Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ

Аçтахар Плотников20.08.2023 12:113610 хут пӑхнӑ

Малтан калани

Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнер Тимӗр Акташӑн статйине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ. Леш, хайхи, 32 ҫул каялла пулса иртнӗ ГКЧП пирки хатӗрленӗскере вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Кӑсӑклӑ пулса кайрӗ: ҫак кун пирки ҫурлан 19-мӗшӗнче кашни ҫулах вӑл ҫырнӑ-и? Шырарӑм та — 2015 ҫултанпа кашни ҫул тенӗ пекех ҫырать иккен. Ун чухне самай анлӑ статья вӑл хатӗрленӗ пулнӑ. 2016-мӗшӗнче те ҫырнӑ. Вӑл юрӗ-ха — ун чухне 25 ҫулхи юбилейӗ пулнӑ-ҫке. Кайран виҫӗ ҫул ГКЧП пирки сӑмах ҫук. 2020 ҫулта Беларуҫра пӑлхавсем пуҫланнӑччӗ. Вӗсем шӑп та лӑп ҫак вӑхӑта лекнӗччӗ те Тимӗр Акташ белоруссене тӗрев пама статья хатӗрленӗччӗ. Статйинче вара ҫав-ҫавах ГКЧП пирки асӑнса хӑварнӑ. 2021 ҫулта, ГКЧП пулӑмӗ хыҫҫӑн 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паллах, Тимӗр Акташ статья хатӗрлемесӗр пултарайман. Вӑл та пӗчӗкех мар. 2022-мӗш ҫулта та ҫурлан 19-мӗшӗнче Акташӑн статйи пур. Ҫапла май 2017–2019 ҫулсемсӗр пуҫне Акташран кашни ҫул ГКЧП пирки статья кӗтме тиврӗ.

Сӑмахӑм ман, паллах, Тимӗр Акташ кашни ҫул ГКЧП пирки ҫырни ҫинчен мар. Кама мӗн кӑсӑклантарать вӗт. Виталий Станьяла, калӑпӑр, таврари ялсен историйӗ, вӗсен ҫыннисем тата ытти те. Вӑл час-часах ҫав тематикӑна ҫутатать. Елена Енькка, ав, Иван Яковлевӑн кун-ҫулне тӗпчет. Тимӗр Акташшӑн вара ҫав кунсем унӑн пурнӑҫӗнче самай тарӑн йӗр хӑварнӑ пулас та вӑл ГКЧП пирки кашни ҫул ҫырать. Уйрӑмах хӑй те хутшӑнни те кунта витӗм кӳрет ӗнтӗ. Ҫавах та кашни ҫул ҫырни мана ҫак пулӑма темле хӑйне евӗр уявланӑ пек туйӑнать. Ҫав иртнӗ вӑхӑтшӑн тунсӑхлани мана курӑнать. Вӑт ҫав тунсӑх пирки ҫак статьяна хатӗрлетӗп те.

Иртнишӗн тунсӑхлани

Истори вӑл тем тесен те иртнӗ пулӑм. Вӗсем вара, ман шутпа, истори кӗнекинче упранмалла. Кашни ҫул тенӗ пекех иртнӗ пулӑма сунтӑхран кӑларса ялав пек ҫӗклесе ҫӳремелле мар. Ку ГКЧП-на кӑна пырса тивмест. Паянхи пурнӑҫра иртнине асӑнса уявлани час-часах тӗл пулма пуҫларӗ. Пӗр пулӑма, ав, кашни ҫул анлӑн уявлатпӑр. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пулмасан вӑл ҫӗршывра чӑн та чи пӗлтерӗшлӗ уяв пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Хӑш уяв пирки сӑмах пынине каламасӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, асӑнмастӑп. Паллах, вӑл вӑхӑтра пирӗн асаттесем пысӑк ӗҫ тунӑ. Мухтамалла! Анчах… ҫав шаях ҫитермелле-ши?

Тепӗр тесен, мӗншӗн ҫав уяв хальхи вӑхӑтра ҫав тери пысӑк шая ҫитрӗ-ха? Сӑлтавӗ пӗрре — иртнишӗн тунсӑхлани. Паянхи кун унашкал ҫитӗнӳсем ҫукран иртнишӗн ҫеҫ тунсӑхлама тивнӗрен.

Юлашки вӑхӑтра тата халӑх СССР-шӑн питех те тунсӑхланине сӑнама пулать. Ютубри видеосене пӑхатӑн та халӑхӑн пӗр 70-80% тунсӑхлани куҫа курӑнать. Ман ҫултисемпе аслӑраххисем кӑна мар, ҫамрӑккисем те «вӑт, пултарнӑ-ҫке хӑй вӑхӑтӗнче» теме юратаҫҫӗ. Эпӗ юрӗ, кӑшт та пулин СССР-та пурӑнса курнӑ. Ҫамрӑксене мӗн илӗртет-ха? Вӗсен пуҫӗнче историре кӑна юлнӑ патшалӑх темле «асамлӑ ҫӗршыв» пек туйӑнать ӗнтӗ. Юмахри сарӑ кун ҫӗршывӗ пек. Пурӑнса курман, анчах ҫав вӑхӑта темшӗн лекесшӗн... Кӗнекере ҫырни яланах аван пек курӑнать ӗнтӗ. Анчах чӑнлӑха лексен — пач урӑхла.

Пӗлсех тӑратӑп, ҫав ҫамрӑксем СССР-та пӗр кун пурӑнсанах тепӗр кунхине каялла тавӑрма ыйтӗҫ. Эпӗ шкула ҫӳренӗ вӑхӑтсемпе Лапсар ялӗн паянхи кунне танлаштарсан: паян кашни урамра асфальт ҫул сарнӑ, ун чухне вара пыльчӑк ҫӑраттӑмӑр. Хӗлле ялсем хушшинчи ҫулсене хальхи пек тасатмастчӗҫ… Халь ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫул пӗр кун тасалмасӑр вырттӑр-ха — халӑх тӳрех ял территорийӗн пуҫлӑхӗ патне шӑнкӑравлать! Мӗн калас та, вӑл вӑхӑтра юнашар яла ҫитес тесен уй урлӑ ҫуран утма тиветчӗ — кашни килте машшин пулман-ҫке. Шыв патне те кӗвентепе утаттӑмӑр. Халӗ вара — ниҫта та тухмалла мар, шывне кашни киле кӗртнӗ. Газ пирки те ҫырма пулатччӗ пулӗ, анчах... чӑн та пирӗн яла газ совет саманинчех кӗртрӗҫ. Эпӗ шкула кайнӑ ҫулхине. Анчах республикӑри чылай ялсенче ҫакӑ СССР арканнӑ хыҫҫӑн пулса иртрӗ.

Иртнине кӗнекере хӑвармалла

«Иртнӗ кунӑн ӑшши ҫук» тенӗ ваттисем. Паянхи кунпа пурӑнма вӗренмелле пирӗн. Иртнӗ куншӑн халӑхра тунсӑх пур пулсан — ку йӗркеллӗ япала мар.

Ачалӑх кунӗсемшӗн кам тунсӑхлать? Хӑйӗн пурнӑҫне тивӗҫлӗ пурӑнса ирттермен ҫын кӑна. Астӑватӑр-и, Аркадий Гайдарӑн «Вӗри чул» ятлӑ юмах пурччӗ. Питӗ тарӑн философиллӗ юмах. Старик мӗншӗн чула ватмарӗ-ха? Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулмаллишӗн мар, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тивӗҫлӗ ирттернишӗн. Иртнишӗн тунсӑх ҫуккине кура.

Халӑх иртнӗ куншӑн тунсӑхлать пулсан — ку ертӳҫӗсене шухӑша ямалла ӗнтӗ. Апла-тӑк вӗсем тивӗҫлӗ ӗҫлеймеҫҫӗ. Иртнишӗн тунсӑхлани пӗр ҫакна кӑна кӑтартса парать. Халӑхӑн малашлӑхӗ ҫутӑ пулсан, ҫитӗнӳсем паянхи кун пур пулсан — иртнишӗн вӑл тунсӑхламасть, ҫук ун валли ун вӑхӑчӗ. Кӗнекене ҫырса хурать те асра тытать. Хӑй вара малалла тепӗр ҫитӗнӳсем тума васкать.

Шел те, паянхи ертӳҫӗсем пире ытларах та ытларах иртнӗ кунсемшӗн тунсӑхлаттарасшӑн.

Пӗтӗмлетӳ

Паллах, ҫак шухӑша ҫутатакан статья манӑн пӗрремӗш мар. Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче хатӗрленӗ «Иртнӗ кунӑн ҫуттипе хӑҫанччен йӑпанӑпӑр-ши?» статьян тӗп шухӑшӗ те ҫывӑх. Унта авалхи йӑласем пире паянхи кун еплерех чӑрмав кӳни пирки ҫырнӑччӗ. Малашлӑха туртӑнас вырӑнне киввипе йӑпанни пирки…

Ҫавна май манӑн пысӑк ӗмӗт пур — хӑҫан та пулин республикӑра «Чӑван Ен пуласлӑхӗ» музей уҫӑласси. Унта кашни чӑваш хӑйӗн пулас пурнӑҫне курма пултартӑрччӗ! Мӗнле техника вӑл ӑсталаса кӑларма пултарнине, унӑн пурнӑҫӗ мӗн тери аванланассине…

Паянхи куна пӑхсан вара йӗри-тавра таврапӗлӳ музейӗсем кӑна хатӗрлетпӗр.

 

Аҫтахар Плотников

20.08.2023

P.S. Пуласлӑх музейӗсем тӗнчере пуррипе ҫукки хама та кӑсӑклӑ пулса кайрӗ. Шырарӑм та — пур, иккен. Арапсен пӗрлешӳллӗ эмиратӗнчи Дубайра ӑна пӗлтӗр уҫнӑ тет. Наукӑра вӗсем чи малтисен ретӗнче мар пулин те вӗсен пуҫне те манашкал шухӑш пырса кӗнӗ! Маттурсем!

P.S.2 Берлинта та унашкалли пур тет. 2019 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. «Futurium» ятлӑ.

P.S.3 Рио-де-Жанейрӑра та вырӑнтисемпе хула хӑнисем ҫавнашкал музейпа паллашма пултараҫҫӗ. Вӗсенне 2016 ҫулта уҫнӑ, вӑл «Ыранхи кун музейӗ» ятлӑ. Ун чухне унта олимп вӑйӗсем иртнӗ… Ҫав вӑйӑсем пуҫланас умӗн ӑна уҫнӑ та.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Евразиец // 3447.04.5759
2023.08.20 14:01
Древняя, именно древняя поговорка в Китае гласит: "Настоящим определяется прошлое и извлекаются уроки на будущее".
Agabazar // 1303.4.9866
2023.08.20 15:59
Agabazar
Елена Енькка, «И. Я. Яковлев» темăна тĕпченинчен ытларах, хăйĕн «Повествование о чувашах» кĕнекипе паллă. Ăна шкул ачисен вĕренткĕчĕ пек хатĕрленĕ. Халĕ вăл япалана айккинелле катертме тăрăшаççĕ пулин те, хăçан та пулин нарратив таврăнатех!
Agabazar // 1303.4.9866
2023.08.20 16:03
Agabazar
Кунсăр пуçрне Елена Енькка ÿнерçĕ пек паллă. Сăмахран, унăн ÿкерчĕкĕсем «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче репродукциленнĕ. Йăнăшмастăп пулсан, унта вĕсене «Е. Михайлова» тесе кăтартнă.
Анонимла // 2712.45.3106
2023.08.23 21:32
Автор ку таранччен чирлесе курман пулас-ха, больницӑра выртса курнӑ пулсассӑн хӑй те Совет Союзӗнчех пурӑнма лайӑх пулнӑ, -тесе каланӑ пулӗччӗ. Халь больницӑна кайса килсен пур-ҫук укҫа тухса каять, направленипе те анализсем укҫалла. Кулӑшла мар-им, кулӑшла тата хӑрушла. Ялта алкоголик-ҫамрӑксем кӑна тӑрса юлчӗҫ, шкулсене. больницӑсене хупса пӗтерчӗҫ,колхозсем пӗтсе ларчӗҫ. Совет Союзӗнче ялсенчи шкулсене пулӑшма тӑрӑшнӑ, колхозсем те тытӑнса пынӑ.
Сӗтел туллиех пулмасассӑн та, никам та выҫсах вилмен, пур-ҫук ҫӑкӑра кӳршӗпе пайланӑ. Никам та хальхи пек каҫ пула пуҫласассӑнах алӑксене питӗрсе хуман. Никам та подъездсене питӗрсе хуман. Черетпе хваттер те илнӗ, шанчӑкпа пурӑннӑ. Дипломшӑн укҫа тӳлемелле пулать, тесе никам та шутлама та пултарайман. Тӑрӑшуллӑху, ӑсу пур пулсан - хӑҫан та пулин аслӑ шкула вӗренме кӗме пултарнӑ, пултарнах. Тен, эпир пӗлмен пулӗ, анчах та ун чухне шкула пырса учительсене, юлташӗсене персе вӗлерекен пулман. Хальхи пек кашни кӗтесре секс темипе киносем кӑтартса ҫамрӑксене астарман.
2023.08.24 10:43
Аçтахар Плотников
Сирӗн те чирлемелле ан пултӑр. Пульницӑсене сахалтарах ҫӳремелле пултӑр.
Хӑть те мӗнле вӑхӑтра та лайӑххипе япӑххи пур. Анчах иртнӗ вӑхӑтра ҫав-ҫав япала лайӑхччӗ тесе каялла утмалла мар ӗнтӗ. Малалла талпӑнмалла, лайӑххисене паянхи кун мар пулсан та ыран та пулин пурнӑҫлама тӑрӑшмалла. Статья ҫавӑн пирки. Палӑртрӑм-ҫке: енчен те иртнӗ пурнӑҫ пирки тунсӑх пур пулсан, апла-тӑк хальхи вӑхӑтра йӗркеллех мар тесе. Паян пульницӑсем, шкулсем йӗркеллӗ ӗҫленӗ пулсан каялла таврӑнасси пирки шухӑш пулман пулӗччӗ. Анчах тем тесен те каялла таврӑнма май ҫук, ҫавӑнпа малалла тулпӑнас пулать!
Евразиец // 9222.5.0357
2024.06.16 18:27
Админ говорит: "Истори вăл тем тесен те иртнĕ пулăм". Действительно, нужно знать, что есть история, что есть историческое знание? По Л.Н.Гумилеву "История - учение о поколениях в их взаимосвязи и последовательности". Более точного определения я еще не видел. Это то самое постоянно, непрерывно в настоящем присутствующее. Из-за незнания истории и чувашский сайт постоянно назад тянет, нет прогесса на этом сайте. Ни этот Аçтахар, ни Акташ даже в Армии не служили, о какой жизни с ними можно говорить.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем