӑр чӗлхепех хаҫат тухакан пулчӗ, кунтан малашне пирӗн нихӗш енчен те ҫутӑ курмасӑрах ӗмӗрӗсене тӗттӗмре ларса ирттерекен чӑваш ҫыннисене те хӑйсем тавралла тӗнчере пулакан тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинсен пӗлсе тӑмашкӑн май килчӗ. Хаҫат вӑл питӗ кирлӗ япала, хаҫат пулман халӑха хӑйӗн пурӑнӑҫӗ йӗркисене аванлантарма питӗ хӗн, мӗшӗн тесен хаҫатран пуҫне самананӑн арканса явкаланса пыракан йӗррисене йӗрлесе тупма, хӑйӗн пурӑнӑҫне малалла яма ниепле май та пултараймасть. Питрех те пирӗн чӑваш ҫыннисене куллен-кун мӗн-мӗн кирлине хамӑрӑн хаҫат пулмасан ниепле те пӗлмелли ҫук, мӗшӗн тесен чӑвашсем ҫинчен халиччен никам та нимӗн те ҫырман, чӑвашсем епле пурӑннине тӗпӗ-йӗрӗпе лайӑх пӗлекен ҫынсем те ҫукпа пӗрех… Ҫавӑнпа пирӗн ҫынсем валли хаҫат кӑларма тахҫанах пит кирлӗ-ччӗ, анчах ӑна кӑларма пултаракан ҫын ҫук-чӗ, е пулсассӑн та ҫӳлте тӑракан тӳре-шарасем ирӗк памаст-чӗҫ. Халӗ ӗнтӗ, Турӑ ҫырсан, эпир те нимӗнтен хӑрамасӑр, никамран вӑтанмасӑр хамӑр хуйхӑсем, хамӑр нушалӑхсем ҫинчен калаҫса тӑрӑпӑр, пирӗн Раҫҫейре, ытти патшалӗхсенче те хамӑршӑн кирлӗ пек япаласем ҫинчен уйрӑм-уҫҫӑн хамӑр чӗлхепех пӗлтерсе тӑма тӑрӑшӑпӑр.
Хӑшӗ пур, чӑвашла хаҫат туха пуҫланине илтсен тӗлӗнсе те кайӗ: мӗнле ку чӑвашла хаҫат кӑларса аппаланаҫҫӗ-ши? тийӗ, чӑвашла хаҫат кӑларас тесен чӑваш чӗлхи ҫителӗклӗ пулайӗ-ши? тийӗ. Ун пек калаҫни пушӑ арман авӑртнипе пӗрех, мӗшӗн тесен апла калаҫни чӑваш чӗлхи мӗн иккенне пӗлменнинчен анчах килет: пӗтӗм халӑх вали усӑллӑ япаласем ҫырма шухӑш пулсассӑн чӑваш чӗлхине пит аван пӗлес пулать. Кӑчунехи чӑвашсем хӑш-хӑш ҫӗрте (Чикме хули уясӗнчи Вире ялсем тата урӑх ҫӗртисем те) хӑйсен чӗлхине е ҫармӑсла сӑмах хутӑштаркаласа, е вырӑсла илтнӗ пӗлнӗ-пӗлмен халлапсем кӳрткелесе нуммай пӑснӑ, улӑштарнӑ. Хӑшӗ пур, калаҫма тытӑнсан чӑвашла виҫ сӑмах каламассерен пӗр сӑмахне вырӑсла ҫыпӑҫтарать, ҫапла вара хӑй чӗлхине пӑсса шалт унӑн илемне ярать. Пурӑнсан-пурӑнсан апла калаҫакан ҫынсем чӑваш чӗлхине пит иксӗтеҫҫӗ, мӗшӗн тесен вӗсем хӑйсен сӑмахӗсене калас вырӑнне нуммаях шухӑшласа тӑмасӑр вырӑсла каласа яраҫҫӗ. Ҫапла вара сыпӑкран сыпӑка чӑваш чӗлхинӗн сӑмахӗсем пӗрерӗн-пӗрерӗн манӑҫа юлса пырса вӗсен вырӑнне урӑх чӗлхе сӑмахӗсем кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ. Чӑвашла хаҫат-и, кӗнеке-и, мӗн-и ҫырас тиекен ун пек пулми-пулмин сӑмахран пит сыхланас пулать, тӗп чӑваш сӑмахнех ӗҫе кӳрсе ҫырас пулать. Хӑй ялӗнчи ун пек кирлӗ сӑмах-юмах пулмасан урӑх ҫӗрти чӑвашсен чӗлхинчен илес пулать, мӗшӗн тесен пирӗн халӑх тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнса калаҫасса та пӗр пек калаҫмасть, тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫать. Пӗр ялта пулман сӑмах, кам пӗлет, тепӗр ялта пур-и тен, ҫапла вара сурӑх кӗтӗвӗ пек саланса кайнӑ чӑваш халлапӗсене, сӑмахӗ-юмахӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарсан пит лайӑх чӗлхе тума пулать. Унтан тата ак калас шухӑшӑм пур: пирӗн чӑвашӑн ҫамрӑкрах ҫынсем, яш-кӗрӗмсем, ваттисенчен урӑхларах калаҫаҫҫӗ, ваттисем калаҫакан хӑш-хӑш сӑмахсене ҫамрӑккисем нихӑҫан та каламаҫҫӗ, е пӗлмессе те пӗлмеҫҫӗ, е вӑл тахҫанхи сӑмах тесе тиркесе ун вырӑнне вырӑслах калаҫҫӗ. Апла туни хӑй чӗлхине манӑҫ айне туни, пӗтес еннеле пыракан ҫулпа ӑсатма тӑрӑшни пулать. Ҫак эпӗ кунта калани тӗрӗс иккенне сире ӗнентермешкӗн ак мӗнле-мӗнле сӑмахсене кӑтартас тетӗп. Ӗлӗк-авал пирӗн чӑвашсем ҫын пӗр-пӗр ӗҫ тунине хӑй куҫӗпе курнӑ ҫынна тынӑ тенӗ, халӗ вӑл сӑмаха ниҫта та илтеймӗн те, ун вырӑнне ҫвитеттӗл теҫҫӗ; мӑнастирте пурӑнакан ҫынсене ӗлӗк хура-тум тенӗ, халӗ пулсан вырӑслах манах теҫҫӗ, ҫынна ырӑлӑх тунӑшӑн тав туса ӗлӗкхи чӑвашсем рахмат (рехмет) е тав-та-пуҫ тенӗ, хальхисем ун вырӑнне нумайӗшӗ спаҫҫипӑ теҫҫӗ; аслӑ шывра пурӑнакан пысӑк пулла ӗлӗк ҫуйӑн тенӗ, тата тепӗр тӗрлӗ хаклӑ йышши пулла ҫӗкӗ тенӗ, халӗ апла калас вырӑнне вырӑсла сум, ҫӗтӗрле (ҫтерльак) тесе аппаланаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем пирӗн илемлӗ чӗлхене пӑсса хураҫҫӗ, ерри-еррипе пӗтес патнелле уттараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине йӑлтах пӗтерес мар тесессӗн, халех ӑна пуҫтарма кирлӗ, тӗрлӗ ҫӗрте мӗн пур сӑмахсене пухса пӗр кӗнеке ҫырма кирлӗ; апла тусан вара эпир хамӑр чӗлхене манмӑпӑр, унтан тата тӗрлӗ ҫӗрти сӑмах-юмаха пӗр ҫӗре пухсан пирӗн чӗлхе те сӑмах-халлапран пуйса кирек мӗн калас тесессӗн те ют ҫынсем патне сӑмах кивҫен илме каймалла пулмӗ вара.
Тата хӑш ҫынсем, шӑтӑк тӑрлӑраххисем калаҫҫӗ: пирӗн чӑваш чӗлхипе мӗн тумалла, пирӗн вырӑсла вӗренес пулать, теҫҫӗ, хамӑр чӗлхене часрах манса вырӑсла пакӑлтатма вӗренессӗн вара тата аван пулӗ-ҫке, теҫҫӗ, вырӑссенӗн вӗсенӗн кӗнеке таврашӗ те нумай, хаҫат-япала та ним хисепсӗр теҫҫӗ, чӑвашла кӗнеке-масар ҫырса аппаланиччен, хаҫат кӑларса муталаниччен вырӑсла вӗрен те вырӑслах ҫӗмӗрттер вара, теҫҫӗ. Кун пек ҫынсем калаҫни чӑн-и, суя-и? Вӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ-и, е ахаль анчах хӑйсем айваннине кура вырӑнсӑр лапӑртатаҫҫӗ-и? Ман шухӑшпа пулсассӑн вӗсем апла калаҫнине итлесен те харам, мӗшӗн тесен харпӑр халӑха харпӑр хӑй пурлӑхӗ хаклӑ. Ют чӗлхе пит аван пулсан та вӑл пирӗн мар, ҫыннӑн, ҫын лаши темӗн тӗрлӗ матур пулсан та ун ҫине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса ҫӳреймӗн, темӗн тӗрлӗ чаплӑ пуян ҫын тумтирне тӑхӑнса хам тумтирӗм тесе калаймӑн, хӑвӑн пулсан ытлашши чиперех пулмасан та шанчӑклӑ пулӗ, мӗшӗн тесен сана: ҫын япалипе анчах ырӑ куратӑн, хӑвӑн нимӗскер те ҫук, тесе калакан пулмӗ. Ҫыннӑнне йышӑнсан кирек кам та сана пырса тӗртсе хурлӑха хӑварӗ: хӑвӑн нимӗскер те ҫук, ҫыннӑннипе анчах пурӑнатӑн, тийӗ. Апла сӑмаха илтни санӑн питне пӗҫермӗ-ши? намӑслантармӗ-ши? Унтан тата ак мӗн калас пулать: пирӗн чӗлхепе темиҫе пин ҫул хушши пирӗн аттесем, асаттесем, мӑн асаттсем калаҫнӑ, эпир тӗнчене ҫуралса анне аллинче выртса чӑн малтан илтнӗ чӗлхе те чӑваш чӗлхиех, мӗн кӗҫӗнтенпе эпир чӑвашла калаҫса ӳснӗ, ҫамрӑкла юлташсемпе выляса ҫӳренӗ чухне те, ӳссе ҫитсен хамӑр ял-йышпа та, юратнӑ туссемпе те, кӳршӗ-аршӑсемпе те, юратса килекен хӑна-вӗрлесемпе те эпир вырӑс чӗлхипе е тутар чӗлхипе калаҫман, чӑвашлах калаҫнӑ. Чиркӗве кайсан та эпир Турра кӗл-тунӑ чухне чӑвашла кӗл-тӑватпӑр, хӑш-хӑш чухне ҫуралнӑ ҫӗр-шывран уйӑрӑлса аякка каймалла пулсассӑн, ҫул ҫинче теплерен чӑвашла калаҫнине илтсен, эпир хамӑр ҫын тесе савӑнмастпӑр-и? Вӑл чӑвашла калаҫнӑ сӑмах пирӗн чуна епле пырса тивет, епле савӑнтарать, епле хамӑр ҫуралса ӳснӗ ҫӗр-шыв ҫинчен, хамӑрӑн мӗскӗн пулсан та, хамӑршӑн питӗ паханӑн, пит илемлӗн туйӑнакан пурӑнӑҫ ҫинчен, атте-аннепе, чун патӗнчи хурӑнташ-ӑрӑвӑмӑрсемпе епле пурӑннине аса илтерет! Ҫавӑнпа та хӑй халӑхне юратакан ҫын, кирек кам пулсассӑн та, хӑй чӗлхине пит пахаласан, темрен те мала хурса ӑна хӑй чунне юратнӑ пек юратать. Ҫавна кура нумай кӗнеке ҫырнӑ пӗр питӗ ӑслӑ ҫын этемӗн хӑй чӗлхине епле юратмалли ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Хӑй ҫӗрне-шывне юратакан ҫыншӑн хӑй чӗлхи питӗ хаклӑ, ҫавӑншӑн эпӗ англичансене питӗ юрататӑп, вӗсем хӑйсем ют чӗлхепе калаҫма темӗн тӗрлӗ ӑста пулсан та ют чӗлхепе калаҫиччен хӑйсенӗн темӗскерле шӑхӑрнӑ пек, чашкӑрнӑ пек илтӗнекен чӗлхипе калаҫма юратарах параҫҫӗ», тенӗ.
Чӑвашсем, хӑвӑрӑн чӗлхӗре ан манӑр, ӑна ан ҫухатӑр, ӑна ҫухатсан эпир хамӑр та ҫухалӑпӑр, чӑваш ячӗ те ҫухалӗ. Ан ҫывӑрӑр, вӑранӑр, пирӗншӗн те ҫӗнӗ самана пуҫланать, ҫӗнӗ ҫурӑм пуҫ шуралса килет, ирӗклӗх хӗвелӗ хӗрелсе тухать; ваттисем мӗн калани асӑртан ан кайтӑр, вӗсем каланӑ: ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тенӗ...
Хайхи.
«Хыпар». 1906 ҫул. 10 №.
Пуш уйӑхӗ, 12 (ҫӗнӗ стильпе 25).
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Ҫук пуль Акапасар, ваттисене хисепӗ,ҫулӗ ҫамрӑксем валли пулмалла пулӗ ? Ҫӗр ватӑ ӑста пухӑнсан та ҫамрӑксемсӗр нимӗн те пулмаҫ.
Вот и // 1977.69.9930
2020.04.28 14:41
пите тĕрĕс, Мигула, пите тĕрĕс:"Молодым у нас дорога, а старикам у нас почёт". Çапла калаччĕç эпĕ астăваса. А Чăвашра пĕр Станьял пурнете хăй шухăшланă пек пурăнтарасшĕн. Çав тери лайăх мар йапала çакă. Ăслă ватăсем çакăн пек туман нихăçан та.