Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрий Яковлев: «Иртни пирки тимлесе шухӑшлама пуҫласан иртни вӑранма пуҫлать»

Юрий Яковлев07.10.2021 20:193763 хут пӑхнӑ

(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)

2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Горький ячӗпе хисепленекен МХАТ-ра А.Г. Дугин «Метафизика Синей Птицы» лекци вулать (14 лекцирен тӑракан «Онтология и антропология театра» ярӑмран). Ӑна 1905 ҫулта ҫырнӑ бельги ҫыравҫын тата философӗн Морис Метерлинкӑн «Сенкер Кайӑк» пьесине халалланӑ. «Пьесӑсен пьеси. Кайнисен тӗнчи пирки, ӗмӗр чӗрӗ архетипсен тӗнчи пирки, хӑватсен чӗмӗсем вӑранни пирки каланӑ тарӑнран тарӑн, философилле, неоплатоникла халай/сӑмах» («Пьеса пьес. Глубинное, философское, неоплатоническое послание о мире мертвых, о мире вечных архетипов, о пробуждении духов стихий». – Дугин А.Г. Формирование нашего сознания через русский театр. Студия «Аврора», 2020 г.).

«Вилнисем ҫук, вилӗм те ҫук», — тесе ӗненнӗ Метерлинк.

А.Г. Дугин лекцийӗнчен:

«Тильтильпе Митиль вилнисен тӗнчине ҫитеҫҫӗ. Ку вӑл шаман тӗнчен тӗрлӗ сийӗсене ҫул ҫӳренин классикӑлла пуҫламӑшӗ. Малтан ачасем аслашшӗпе асламӑшӗ пурӑнакан ҫӗре лекеҫҫӗ. Кунтах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ пиччӗшӗ-шӑллӗсем, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем. Вилнисен тӗнчи – чун тӗнчине кӗни. Ку ҫул ҫинче йӑх-несӗл патне лекетӗнех. Вӗсем пулман пулсан эпир те пулман пулӑттӑмӑр. Эпир вӗсен папаккисем. Вилнисемпе хутшӑнни – иртни-аваллӑх ҫӗршывне кайни. Аса илӳ ҫӗршывӗ – иртнин ҫӗршывӗ. Вилнисем унта ҫывӑраҫҫӗ. Вӗсене аса илсен – вӗсем вӑранаҫҫӗ. Вӗсем нихҫан та вилмеҫҫӗ. Тарӑн ыйха путса вӗсем вӑрах ҫывӑраҫҫӗ. Анчах вӗсем ялан вӑранма пултараҫҫӗ. Вилнисем кӑна мар – иртни те ҫавах. Иртни пирки тимлесе шухӑшлама пуҫласан иртни вӑранма пуҫлать. Вӑранать тени кунта ытарлӑ-сӑнарлӑ калани мар: иртни чӑнласа вӑранать. Ҫапла вышкайсарла вӑйлӑ шухӑшлавӗ Метерлинкӑн. Иртни, пирӗн истори, пирӗн кайнисем, пирӗн йӑх-несӗлсем – вилмен. Вӗсем ҫывӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫине пирӗн тимлӗх пайӑрки ӳксен, эпир вӗсене хамӑр чунӑн черчен вучӗпе сӑйласан – весем пире чун апачӗпе – ҫенӗ пӗлтерӗш-тупсӑмсемпе тавӑраҫҫӗ. Иртни чӗрӗ. Иртни ҫывӑрать кӑна. Ҫавӑнпа эпир иртнине тавӑрма пултаратпӑр. Иртнине тавӑрма ҫук теҫҫӗ. Иртнине тавӑрма пулать. Иртнине эпир юрататпӑр пулсан, иртнине эпир хаклатпӑр пулсан, иртни патне пирӗн чун уҫӑлать пулсан, иртнинче пайта-тупӑш шырамастпӑр пулсан – иртни вӑранать. Эпир историн кирек хӑш самантне те вӑратма пултаратпӑр. Эпир хамӑр йӑх-несӗлсене тавӑрма пултаратпӑр. Чӗрӗлӳ (Возрождение) – антикӑна (античность) тавӑрни пулнӑ. Вӑтам ӗмӗр (Средневековье) вӗҫӗнчи ҫынсене малтанрах мӗн пулни шухӑша янӑ. Вӗсем аса илӳ ҫӗршывне тавӑрнӑ. Паян эпир чӗртсе тӑратнӑ антика мӗлкисемпе пурӑнатпар. Антика ҫӗнӗрен ҫуралнӑ, ӑна Ренессанс тетпӗр. Антика пирки шухӑша кайнӑ итальянсен юратӑвӗ тунӑ ҫак ӗҫе. Ку вӑл аса илӳсен ҫӗршывне ҫул ҫӳрени. Кайнисен ҫӗршывне ҫул тупмалла кӑна. Ҫул тупсан эпир кайнисене вӑратма пултаратпӑр. Ҫакна каласшӑн Метерлинк хӑй пьесипе».

(Куҫарӑвӗ ман. – Ю.Я.).

Пирӗн Анатолий Иванович Миттов художник кайнисен ҫӗршывне ҫул тупнӑ кӑна мар – вӑл вӗсен шаннӑ ҫынни пулнӑ:

«Тул ҫутӑлса килӗ, мӑшкӑл курнисем йӑл кулӗҫ, ҫемҫе кӗвӗ шӑранӗ. Тен, эп телейлӗ пулӑп. Пур пулнишӗн телейлӗ пулӑп. Ҫакна курнишӗн телейлӗ пулӑп, вӗсемпе пӗрле пулнишӗн телейле пулӑп. Тӗттӗмпе ҫутӑ чиккинчен тухнӑ мӗлкесем, тен, ку тӗнчене йышӑнӗҫ. Лешсем вара пӗр йӗрсӗр-мӗнсӗр ҫухалӗҫ. Пушӑлӑхра, тӗттӗмлӗхре ҫухалӗҫ. Эп, мӗлкесен шаннӑ ҫынни, тен, чӗмпе ҫирӗп мар – макӑраҫҫӗ вара мӗлкесем. Ашпа юна чӗм (дух) пултарнӑ. Ашпа юн – чӳк парни».

«Наступит просветление ночи, улыбнутся униженные, потечет мягкая мелодия; быть может, счастлив буду я, что есть я, что я увидел это, что вместе в ними. Тени, вышедшие из границы мрака и света, быть может, заселят этот мир, а те уйдут бесследно, в ничто, быть может, в мрак. Быть может, я, доверенный здесь, нестоек духом, и плачут тени. Мясо и кровь – творение духа, жертвоприношение». (Миттов А.Граница мрака и света. – МИТТОВ (1932-1971). Воспоминания, стихотворения. Очерки, художественно-критические статьи. Дневниковые записи, рассказы, стихи художника. Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1990. С. 135.).

Эпир, чӑвашсем, паянхи кун та ваттисене асӑнатпӑр. Анчах темшӗн Миттов ӗҫӗсенче ваттисене курмастпӑр. «Пахчари каҫхи апат» тесе ят панӑ «Чӑваш аваллӑхӗ» ярӑмри ӳкерчӗке (1965). Вӑл – эпир ваттисене хывсан вӗсем чӗрӗлни пирки. (Асӑрхӑр: апат панӑ май вӗсен куҫӗсем ҫуталса пыраҫҫӗ.). Метерлинк пьесинчи пекех: «Иртни, пирӗн истори, пирӗн кайнисем, пирӗн йӑх-несӗлсем – вилмен. Вӗсем ҫывӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫине пирӗн тимлӗх пайӑрки ӳксен, эпир вӗсене хамӑр чунӑн черчен вучӗпе сӑйласан – весем пире чун апачӗпе – ҫенӗ пӗлтерӗш-тупсӑмсемпе тавӑраҫҫӗ. Иртни чӗрӗ. Иртни ҫывӑрать кӑна. Ҫавӑнпа эпир иртнине тавӑрма пултаратпӑр».

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем