Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!

Аçтахар Плотников28.11.2020 00:2912165 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ҫул чӑвашсемшӗн типӗ кӑсӑклӑ иртсе пырать. Мӗн кӑна пулса иртмерӗ пулӗ хӑлӑхӑмӑр пурнӑҫӗнче. Пӗрре — кӑшӑлвирус алхасать, ӗҫлеме памасть. Тепре — пӗр Элтепере ҫухатса тепӗрне тупрӑмӑр... Виҫҫӗмӗшӗ вара, чӑваш культуринче кӑҫал самай тарӑн йӗр хӑварнӑскер — Чӑваш тӗрӗ кунӗ! Пуҫласа уявлатпӑр. Олег Алексеевич Элтепер пуканне йышӑннӑранпа тунӑ чи палӑрмалла утӑмсенчен пӗри тесен те йӑнӑшмӑпӑр пулӗ (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе чылайӑшӗ ӑна палӑртӗҫех ӗнтӗ!).

Чӑн та аван япала! Унашкал уяв кирлӗ мар тесе калама хӑяйман пулӑттӑм. Шел те, шухӑшӗ аван, анчах ӑна епле пурнӑҫланине виҫҫӗ паллӑран ытларах лартма май ҫук.

Кӑшӑлвируса пула хуланалла ытлашшиех тухса ҫӳреместӗп, ҫавна май ӑна епле уявлани пирки тӗнче тетелӗ урлӑ кӑна пӗлсе тӑтӑм. Ҫавӑнпа та хамӑн хаклавра йӑнӑшнисем пулсан каҫару ыйтатӑп.

Борис Чиндыков пӗрре паянхи чӑваш культурине «орнаментализмпа аташни» тесе хак панӑ пек астӑватӑп.

Ку тӗлӗшпе килӗшме те, килӗшмесӗр те пулать. Пӗр енчен, пирӗн культурӑра тӗрӗ ытла нумай вырӑн йышӑнать: чӑваш культура ҫурчӗ — тӗрӗллӗ пулмалла, кӗпи-тумтирӗ, ытти япалисем — тӗрӗпе... Тепӗр енчен пӑхсан тӑван культурӑна пач та тӗрӗсӗр хӑварсан та йӗркеллӗ япала мар пек. Мӗн тӑвӑн, чун туртать-ҫке...

Акӑ икӗ тӗслӗх. Чӑваш халӑх сайтӗнче маларах, ӑна илемлетнӗ май, тӗрӗллӗ элементсемпе сахал мар усӑ курнӑччӗ. Каярах вара сайт дизайнӗнче ҫав япаласем пирӗн майӗпен-майӗпен ҫухалса пычӗҫ. Хальхи вариантра вара пач ҫук тесен те йӑнӑш мар, пӑт-пат ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ вӗсем. «Чӑваш халӑх сайчӗ» ку утӑма туса пӗрре те хӑйӗн чӑвашлӑхне ҫухатмарӗ.

Е тата эпир хатӗрленӗ япаласене илес — укҫа конверчӗсене, открыткӑсене. Тӗрӗссипе вӗсем ҫав япаласем ҫинче те ытлашши. Анчах... кунта халӑх кӑмӑлӗ, туянакан кӑмӑлӗ мала тухса тӑрать. Чӑвашла эрешсем вырнаҫтарсанах халӑх вӗсене аванрах туянать. Чи малти вырӑнта вӗсемшӗн тӗрӗ пултӑр, чӑвашла ҫырни вара — иккӗмӗшле. Ҫавнашкал хӑнӑхнӑ ҫав, нимӗн те тӑваймӑн. Кунта вара, ҫӑвӑнтан хӑтӑлтарас тесен, майӗпен-майӗпен хӑнӑхтарса пыни ҫеҫ пулӑшма пултарать.

Мӗншӗн-ха пире ҫак тӗрӗсем патне туртать-ха? Психологи енчен илес пулсан ман шутпа ҫакна ҫеҫ калама пулать: халӑх хӑйӗн малашлӑхне шанмасть, мӗн пур ырӑ япалине иртнинче ҫеҫ курать. Ҫавна май ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра пирӗн халӑх ытларах иртнӗ пурнӑҫри йӑла-йӗркесемпе кӑсӑкланать, маҫаксемпе мамаксем тӗрленӗ тӗрӗсемпе... Историпе кӑсӑкланассин тӗп сӑлтавӗ те ҫавӑнтах — халӑх хӑйӗн малашлӑхне курмасть, иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанать. Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи историпе кӑсӑкланасси халӑхӑн мӑнаҫлӑхне ӳстермелли мел тесе калаҫҫӗ-ха, анчах тӗрӗссипе ку йӑлт иртнӗ мӑнаҫлӑ пурнӑҫпа йӑпанма тӑрӑшни ҫеҫ (танлаштарӑр: Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах!). Унашкал шухӑш-кӑмӑлпа пуласлӑха туртӑнма питӗ йывӑр. Тӗрӗссипе пирӗн небоскребсем тӑвас енпе кӑсӑкланмалла, инҫетри тӗнче уҫлӑхӗнче ют цивилизацисене (леш, пришелецсем пирки каласшӑн-ха) шырама ӑнтӑлмалла! Эпир вара иртни ҫинче чакаланса ларатпӑр, ӑнман пурнӑҫӑн лачакине путнӑҫем путса пыратпӑр.

Юрӗ, ку пӗтӗмӗшле хак пулчӗ. Малалла ҫак уяв епле иртни пирки темиҫе сӑмах.

Олег Алексеевич уяв ячӗпе чӑвашла та вырӑсла та салам сӑмахӗсене пичетлерӗ. Ку — аван япала. Шел те, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук... Республика Пуҫлӑхӗшӗн пӗр-пӗр уявпа чӑвашла та вырӑсла саламлани норма ӗнтӗ. Хуть энергетика промышленноҫӗн кунӗ ячӗпе саламла, хуть чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Олег Алексеевич ку ӗҫе тӗрӗс ҫулпа тытса пырать, куншӑн ӑна ни ятлама, ни мухтама сӑлтав ҫук. (Шел, паллах, унӑн тӗслӗхӗпе аяларахри пукансене йышӑнакан ытти чиновниксем темшӗн усӑ курмаҫҫӗ...)

Чӑваш тӗррин кунӗпе ҫыхӑннӑ хыпарсене вула-вула пӗр япала ман куҫа тӑрӑнчӗ. Чӑваш тӗрри, иккен, пирӗн халӑхӑн тӗп пуянлӑхӗ! Пирӗн культурӑн тӗп пайӗ шутланать! Чӗлхе мар! Тӗрӗ! Ҫук, тӗрри пирӗн чӑн та хӑйне евӗрлӗ, унашкалли ни вырӑсӑн, ни тутарӑн, ни ытти халӑхӑн ҫук. Анчах, мӗнле майпа вӑл малти вырӑна тухса тӑнӑ-ха? Чӗлхене ҫухатса тӗрӗпе ҫеҫ юлсан эпир халӑх пек упранса юлӑпӑр тесе пире каласшӑн-ши?

Ҫак шухӑша тӗпе хурсах ӗнтӗ уява халалласа республикӑра акци ирттерчӗҫ — чӳкӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑскерсене тӗрӗллӗ кипке парнелерӗҫ. Аван, лайӑх шухӑш. Анчах, мӗншӗн ҫак акци йӑлт вырӑсла иртрӗ-ха? Парне пакечӗсем ҫинче — йӑлт вырӑсла ҫеҫ. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пултараймасть-им? Чарса лартнӑ-им? Е вӑл ачасене ашшӗ-амӑшӗ ҫавах вырӑсла ҫеҫ пуплеме вӗрентӗ тесе, лешсем кайран ӳссе ҫитсен унта мӗн ҫырнине ӑнланмӗҫ тесе ҫапла хӑтланнӑ-ши? Олег Алексеевич, ку акцине эсир сӗннӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Апла ӑна мӗнле пурнӑҫлани те — йӑлт эсир килӗшни тӑрӑх пулса пынӑ.

Мӗн калас, орнаментализм текен япалан курӑмлӑ енӗ. Ку уяв епле иртнине эп ҫапла ҫеҫ ӑнланма пултаратӑп: «Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!».

ХК: Олег Алексеевич, тӑван чӗлхене вӑйпа, хистесе мар вӗрентмелле, ҫынни ун патне хӑй туртӑнтӑр текен сирӗн шухӑшпа эп ытларах енӗпе килӗшетӗп. Анчах ӗҫ-пуҫ унашкал ҫулпа пулса пытӑр тесен чӗлхепе тем тесен те усӑ курмалла. Анлӑрах, пур ҫӗрте те. Чӑваш тӗррин уявне вырӑс чӗлхипе ирттерни вӑл питӗ те ӑнланмалла мар япала. Уяв чӑн та чӑваш культуришӗн тӗрев пултӑр тесен тӑван чӗлхепе анлӑрах усӑ курас пулать. Аттук, капла вӑл, «Паха тӗрӗ» пеккисен кӗсьине хулӑмлатни пек ҫеҫ курӑнӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.11.28 17:05
Историксем сиенлӗ япала тӑваҫҫӗ,филологсен анчах ӗҫӗсем усӑллӑ эппин ? Акапасарӗ тата, йӗкӗлтетесси малта? Кам калӗ тата сире,академиксене, шурӑна шурӑ хурана хура тесе ?Сирӗн пӗтӗмпех шупка. Толшноҫ тата уявсем малта сирӗн. Юрасси вара пуринчен малта чупса пырать. Финанс энчен пӑявне кӗскен тытсан нацин элитине кирек мӗнле те ташлаттарма пулать теҫҫӗ мари специалистсем? Ирӗклӗх е ҫӑкӑр тесен ҫӑкӑр суйланӑ пулсан ҫӑкӑрне те кайранрах туртса илеҫҫӗ тенӗ ваттисем.
YURGAN TURINGE // 2932.6.2651
2020.11.28 17:29
YURGAN TURINGE
...Националлă халăх политикинче (кам мускав хушнипе, кам тата хăйĕн мĕскĕнлĕхĕпе) çакăн евĕр "ĕçлеççĕ": халăха ҫӗршыври-республикăри чӑн йывӑрлӑхсенчен (чĕлхе, экономика, идеологи) пӑрса ярас тесе.., "иккĕмĕш-виççĕмĕш" вырăнта тăракан пĕчĕкрех (фольклор.., тĕрĕ...) ыйтусемпе/УЯВсемпе - тӗтӗм карри (дымовая завеса от решения Главных проблем) сараççĕ...
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 17:42
Agabazar
Толшнăç çук çын ним те тăваймасть.

Акă, Микуланах илер. Унăн толшнăç-тавраш ним те çук та, çавăнпа нимех те тăваймасть.

Толшнăçлă пулса тăрсанах вăл пĕтĕм пурнăçа тепĕр май çавăрса тăратма пултарать.
Евразиец // 1977.69.9930
2020.11.28 18:25
Скажите пожалуйста, дорогие земляки... Акапасар, Валери Туркай, Тимер Акташ, Аçтахар Плотников и другие душой болеющие за родную культуру, кто вам мешает провести показательные уроки по родному языку и литературе в школах Чувашии? Идите в детские сады, в школы и проведите показательные, увлекательные уроки, оформите для широкого показа видеоуроки. Вот это будет конкретное дело.
Микула // 9259.3.8429
2020.11.28 18:38
Акапасар каллех аташать ,толшноҫра тӑраканнисем паян нимех те тӑваймаҫҫӗ,пӗр утӑм та хушмасӑр тумаҫҫӗ. Совещанисенче хӑсӑк килсен те лармалла,аллине килӗшмесен те ҫупмалла,ҫӳлтисене юрамалла та юрамалла. Микула налукне тӳллемесен толшноҫсем ӑҫта кайса кӗрҫ. Так что,Акапасар,ан суй, паян пӗтӗмпех микуласен чӑтӑмӗнчен килет пурнӑҫ. Микуласем мӗн тума кирлӗ ун пек толшноҫра йӗм ҫӗтсе ларансем тесрен хӑрас пулать. Чеерехисем тахҫанах укҫисене те майрисене те ют патшалӑхра тытаҫҫӗ. Акхальтен мар паллах. Ним те ҫуккисене нимех те тӑваймастӑн ҫав Акапасар. Академик ятне парса та лӑпланатаймӑн. Ӗненмеҫҫӗ текех сире.
2020.11.28 19:22
Аçтахар Плотников
Евразиец, почему мы этим должны заниматься? Вы же не просите к примеру сварщика испечь вам хлеб?
Как налоги платить, так со всех дерут, без разбора, а как родному языку учить, так будь добр сам подсуетись, так?
Да и при чем тут вопрос образования? Где оно затронуто? Не надо уходить от темы.
Станислав Убасси // 2767.55.5548
2020.11.28 20:36
ЧӐВАШ - ЙĂХСĂР-ТĔПСĔР ÇЫН!!! ҪАВӐНТА ҪИТЕТПӖР...

Хисеплӗ Олег Николаевич!

Акӑ ҫуркунне "перепись" текенни пуҫланать - пирӗн халӑх йышне те шутласа тухаҫҫӗ. Ҫавӑнта "тӑван чӗлхе" (РОДной язык) графа текенни пур.
Акӑ, куратӑр, нумай чӑваш "РОДной язык - русский" тесе ҫырнипе "национальность" тенине те "вырӑс" тесе ҫырать.

Анчах та РОД тени - РОДной (язык) сӑмах тымарӗ. Вара пирĕн ăру пуçĕсем, пирӗн асаттесем - "вырӑссем" пулнине паллӑртать!!! Логика туртӑмӗ.

Олег Николаевич, эсир хатӗр-и, пӗр 30% таран халӑх йышне ҫухатма (ӳстерес вырӑнне)?..

Станислав Убасси.
Orkoff // 2874.85.5319
2020.11.29 01:59
Boris Ch. пит аван каласа, орнаментализм пирки. Кун пек Уява васкаса тусан, вара «аташни» пулать. :) Аташсем хушшинче, тӗслӗхрен,темскерле «Республика на Волге» (уна ҫак фотопик пакетсем ҫинче те курма пулать. Е пирӗн республикӑн урӑх ят пулать-ши?
Валери ТУРГАЙ // 2376.96.7339
2020.11.29 05:25
А ты, уважаемый "евразиец", оказывается, совсем не знаешь (или делаешь вид, что не знаешь) о том, ЧЕМ занимается в последние 30-35 лет Тургай. Я же, к твоему сведению, ИМЕННО чувашскими детьми прежде всего и занимаюсь.
1. Начиная с 1996г. я при поддержке друзей и чиновников в течение многих лет проводил уникальный фестиваь поэзии для школьников "Ҫеҫпӗл Кӑвайчӗсем" (в последний раз провели в ноябре 2019г.)
2. Я постоянно до пандемии посещал сельские и городские школы Чувашии, Татарстана и Башкортостана.
3. По инициативе учителей Комсомольского р-на в 2018 и 2019г. в моем родном районе провели прекрасные "Тургаевские чтения" (в этом году помешал вирус).
4. Я давно активно дружу со школьниками с. Калинино Вурнарского р-на, Моргаушской, Шихазанской, Сеспелевской, Починокинельской, Яльчикской средних школ и т.д.
5. На встречах со школьниками и студентами я дарю им очень много книг, изданных мною на чувашском языке - Пушкина, Джалиля, Тукая, Гамзатова, Чехова, Мустая Карима, Кайсына Кулиева, Шевченко...
6. Пандемине ЭП шутласа кӑларман.
7. Пӗлсе калаҫ, "евразиец"! Ан чирле! Упра хӑвна!
Валери Туркай, Чёваш халӑх поэчӗ. 89278555480
ААксар // 3316.90.6532
2020.11.29 06:23
Тӗрӗ кунӗ пулни аван япала, никам та хирӗҫ мар. Ӑна мӗнле ирттерни вара чӑнах та шухӑшлаттарать. Автор ҫырнин 90 проценчӗпе килӗшетӗп. (Иртнине тӗпчени малашлӑха курманнипе ҫыхӑннӑ тенисӗр пуҫне). Театрта иртнӗ уявра хам пулман, телевизорпа ҫеҫ пӑхрӑм. Эп ӑнланнӑ тӑрӑх, унта йӗркеленӗ уява тӳре-шара хӑйне валли тунӑ. Сӗтел хушшинче чӑвашла пӗлмен чиновниксем кӑна пек туйӑнчӗ. Тен телевидени ӗҫченӗсем ятарласа вӗсене кӑна кӑтартрӗҫ? Элтепер чӑвашла сӑмах каланӑ чух вара вӗсем "ҫухалсах" кайрӗҫ. Тен тӳре-шарапа юнашар тӑлмач лартмалла пулнӑ? Вара уявне те тӑван чӗлхепе ирттерме пулатчӗ. Тӗрӗ уявӗнче чӑваш тӗрри вӑйӑ вылямалли япала ан пултӑрччӗ малашне.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем