Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вячеслав Шорников: Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши?

Вячеслав Шорников24.03.2023 16:092863 хут пӑхнӑ

Кунашкал ыйту лартсан эсир, ахӑртнех, Чилин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Атакама пушхирӗ ҫинчен шухӑшланӑ пулӑттӑр. Ма тесен час-часах ӑна тӗнчери чи типӗ пушхир тесе палӑртаҫҫӗ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта пӗр тумлам шыв та ӳкмен тапхӑр 400 ҫул тӑсӑлнӑ, 1570 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен. Атакама пушхирӗ, тен, чи типӗ пушхир те пулӗ, анчах Ҫӗр чӑмӑрне илес пулсан вӑл чи типӗ вырӑн мар.

Планетӑн чи типӗ вырӑнӗ Антарктидӑра, Виктори Ҫӗрӗ районӗнче, ӑна Мак-Мердо айлӑмӗ ят панӑ. Ку лаптӑк 4 800 ҫм² йышӑнать, унта юр ҫук. Улттӑмӗш континентӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илсен унӑн калӑпӑшӗ 0,03% пулать.

Мӗншӗн-ха кунта юр ҫук, ҫумӑр ҫумасть?

Мак-Мердо айлӑмне ҫӳллӗ тусем хупӑрласа илнӗ, вӗсене пула ку вырӑна Тухӑҫ-Антарктика пӑрлӑхӗ сарӑлаймасть. Антарктика енчен вӗрекен типӗ ҫилсен хӑвӑртлӑхӗ 320 км/сех таран ҫитет, вӗсене пула тусем ҫинчи юр вӗҫсе каять, сывлӑш юхӑмӗсем аяларах аннӑҫемӗн температура хӑпарма пуҫлать те пӗтӗм нӳрӗк пӑсланса пӗтет. Юрпа ҫумӑр ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ӳкме ӗлкӗреймест, вӗсем самантрах пӑсланса пӗтеҫҫӗ. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр таврашӗ кунта 2 миллион ҫул патнелле ӳкмен!

Мак-Мердо айлӑмӗсенче пурнӑҫ пур-и?

Ҫакӑ тертлӗ вырӑнта кӑткӑс пурнӑҫ формисене илес пулсан, ӑсчахсем вӗсене хальлӗхе тупайман-ха, ун вырӑнне сӑртсемпе тусен ӑшӗнче фотосинтезлакан бактерисене тата Тейлор пӑрлӑхӗ айӗнче анаэроблӑ бактерисене тупнӑ. Юлашкисен метаболизмӗ тимӗрпе кӳкӗрт ирӗлтересси ҫинче никӗсленнӗ, ҫак бактерисене пула Тейлор пӑрлӑхӗнчи ҫурӑксенчен юхса тухакан шыва хӗп-хӗрлӗ тӗс ҫапать.

Бонни тата Ванда кӳлӗсем

Мак-Мердо айлӑмӗсен лаптӑкӗнче икӗ кӑсӑклӑ объект пур: Бонни тата Ванда пӑр айӗнчи тӑварлӑ кӳлӗсем.

Бонни кӳлӗ пысӑках мар, унӑн тӑршшӗ 7 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ 900 м; вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпех 3 метртан пуҫласа 5 метр хулӑнӑш пӑрпа витӗннӗ. Кӳлӗ ун тавра ӑсчахсем час-часах мумифициленӗ тюленьсене, тӗпрен илсен крабпа апатланакан тюленьсемпе Уэдделл тюленӗсене, тупнипе кӑсӑклӑ. Чӗрчун виллисене 1500 ҫул патнелле. Бонни кӳлӗпе Росс тинӗсне тухакан Мак-Мердо тинӗс пырӗ хушшинче 66 ҫухрӑм. Урӑхла каласан, Мак-Мердо айлӑмӗсене типӗ ҫӗрпе ҫитес тесен тюленьсен вуншар километр парӑнтарма тивнӗ. Тип ҫӗр ҫинче ҫак чӗрчунсем ытла та ҫаврӑнӑҫусӑр пулни паллӑ, вӗсем кайри ластсем ҫине таянма пултарайманран вӗсемшӗн тип ҫӗрпе шуҫма питӗ йывӑр. Ҫавна май ҫак чӗрчунсем кунта мӗнле лекни паллӑ мар.

Пӑр айӗнчи Ванда кӳлӗ Бонни кӳллинчен кӑшт пӗчӗкрех, унӑн тӑршшӗ 5 ҫухрӑм ҫеҫ. Кӳлӗне витӗр курӑнакан 3,5–4 метр хулӑнӑш пӑр витет. Ванда кӳллинчи шыв питӗ тӑварлӑ; унӑн тӑварлӑхӗ тинӗс шывӗнчен вунӑ хут вӑйлӑрах, ҫакӑ Вилӗ тинӗсринчен те пысӑкрах. Шыв тӗпӗнчи шыв температури 23 °C таран ҫитет.

Ванда кӳллинче пулӑ ҫук, ҫапах та ӑсчахсем унта шыва тӗрлӗ тӗслӗ тӑвакан цианобактерисем тупнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем