Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗтӗк-ҫатӑк

Аçтахар Плотников11.08.2020 13:294943 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Тӗлӗнмелле: хӑшпӗр чухне хальхи чӗлхере нимле ӑнланӑва пӗлтермен сӑмах пирки шухӑшласа каятӑн та... тем чухлӗ шыранӑ-чакаланнӑ хыҫҫӑн ун пӗлтерӗшӗн тымарӗ епле тери тарӑннине куратӑн.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк, тетпӗр эпир халь тум тата ытти ӑпӑр-тапӑрӑн татӑлса-таткаланса пӗтнӗ юлашкине. Ҫӗтӗк сӑмах пирӗн чӗлхере хӑй пӗлтерӗшӗпе те ҫӳрет, пӗччен те ӑнланӑва пӗлтерет. Ҫатӑк сӑмахпа хӑйне пӗччен хальхи чӗлхере усӑ курмастпӑр.

Ҫапах та ҫатӑк тенин пӗлтерӗшӗ пур-ши?

Пур иккен. Ӗлӗк-авал хӑйне уйрӑм хуҫалӑх тытса пыман, ҫӗрсӗр ҫынна ҫапла ҫатӑк тенӗ. Казах, кӑркӑс, нухай чӗлхисенче ку сӑмах халь те авалхи пӗлтерӗшӗпех ҫӳрет: ҫатӑк (джатак) — ҫӗрсӗр-хуҫалӑхсӑр ҫын, ыйткалакан.

Ҫӗрсӗр, хуҫалӑхсӑр, юхӑнса кайнӑ ҫыннӑн ӗнтӗ ӗлӗк чӑнах та мӗнле пурӑнмалла пулнӑ? Ирӗксӗрех ыйткаласа ҫӳреме тивет. Ун пек ҫыннӑн, паллах, тумтирӗ те ҫӗтӗлет, ак, хайхи — ҫатӑк чӑнласах та ҫӗтӗк-ҫатӑк пулса тӑрать. Тӗп сӑмах хӑй умне ӑнлантару сӑмахӗ хушать, пыра-киле пӗлтерӗшне ҫухатса, хӑй умне хушнӑ ӑнланусӑр пурӑнайми пулса тӑрать.

Хушса калани. Ҫатӑк сӑмаха Федотов та Егоров та хӑйсен этимологи словарӗсене кӗртмен. Ҫавна май Михаил Юхма чӑн ҫырнине е йӑнӑшнине ҫирӗплетме хӗнтерех. Ни казахла, ни кӑркӑсла пӗлменни вара ҫак ыйтӑва татса пама уйрӑмах йывӑрлӑх кӳрет. Юрать-ха эпир информаци ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр, ҫавна май казахла-вырӑсла онлайн словарь пурри самай пулӑшать. Чӑн та, джатак текен сӑмах казах чӗлхинче пур иккен: жатақ — кӳлмелли выльӑх ҫуккине пула ҫу вӑхӑтӗнче кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑна тухман ҫын.

Чӑваш чӗлхинчи мӑшӑр сӑмахсенче, уйрӑмах вӗсем синонимлӗ пулнӑ чухне, авалхи сӑмахсем пытанни пирки эпир пӗлетпӗр. Ку ӗнтӗ пурӑна киле чӗлхере пӗр-пӗр ӑнлава чӑвашсем пӗр сӑмахран тепӗр сӑмахпа ылмаштарнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ ахӑр. Малтан пӗр сӑмахпа каланӑ, ун хыҫҫӑн ют чӗлхерен тепӗр сӑмаха йышӑннӑ та кивви, авалхи вара мӑшӑр сӑмахра упранса юлнӑ. Е чӗлхе аталанӑвне пула пӗр-пӗр сӑмахпа сахал усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те вӑл вара мӑшӑр сӑмахӑн пайӗ пулса юлать. «Ҫӗтӗк-ҫатӑк» сӑмахпа та ҫапларах пулса иртнӗ ӗнтӗ. «Ҫатӑкӗ» сӗм авалтан пыраканскер пулас, «ҫат» кӑкран пулнӑскер (танл. Ҫатта-ҫарамас — кунта та «ҫат» кӑклӑ сӑмах чухӑн ҫынна, ҫуксӑррине палӑртать).

Сӑмах май, ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑнакан ҫынна уйрӑм сӑмахпа калани те пур чӑваш чӗлхинче. Ку вӑл — сурханах. Ашмарин хатӗрленӗ словарьте ҫакнашкал тӗслӗх пур: «Сурханах тесе ҫӑтӑк-ҫатӑк тӑхӑнса ҫӳрекен ҫынна калаҫҫӗ: ҫӑтӑк, сурханах ҫӳрет, теҫҫӗ». Куратӑр пулӗ, кунта унсӑр пуҫне «ҫӑтӑк» сӑмаха та уйрӑм илсе кӑтартнӑ.

Пӗтӗмӗшле каласан, ҫапла май Юхма шухӑшӗ тӳрре тухать теме пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4113.98.7709
2020.08.12 21:33
Agabazar
Çăтăк тата Çатăк пĕр мар.

Çатăк вăл çатăк (уйрăм çÿремест)

Çăтăк вăл Çăтăк (Ашмарин шучĕпе уйрăм çÿрет)


Вĕсене пусахласах пĕрлештерме кирлĕ мар. Юрамасть.
2020.08.13 14:18
Аçтахар Плотников
Ман шутпа вара вӗсем пурте пӗр тымартанах пулса кайнӑ: ҫӗтӗкӗ те, ҫӑтӑкӗ те, ҫатӑкӗ те. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайнӑ. «Ҫӗт» этимологи словарӗсенче пур... шӑп ҫавнашкалтарах вӗт-ха.
Agabazar // 3542.78.0073
2020.08.13 20:45
Agabazar
Çапла ĕнтĕ, Çăпан тата Çапан хушшинче те ним уйрăмлăх çук.

Çăт-çат, Вăр-вар, Шăтăк-шатăк, Пăт-пат, Хăр-хар, Тимĕр-тăмăр, Йăрăм-ярăм, Йăлт-ялт,....

Сăмах тата сасă вылявĕ. Темле чаплă шухăш шырама кирлĕ мар кунта.

А çăтăк тени вăл çĕтĕк тенин кайри ретри ("хытă") варианчĕ çеç. Ним тĕленмелли те çук. Çемçе — Çамçа, Сехет — Сахат.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем