Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аркадий Русаков: Шупашкар, Чӑн Шупашкар пулсам!

Аркадий Русаков01.12.2020 10:036216 хут пӑхнӑ

Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек. Сӑмахран, пирӗн Пушкӑрт республикинче пушкӑртла калаҫнӑ пек. Е Тутар республикинче тутарла калаҫнӑ пек.

Шупашкар урамӗсемпе утса пынӑ чухне эпӗ яланах хама Ӗпхӳ е Пушкӑртри ытти хуласен урамӗсемпе утса пынӑ пек туятӑп. Мӗншӗн тесен, Шупашкар урамӗсенче те Ӗпхӳри, Ҫтерлӗри е Мелевӗсри кӗре сӑн-питлӗ тутар-пушкӑртсем пекех кӗре сӑн-питлӗ ҫынсем васкавлӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе утаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ магазинсемпе организацисенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫынсем- пирӗн чӑвашсем иккенне ӑнланатӑн! Мӗншӗн тесен, вӗсен ҫамкисем ҫине, пирӗн авалтан килекен генсем, ҫуралнӑ-ҫуралманах, чӑвашсем иккенне палӑртса ҫырса хунӑ-ҫке. Манӑн е урӑх чӑвашӑн ҫамки ҫинчи пекех. Ҫавна пула Шупашкар чӑвашӗсенчен, Ӗпхӳпе Хусанри тутар-пушкӑртсем хӑйсен чӗлхипе уҫҫӑн калаҫнӑ пекех, чӑвашла калаҫнине кӗтетӗн те, анчах..., кӑлӑхах! Элле такамран вӑтаннипе, элле хӑранипе кунти чӑвашсем тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ! Е питӗ сайра калаҫаҫҫӗ, эсӗ вӗсемпе чӑвашла калаҫа пуҫласан ҫеҫ. Ҫакӑнтах кӑмӑл хуҫӑлать, тарӑхнипе: «Ӑҫта килсе лекрӗм?» — тесе уйлатӑн, «Шупашкарта мар-шим эпӗ?» — тетӗн. Тата, хурланнипе: «Эх, Шупашкар, чӑн шурӑ Шупашкар-и эсӗ е Чебоксары ҫеҫ-и?» — тесе те уйлатӑн, куҫран куҫҫуль тухас патне ҫитет.

Е, ҫитменнине, эсӗ — Пушкӑрт республикинче пурӑнаканскер, хуласемпе ялсенчи кашни урам ячӗсене те, тӗрлӗ организацисен ячӗсене те, ҫав шутра чӑваш ялӗсенче те, вырӑс чӗлхипе пӗрле пушкӑртла та ҫырнине курма хӑнӑхнӑскер, Шупашкарта ҫаксен ячӗсене чӑвашла ҫырнине курмастӑн. Аҫтахар Плотников ҫак сайтра 19-мӗш ноябрьте хӑйӗн: «Литература музейӗн ячӗ чӑвашланӗ-ши?» — ҫырнӑ евӗр. Литература музейӗн ятне те чӑвашла ҫырман пулсан, урӑх мӗн калӑн ӗнтӗ Шупашкар пирки? Апла пулсан, вӑл — Шупашкар мар пулса тухать паян, Чебоксары ҫеҫ. Статья авторӗ асӑннӑ ытти вырӑс регионӗсен шӗкӗр хулисем пек вырӑс хули. Чӑнах та, Шупашкар урамӗсенче чӑваш сӑн-питлӗ чӑвашсем утса ҫӳренине курмасан, хӑвна кунта пӗр-пӗр вырӑс хулипе пынӑ пек туйӑттӑн. Тӗрӗс ҫырать статья авторӗ, темле «ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна» пула Шупашкарта май ҫитнӗ таран чӑваш чӗлхине хӗсеҫҫӗ, тесе. Е тата, пире — ытти регионсенчен Шупашкара килнӗ чӑвашсене, хула влаҫӗсем чӑваш чӗлхипе сахалрах усӑ курасшӑн ҫеҫ мар — ӑна пӗтӗмпех пӗтерсе лартасшӑн пек туйӑнать. Кӳрентерет ҫакӑ. Мӗншӗн тесен, Шупашкар — тӗнчери пӗртен-пӗр чӑваш чӗлхипе культурине аталантаракан хула шутланать-ҫке. Ҫавна пула, Шупашкар чӑн Шупашкар пулнине курас килет. Пулмалла та!

Пӗррехинче, Шупашкартан киле таврӑннӑ май, Кӳкеҫри магазин умӗнче киле валли пӗр-пӗр чӑвашла кучченеҫ илес шутпа чарӑнтӑмӑр та, магазин умӗнче ялан тӑракан арҫынсене чӑвашла: «Аван-и, чӑвашсем!» — терӗмӗр. «О-о, Салават Юлаев!» — теҫҫӗ кусем пире, машинӑн 02 номерне курса. Кӑшт калаҫса тӑтӑмӑр, Пайтул Искеев кам пулни ҫинчен те сӑмах майӗпе ыйтрӑмӑр. Пӗри ҫеҫ пӗлчӗ, ыттисем ун ҫинчен илтмен! Шупашкар канихвечӗсене темиҫе пачка илтӗмӗр те малалла кайрӑмӑр. Пире Чӑваш Республикинчи чӑвашсем те Пугачевӑн Салават Юлаев полковник паттӑрӗ ҫинчен пӗлни, ҫав вӑхӑтрах ҫак паттӑр пекех чӑвашсен Степан Разинӑн Пайтул полковник паттӑрӗ ҫинчен пӗлменни питӗ тӗлӗнтерчӗ тата хурлантарчӗ. Тепӗр енчен, кунта тӗлӗнмелли ним те ҫук ӗнтӗ. Хурланмалли вара юлать. Ӑнлантарам. Ӗпхӳ витӗр чукун ҫулпа поездпа иртсе каякансем те, хулана кӑнтӑр тата анӑҫ енчен машинӑпа килсе кӗрекенсем те Шуратӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ ҫинче тӑракан Салават Юлаевӑн мӑнаҫлӑ мӑнӑ та ҫӳллӗ монументне асӑрхамасӑр иртсе кайма пултараймаҫҫӗ. Астӑватӑп-ха, пире ҫарти учебкӑна Владивостока илсе пырсан, пӗр офицер эпир ӑҫтан иккенне ыйтрӗ те: «Сирӗн Ӗпхӳ хули витӗр поездпа иртсе кайнӑччӗ эпӗ, лаша ҫинче ларакан Салават Юлаевӑн палӑкне курнӑччӗ», — терӗ. Илсе кӑтартнӑ тӗслӗх Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче те ҫак пушкӑрт паттӑрне пӗлни ҫинчен калать, мӗншӗн тесен Ӗпхӳре унӑн монуменчӗ пур. Е Пайтул Искеевӑн, е Кӑтракӑн, е Аттилӑн, е Кӑпратӑн, е Челпирӗн монуменчӗ Шупашкарта пур-и? Каламасӑрах паллӑ, ҫук. Ҫавна пула чӑвашсем, пушкӑрт паттӑрӗ ҫинчен пӗлнӗ вӑхӑтрах, хамӑрӑн чӑваш паттӑрӗсем ҫинчен пӗлмеҫҫӗ! Намӑс! Кӳкеҫ чӑвашӗсем Салават Юлаев ҫинчен пӗлнин сӑлтавне Ӗпхӳре ҫак паттӑр ячӗллӗ аслӑ лигӑри ҫӗршывӗпе паллӑ хоккей команди пурри те уҫса парать ӗнтӗ.

«Шупашкар, чӑн Шупашкар пулсам!» — тесе калас килет. Хула влаҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтрах, хӑйсен тивӗҫне ӑнланса илсе, чӑваш чӗлхи енне хӑйсен мал енӗсемпе ҫаврӑнассине, шкулсенче республикӑн патшалӑх чӑваш чӗлхине тивӗҫлӗн вӗрентме пуҫлассине шанас килет. Шупашкар чӑвашӗсем те чунпа хӑюллӑрах пулассине, малашне тӑван чӗлхепе калаҫма хӑрамасӑр пурӑнассине курас килет. Шупашкар, ма тесен, Чӑвашьенӗн шӗкӗр хули, ҫӗршыври кашни чӑвашшӑн — чӑваш хули. Урӑх кун пек хула тӗнчере ҫук.

 

Аркадий Русаков, Пушкӑрт Республики

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 9656.0.4795
2020.12.01 11:31
Agabazar
Охатер Томеев — Салават Юлаевпа тан е унран та хăватлăрах паттăр.
Вĕрентекен // 2648.22.2483
2020.12.01 21:02
лайăх çырнă, чунтан-вартан
Варык // 1726.84.3785
2020.12.02 10:29
Ан та кала ,Аркадий. Тем пулчĕ чăваша.Ьаван чĕлхене хисеплеместь.Здрастье тесе вĕрентме хăсан пуçланă чăваш шкулĕнче?.Яковлев вăхатенче?.эпир те здорова тесе саламланă çамрак чухне.Халь кама айаплăпар?.
Микула // 9259.3.8429
2020.12.02 18:32
Тен Чебоксары вырӑнне вырӑсла та Шупашкар тесе йӑшӑнтармалла? Малтанхи паллӑ утӑм пултӑр.
Agabazar // 1103.26.1279
2020.12.04 08:04
Agabazar
Вырăсла Шупашкар пулаймасть. Мĕншĕн тесен вырăсла — ШуБашкар.
Вот и // 1977.69.9930
2020.12.14 19:41
эсир пурте аптранă кăвакал пек хăтланатăр-калаçатăр... Аптранă кăвакал мĕнле чăмнă тет шыва?
атика // 9787.2.0452
2020.12.20 13:44
вот и,эс килте те юлашки чăваш пуль,чĕрĕ пулă шыва хирĕç ишеть вилли шыва май ,Шупашкара Шупашкар тесе йышăнас пулать,иккĕлĕ пулмалла мар,çурмалла мăн хырăмлă хĕрарăм пек,пĕринпе Шупашкар тепринпе чебоксар,

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем