Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене уйрӑм е уйрӑм мар ҫырасси, мӗнле сӑмахсемпе усӑ курасси е вӗсемпе усӑ курма пӑрахасси пирки тӗрлӗ чӑвашла информаци хатӗрӗсенче, ҫав шутра чӑваш халӑх сайчӗнче те, тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Чӗлхе ҫинчен тӗрлӗ шайри ӑсчахсем те, ман пек ахаль чӑвашсем те калаҫаҫҫӗ. Кашнин каланинче чун ыратӑвӗпе пӗрле тӑван чӗлхене пулӑшас тени сисӗнет. Чӑваш халӑх сайчӗн яланхи вулаканӗ пулнӑ май, эпӗ те ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калас тетӗп. Мӗншӗн тесен, эпир ҫак дискуссисем урлӑ пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлнин усси пур пек маншӑн.
Кашни чӗлхе хӑйӗн историлле аталанӑвӗнче, авалтан килекен шалти шӑнӑрне ҫухатмасӑр, тӗрлӗ ҫӗнӗ сӑмахсене те илетех, паллах. Пирӗн пин-пин ҫулхи пуян чӑваш чӗлхи те ҫав шутра. Юлашки ӗмӗрте чӑваш чӗлхине кӗнӗ ҫӗнӗ сӑмахсенчен ытларахӑшӗ, паллах, ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине ҫеҫ мар, вырӑс чӗлхине те кӗрсе тулнӑ та паян ҫак чӗлхесенчи чӑн сӑмахсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Комбайн, трактор, космос, ракета, космодром, телевизор, радио, компьютер, телефон, редакци, сайт, типографи, библиотека, искусство, культура тата ытти те, тата ытти те..... Чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсем те чылай: больница, страница, очерк, телевидени, словарь, летчик, моряк, самовар, утюг ...... Ҫакӑн пек сӑмахсем чӗлхене пуянлатаҫҫӗ ҫеҫ.
Анчах, ҫак вӑхӑтрах, вӗсен чӑвашла синонимӗсем те пур. Сӑмахран: член общества — пӗрлӗх пайташӗ, ученый — ӑсчах, ӑслай; больница — сыватӑш, тухтӑр; библиотека — вулавӑш, лечебница — сиплевӗш, лекарство — эмел е тару; училище — сӗреп, учительница — вӗрентӳҫӗ, страница — хутъен, очерк — тӗрленчӗк, телефон — инҫесас, радио — хумсас, передача — кӑларӑм, словарь — сӑмахсар, сборник — пухмач, служба — хӗсмет, военная служба — ҫар хӗсмечӗ; редактор — тӗремен, роман — сӑскан, легенда — хавха, поэма — сӗлтӗр, статья — хайлав, хӑтав; предисловие — умсӑмах; повесть — халлап, сказка — юмах, басня — юптару, баллада — уйланӑш, поговорка — каларӑш, предложение, фраза, речь — пуплев; запятая — чарӑну палли, стихотворение — сӑвӑ, куплет — ҫаврӑм, рифма — састаш, ритм — ҫемӗ, аккорд — янӑрав, музыка — кӗвӗ, песня — юрӑ, искусство — ӳнер, акцент — сасӑ пусӑмӗ, содержание — ӑшлӑх, форма — капӑш е хурмӑ, словооборот — сӑмах элки, методика — меслет, перо — калем, критик — шӑлламас, тиркевҫӗ; искусство — ӳнер, космос — уҫлӑх, океан — талай, эпоха — ахрӑм, горизонт — куҫкурӑм, инициатива — пуҫару е пуҫарулӑх, авторитет — сум, мастер — ӑста, ремесленник — алӑ ӑсти; юфть — сӑран, летчик — вӗҫевҫӗ; размер, величина — пысӑккӑш тата ытти те...... Уровень самосознанния сӑмахсем те чӑвашлана хӑйӑнлану шайӗ тесе куҫарӑнаҫҫӗ, мировозрение — тӗнчекурӑм, решение — йышӑну, перестройка — ҫӗнйӗркелӳ, уголовное дело — пуҫиле ӗҫ, приговор — хасӑлав, приговорил — хасӑланӑ пек илтӗнеҫҫӗ......
Ҫакӑ нумай-нумай техника, ӑслӑлӑх, литература, поэзи тата пурнӑҫӑн ытти енӗсенчи сӑмахсене чӑвашла та калама пултарни, пирӗн чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесенчен ним енчен те чухӑнрах пулманни ҫинчен каламасть-и-ха? Ҫавна пулах мар-и-ха, аслӑ ӑрури ҫынсем физикӑпа химие те, алгебрӑпа геометрие те, географипе историе те ҫӗршыв шкулӗсенче вӗсене вырӑсла ҫеҫ вӗрентме хушичченхи ҫулсенче чӑвашла вӗрентӳ кӗнекисем тӑрӑх вӗрентни ҫинчен калаҫҫӗ? Ҫакӑ, паллах, чӑваш чӗлхинче те ҫак предметсен вӗрентӳ кӗнекисене ачасемшӗн ӑнлануллӑ ҫырмалӑх сӑмахсем ҫителӗклӗ пулни ҫинчен калать. Пире те, сӑмахран, пиллӗкмӗш класра математикӑна чӑвашла ҫырнӑ вӗрентӳ кӗнекипе вӗрентме пуҫланине, анчах кайран вырӑсла кӗнеке ҫине куҫарнине астӑватӑп. Предметсене чӑвашла вӗрентессине вырӑс чӗлхи ҫине куҫарни аслӑ шкулсене е техникумсене вӗренме кӗнӗ чухне вырӑс чӗлхипе ҫеҫ экзамен памаллипе ҫыхӑннӑ пуль те-ха, анчах унччен мӗнпур шкул предмечӗсене чӑваш чӗлхипе те вӗрентме пултарни чӑваш чӗлхи чухӑн мар иккенне пурпӗрех калать пире.
Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн пин-пин ҫулхи вӑрӑм историйӗнче, Месопотамипе Египет тапхӑрӗнчен пуҫласа, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн тапхӑрӗччен тӗрлӗ цивилизацисемпе ҫыхӑнса аталаннӑ. Ҫавӑнпа унӑн чӗлхи те мӗн авалтанах пуян пулнӑ. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсенчен нумай халӑхсем хӑйсен чӗлхисене ҫӗнӗ сӑмахсем илнӗ. Мӗншӗн тесен, сӑмахран, Н.Я.Марр тӗнчипе паллӑ академик ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, чӑвашсем Месопотами шумерӗсен паянхи пӗртен-пӗр тӑхӑмӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Урӑхла каласан, шумер чӗлхи паянхи чӑваш чӗлхин авалхи мӑнаслашшӗ пулса тӑрать. Шумерсем вара тӗнчере пӗрремӗш патшалӑха йӗркелекен пысӑк культурӑллӑ халӑх пулнӑ. Ҫавна пула вӗсен чӗлхи те, ытти авалхи община йӗркипе пурӑнакан халӑхсен чӗлхисемпе танлаштарсан, чылай пуянрах пулнӑ. Пуян шумер-чӑваш чӗлхинчен авалхи кӑнтӑр Европа халӑхӗсен чӗлхисене те, Ази халӑхӗсен чӗлхисене те нумай сӑмах кӗнӗ. Ҫапла каланине ҫак авалхи халӑхсен паянхи тӑхӑмӗсем пулакан Европӑпа Ази ҫыннисен чӗлхисенчи чӑвашла пек нумай сӑмахсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Анчах ҫакӑн пирки пиртен нумайӑшӗ чӑваш чӗлхине ӗлӗк ытти халӑхсенчен нумай сӑмах кӗнӗ пек, шумер-чӑваш чӗлхинчен ытти халӑхсен чӗлхисене нимле сӑмах та куҫман пек йӑнӑш ӑнланать. Ҫакӑ, паллах, пирӗн чӑваш пуҫсене пӗчӗкренех кӗрсе ларнӑ катӑклӑх кӑмплексӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑннипе пӗтӗмпех урӑхла пулнӑ. Тӗрӗссипе, ытти халӑхсен чӗлхисене авалхи чӑваш мӑнаслашшӗсем пулнӑ пуян чӗллхеллӗ шумерсен нумай-нумай сӑмахӗсем кӗнӗ пек ӑнланмалла. Ма иккенне каларӑм.
Чӑвашсем мӗн авалтан металл ӗҫне лайӑх пӗлнӗ. Ҫакӑн ҫинчен нумай металсен чӑвашла ячӗсем калаҫҫӗ: олово — тӑхлан, ртуть — йӗс кӗмӗл, медь — пӑхӑр, свинец — тӑхлан, железо — тимӗр, золото — ылттӑн, серебро — кӗмӗль, латунь — йӗс, сталь — хурҫӑ, бронза — туй пӑхӑр тата ытти те. Авалхи чӑвашсем метала шӑратса ирӗлтерме (плавка), шӑратса ҫыпӑҫтарма (сварка), хӗртме (обжиг), туптама (ковка), сыпма (клепка), хурҫа хӗртсе хытарма (закалка стали), хӗҫсемпе ҫӗҫӗсене хӑйрама (точить) тата ытти металл ӗҫӗсене тума та ӑста пулнӑ. Металтан кил-ҫурт хатӗрӗсене те, вӑрҫӑ хатӗрӗсене те тунӑ. Ҫакна пула ӗлӗкхи вӑрҫӑ хатӗрӗсен пурин те чӑвашла ячӗсем пур: оружие — кӑрал, щит — хулкан, шлем — сапар, кольчуга — кӳпе, накидной военный плащ — юпӑнча, экипировка — эккемет, кинжал — анкар, копье — сӑнӑ, тӗрен; стрела — ҫӗмрен, йӗп; мешок для стрел — йӗнӗ, укҫу, лаккай; тяжелый меч — алтаспан, боевой топор — хӑрт; дубина, булава — чукмар; нож — ҫӗҫӗ, ножик — пекӗ, клинок — хӗҫӗн ҫивӗччӗш, пушка — тупӑ, ружье — пӑшал, шпора — кача тата ытти те....
Вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ сӑмахсен те пурин те чӑвашла ячӗсем пур: армия — ҫар, резервная армия — чаправ, кавалерия — утлӑ ҫар, паянхи дивизипе пӗрпек ҫар — тӳмен, таман; полкпа пӗрпек ҫар — пинпи; ун ҫарпуҫӗ — пинпӳ, отделенипе пӗрпекки — вунпи, ротӑпа сотня пекки — ҫӗрпи, дружина — тӗкӗрт, знамя — элем, полководец — канар, ҫарпуҫ; ординарец — аккурт, комендант города или лагеря — пуратурхан; разведчик — йӗртаул, воин — ҫуйӑҫ, дружинник — эккел, гвардеец — сардухай, воинское звание — чӗнӗм, ҫар чӗнӗмӗ; башня — турул, приказ — тӑпач, пароль — тайсса, крепость — карман, ров — шӳлме, ур; вал — карман тӗкки, застава — сӗнтӗр; военное поражение — харап, оборона — хӳтӗлев, граница — чикӗ, дуэль — ырал, защита — тамӑр,боевой рог — кавал, боевой клич „вперед!“ — хахайт! тата ытти те......
Пирӗн мӑн асаттесем, мӗн кивӗ эрӑри Месопотамирен пуҫласа, патшалӑхсемпе пурӑннӑ. Хронологи йӗркипе кусем — ҫаксем: Месопотамири Шумерте — кӑнтӑрти шумер-чӑвашсен Чашшар тата ҫурҫӗрти шумер-сӑварсен Субарту патшалӑхӗсем; авалхи чӑваш мӑнаслашшӗсем Гунсен ҫӗршывӗнче (державинче) пурӑннӑ тапхӑрта — Китай ҫумӗнчи Чашшар (Шубаши, китайла — Субейси) патшалӑхӗ; Кавказра — Чӑвашӑрат пиклӗхӗ (провинция Чувашрот), ҫӗнӗ эрӑн пуҫламӑш ӗмӗрӗсенчи Каспи тинӗсӗн анӑҫ ҫумӗнче вырнаҫнӑ Сӑвар патшалӑхӗ; Атиллӑн Европӑра вырнаҫнӑ Гунсен хӑватлӑ импери ҫӗршывӗ (держави) е империйӗ; каярахпа — кӑнтӑр-анӑҫ Европӑри Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ; Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ. Ылтӑн Урта вӑхӑчӗни йывӑр тапхӑрта та чӑвашсем пӗр вӑхӑт уйрӑм Чаллӑпа Черемшан провинцине йӗркелесе пурӑнма вӑй ҫитернӗ. Ӗлӗкхи чӑвашсем яланах хӑйсен патшалӑхӗсене йӗркелесе пурӑнма тӑрӑшнӑран вӗсен патшалӑхра усӑ куракан тӗрлӗ чӑвашла сӑмахӗсем те пулнӑ. Сӑмахран: эль — родина, страна; патшалӑх — государство, пиклӗх — княжество; пик, турхан — князь; эльтепер, патша, тӑрӑн, эльпуҫ — царь; ялик пике-царевна, кӑнар тикки — царевич, наследник царя; эльпи — принцесса; астул — престол, ар — господин, достойный мужчина; пике — дама, мӑчавар-жрец, шарал — советник царя, тамӑр — соратник, хӑрхӑм — пленная женщина, артаклӑ вӑхӑт — мирное время..... Вырӑс патшалӑхне лексен чӑвашсем воеводӑна хамӑрла вӑйпут тенӗ. Авалхи чӑвашсем тӗрлӗ истори тапхӑрӗсенче хӑйсен патшалӑхӗсемпе пиклӗхӗсенче пурӑнни вӗсен культура шайӗ те ҫӳлте пулни ҫинчен, вӗсем илемлӗхе хаклама пӗлни ҫинчен калать. Ҫакна бриллиант сӑмах чӑвашлана кевер чул пек куҫарӑнни те, агат сӑмаха — ахах, жемчуг сӑмаха — ӗнчӗ, коралл сӑмаха — мерчен, бусы сӑмаха — шӑрҫа, ожерельене — мӑй ҫыххи тени те кӑтартать. Урӑхла каласан, пирӗн мӑнасаттесемпе мӑнасаннесем ӗлӗк „тӗттӗм“ халӑх пулман.
Врач пулнӑ май, эпӗ нумай медицина терминӗсем те чӑвашла куҫарӑннине куратӑп. Кашни ҫын органӗн чӑвашла ячӗсем пур: сердце — чӗре, кровеносный сосуд — юн тымарӗ, пульс — юн таппи, артериальное давление — юн тымар пусӑмӗ, легкие — ӳпке, трахея — типӗ пыр, горло — карланкӑ, желудок — вар, селезенка — сулӑ, живот — хырӑм, почки — пӳре, печень — пӗвер, головной мозг — пуҫ ними, глазное яблоко — куҫ улми, зрение — курав, слух илтев, кишечник — пыршӑлӑх, пуповина — кӑвапа пырши; пупок — кӑвапа, тонкая кишка — ҫӳхе пыршӑ; слепая кишка — сукӑр пыршӑ, брыжейка — ҫурхах; мочевой пузырь — шӑк хӑмпи, сустав — сыпӑ, икры ног — ура хырӑмӗсем, бедро — пӗҫӗ, голень — чӗркуҫҫи, локоть — чавса, пятка — ура кӗлли, ступня — тупан, ладонь — аллаппи, сухожилие — шӑнӑр тата ытти те, тата ытти те...... Нумай чирсен ячӗсемпе сиплевӗш ӗҫӗнчи сӑмахсем те чӑвашла куҫарӑнаҫҫӗ: эпилепсия — тытамак, инсульт — шалккӑм, ангина — пыр шыҫҫи, пневмония — ӳпке шыҫҫи, фурункул — ҫӑпан, ринит — сунас, гной — пӳр, болезнь — чир, амак; бред — аташу; сознание, рассудок — ӑн; психика — ӑстӑн; ум, разум — ӑс; ӑслав, уйлав — мышление, сколиоз — асат, женщень — имлӗ тымар, горицвет — ӑншӑрт курӑкӗ тата ытти те ..... Ытти медицинла чӑваш сӑмахӗсене хӑвӑрах аса илме пултаратӑр.
Тимӗрлӗхри, выльӑх пӑхнӑ ӗҫри, тырпул ӳстерес ӗҫри, килти пир-авӑр ӗҫӗнчи, апат хатӗрлес ӗҫри, кил-ҫуртри тӗрлӗ ытти ӗҫри ӗҫ хатӗрӗсен тата тумтирӗн, вӗсен кашни пайӗн чӑвашла ячӗсем пурри ҫинчен каламалли те ҫук ӗнтӗ! Техника аталанӑвӗ малалла пынӑ май, халӗ ӗлӗкхи нумай ӗҫ хатӗрӗсен ячӗсем манӑҫа тухса пыраҫҫӗ, ҫамрӑксем вӗсен ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Сӑмахран, лаша кӳлсе тӑварма та халӗ кашни ҫамрӑк ҫын пултараймасть. Хула ҫамрӑкӗ ҫеҫ мар, ял ҫамрӑкӗ те! Компьютерпа, иномарка машинӑсемпе туслӑскерсем, вӗсем йӗвен, тилхепе, йӗнер, йӗнерчӗк, пӗкӗ, хӑмӑт, урапа тӗнӗлӗ, хахулла..... мӗн иккенне пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрсем ӗнене мӗнле енчен ларса сумаллине те пӗлмеҫҫӗ. Пурнӑҫ ҫав енне кайрӗ ӗнтӗ. Анчах ҫакӑ эпир хамӑрӑн халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫӗнчи сӑмахӗсене пачах та пӗлмелле маррине пӗлтермест, тесшӗн эпӗ. Унсӑрӑн, ҫав сӑмахсемпе усӑ курса ҫырнӑ „Ӗмӗр сакки сарлака“, „Хура ҫӑкӑр“...... кӗнекесенче мӗн ҫырнине те пыра-киле ӑнланма пӑрахмӑпӑр-и? Е тата халӗ паянхи чӑваш ҫыравҫисенчен чылайӑшӗ историлле сӑскансемпе (романсем), халлапсем (повестьсем), сӗлтӗрсем (поэмӑсем) ҫыра пуҫларӗҫ. Вӗсем унта авалхи чӑваш вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе патшалӑхри титул ячӗсене асӑнаҫҫӗ, вӗсемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Эпир ҫак сӑмахсене пӗлмесен, ҫав ҫырав ӗҫӗсенче мӗн ҫырнине кирлӗ пек тарӑннӑн ӑнланма та пултараймӑпӑр, тесе каласшӑн эпӗ. Ҫакӑ тӗрӗс иккенӗ каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.
Тата вӗсем пирӗн халӑхӑн пуян еткерлӗхӗпе мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек эпӗ асӑннӑ историлле сӑмахсем паянхи чӑваш чӗлхинче упраннипе пулни вӑл вӑйлӑ аталаннӑ чӗлхе пулнине ҫеҫ кӑтартать. Тата паянхи ӑнлавсемпе ӑслӑлӑх, техника терминӗсен чӑвашла синонимӗсемпе те эпир калаҫура анлӑн усӑ курни пирӗн чӗлхене ним енчен те сиен кӳмӗ. Пуянлатса илемллетӗ ҫеҫ ӑна. Ҫавӑнпа эпир вӗсемпе хамӑр хушӑри калаҫура та, телекурӑмра та, вӗрентӳре те паянхинчен ытларах усӑ курмалла. Сӑмахран, пушкӑртсем пек. Вӗсем телекурӑм кӑларӑмӗсенче тап-таса пушкӑртла калаҫаҫҫӗ.
Пушкӑрт республикинче пурӑннӑ май, эпӗ кунти тӗрлӗ вӑтам тата аслӑ вӗренӳ шкулӗсенче те, администраци ҫурчӗсенче те алӑксем ҫинчи пӳлӗм ячӗсене яланах вырӑсла та, пушкӑртла та ҫырса палӑртнине куратӑп. Ҫакӑн пирки хамла пӗтӗмлетӳ тӑватӑп. Пушкӑртла ҫырнисенче пӗр пушкӑртла мар сӑмах те курмастӑн. Пурте пушкӑртла ҫеҫ. Пушкӑртсем „Столовая“ тенине те, „Кафедра истории“ тенине те, „Заместитель начальника“ тенине те, „Институт искусств“ тенине те, „Главный врач“ тенине те, „Туалет“ тенипе тата ыттине те пушкӑртла ҫеҫ сӑмахсемпе палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫакӑншӑн яваплӑ ҫынсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑнпа пушкӑрт мар ҫынсене хӑйсен пушкӑрт чӗлхи пуян та аталаннӑ чӗлхе пулнине кӑтартаҫҫӗ. Сӑмахран, „истори“ сӑмаха вӗсем „тарих“ тесе куҫараҫҫӗ тата ытти те....
Пирӗн чӑваш чӗлхинче те ун пек сӑмах пурах ӗнтӗ, ӑна аса ҫеҫ илмелле. Мӗнле вӑл? Пӗлмесен, ҫакӑн ҫинчен пиртен нумайрах пӗлекен чӑваш чӗлхи ӑсчахӗсенчен ыйтмалла. Вӗсем ӑна тата ытти эпир пӗлмен вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ сӑмахсене пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Ӑсчахсем, чӗлхешӗн ҫапла майпа тӑрӑшса, унта унччен пулнӑ сӑмахсене упраса, хальхи тӗрлӗ ӑнлавсемпе терминсене чӑвашла сӑмахсемпе ҫӗнетсе, малалла аталантараҫҫӗ. Тавах вӗсене! Ҫӳлте эпӗ асӑннӑ сӑмахсене те пурне те чӑваш сӑмахсарӗсене (словарӗсене) кӗртмелле. Вӗсене те чӑваш халӑхне кӑтармаллах. Хисеплӗ М.И.Скворцовӑн вырӑсла-чӑвашла сӑмахсарне хурламастӑп, анчах ӑна чӑвашла сӑмахсемпе пуянлатса ҫӗнетмелли ҫинчен ҫеҫ калатӑп. Сӑмахран, пыл хурчӗн вӗллине хуртсем вӗҫсе кӗмелли „летокне“ чӑн чӑвашла „кӗйӗ“ сӑмахпа палӑртмалла тата сӑмахсарти ытти вырӑсла ҫеҫ ҫырӑннӑ сӑмахсене те. Ҫапла майпа чӑваш чӗлхине пуянлатмалла, ӑна хӑйӗн тулли пуянлӑхӗпе ҫын ҫине тӗрлӗ майпа кӑлармалла. Ҫакӑн пек авалхи чӑваш сӑмахӗсем тата паянхи ҫӗнӗ чӑваш сӑмахӗсем пирӗн чӗлхере ниепле те ытлашши мар. Вӗсем малашне те унта пулмалла, ҫултан-ҫула куҫса пымалла. Ҫакӑ эпир хамӑра хисеплеме пӗлнине ҫеҫ кӑтартӗ.
Вырӑссен ӑслӑ ҫыннисем те вырӑс чӗлхинчи нумай сӑмахсене акӑлчан сӑмахӗсем хӗссе кӑларнӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ. Эпир те — чӑвашсем, хамӑрӑн пуян тӑван чӗлхене упраса малалла аталантарасшӑн тӑрӑшмалла, тесшӗн эпӗ. Ҫакӑн енӗпе ырӑ тӗслӗхе кӳршӗ пушкӑрт, вырӑс тата ытти халӑхсенчен илмелле. Хамӑр та ҫак енӗпе айван пулмалла мар.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Энциклопедилле статьясем çырса вырнаçтарма Аçтахар порталĕнче те (Чувашорг) май пур.
Сергей Пятаков // 1204.90.3105
2022.04.25 08:53
Автор вăл е ку сăмаха вырăсларан чăвашла куçараймасан мĕнле куçармалли çинчен чĕлхеçĕсенчен ыйтса пĕлмелле тесе çырать Ку тĕрĕс ĕнтĕ, анчах та вĕсем те йăнăшсем тукалаççĕ. Тĕслĕхе, паян Наци библиотекинче юлашки вахăтра тухнă словарьсен хăтлавĕ пулать. Унан кун йĕркинче ''тухса калаçакансем'' тесе çырнă. Чĕлхеçĕшĕн вăл каçармалла мар йăнăш. Çынсем ''тухса калаçмаççĕ'', тухса калаççĕ! Нумай вуланă май çакă йăнăша чăвашла çырнă хайлавсенче тăтăшах куратăп. Вал чи тăтăш тĕл пулакан йанăшсенчен пĕри темелле. Тепри ''ир-ирех Клавди колхоза тухса кайрĕ'' предложенире пытарăнать. Ир-ирех мар, ''ирпе ирех'' е ''ирхине ирех'' тесе каламалла-çырмалла. ''Ир-ирех'' сăмах вара чăвашла ''по утрам'' тенине пĕлтерет.
Евразиец // 5056.5.8477
2022.04.25 11:29
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Википедире чӑваш сас паллисемпе пуҫласан ҫеҫ унта ҫынсене ҫӗнӗ статьясем ҫырма яма юрать, хальлӗхе вара унта темле Ç, Ĕ, Ă латиница сас паллисене усӑ кураҫҫӗ. Ҫав латиница сас паллисене усӑ курнипе кириллица сас паллисемпе ҫырнӑ, тӗслӗхрен, «Ҫумӑр» статьи тухмасть (ҫумӑр сӑмаха копилесе шырава кӗртсе шыраса пӑхӑр (сӑмахсар статйи мар, хӑй ҫумӑр ҫинчен ҫырнӑ статья тухмалла)). Ҫав ҫумӑрпа ҫыхӑннӑ статйи тухма пирӗн латиница сас паллисене усӑ курмалла пулать: «Çумăр» ҫыратпӑр та шыравра Википеди статйи тухать те (копилесе тӗрӗслесе пӑхӑр).
Википедире нумайӑш статьясем, пурте мар тӑк, ҫакӑн пек кириллицӑлла ӳ, латиницӑлла ç, ă, ĕ сас паллисене усӑ курса ҫырнӑ. Ыйту тухать: кам ҫакна тӳрлетӗ? Статьясен ячӗсенче ҫавӑн пекех вӗт. Мӗншӗн никам та хальлӗхе ҫак проблема ҫинчен калаҫман, калаҫнӑ пулсан мӗншӗн нимӗн те улшӑнман?
Чӑваш сас паллисем хальхи анлӑ сарӑлнӑ шрифтсенче пур. Малтан, вӑт, пулман, ун чухне вара, чӑн та, латиница сас паллисене усӑ курмасӑр ниепле те пулаймӑн, халӗ вара ҫак практикӑран хӑтӑлмалла: кириллица сас паллисене усӑ курса пичетлемелле. Ҫӗн клавиатура сарӑмӗсене лартма вӑхӑт тавнах ҫитнӗ ҫынсем.