Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗ 18 ҫула ҫитрӗ

Аçтахар Плотников07.09.2023 11:405078 хут пӑхнӑ

«Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 18 ҫул ҫитрӗ.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» 18 ҫулхи кун-ҫулӗ

Шӑп та лӑп авӑнӑн 7-мӗшне унӑн ҫуралнӑ кунӗ пек палӑртнӑ та ӗнтӗ. Паллах, ку портала, хальхи вӑхӑтра МИХ пек ӗҫлекенскере, пӗр кунра ӑсталаман. Малтан шухӑш ҫуралнӑ, кайран сайта хатӗрлеме пуҫланӑ, унтан ӑна вырнаҫтарма укҫа-тенкӗ шыранӑ… 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Портал шутне кӗрекен «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» ӗҫлесе кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫуралнӑ кун валли ҫав самантпа усӑ куратпӑр.

2005 ҫул тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхине сарассишӗн уйрӑм палӑртмалли вӑхӑт. Шӑп ҫавӑн чухне Чӑвашла Википеди аталанма пуҫларӗ. 2004 ҫул вӗҫӗнче унта темиҫе статья кӑна пулнӑ пулсан, 2005 ҫулта вӗсен шучӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсме тытӑнчӗ. Википедине тултарнӑ май тӗнче тетелӗнче чӑвашла информаци ҫукки лайӑх курӑнчӗ. Ку ҫитменлӗхе пӗтерме малтан юмахсен сайтне хута янӑччӗ (ара, халӑх пултарулӑхӗ-ҫке, вӑл текстсене вырнаҫтарма никамран та ирӗк ыйтмалла мар), анчах вӑл чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче аталантарма май пултарайманни курӑнчӗ. Портал кирли паллӑччӗ. Ҫапла май «Чӑваш халӑх сайчӗ» ҫуралчӗ те.

Унтанпа самай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗн» «ҫӑлтӑрлӑ» вӑхӑчӗсем те пулчӗҫ, йывӑр саманчӗсем те. Паянхи вӑхӑта илсен эпир унччен такӑрлатнӑ ҫулпа пыратпӑр. Пысӑк аталану ҫук, анчах ҫухатусем те пире кансӗрлемеҫҫӗ. Самани те халӗ, 2005 ҫулпа танлаштарсан, урӑхларах (халӑх тетелӗсем ун чухне хальхи пек йышлӑ марччӗ, халӑх вӗсемпе ҫав териех анлӑ усӑ курмастчӗ).

2017 ҫулта «Чӑваш халӑх сайчӗ» МИХ пек регистрациленчӗ. Ҫавна май улшӑнусем те пулса иртрӗҫ. Портал МИХ пек ӗҫлеме пуҫланӑран хӑш-пӗр пайӗсене ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ «Чӑваш чӗлхи лабораторине» куҫарма тиврӗ. Канашлу вара, пач хупӑнчӗ (унччен те аран-аран сывлаканскере малалла кунӗн-ҫӗрӗн тӗрӗслесе тӑмаллаччӗ те). Апла пулин те «Чӑваш халӑх сайчӗпе» «Чӑваш чӗлхи лабораторине» ытларах енӗпе пӗрле пӑхмалла ӗнтӗ. Вӗсем уйрӑммӑн аталанмаҫҫӗ, тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи валли хывакан ҫулпа пӗрле пыраҫҫӗ.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» пирки тӗплӗнрех

Ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ май темӗн те ҫырма пулать. Кӑҫал вара пирӗн портала мӗн енӗпе тиркенине кӑтартса хӑварас килет. Паллах, нимӗн те туманнисене кӑна тиркемеҫҫӗ. Ӗҫлекеннине тиркеме сӑлтав яланах тупӑнса тӑрать.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» ятӗнче «халӑх» сӑмах пулмалла мар. Имӗш, ку сайт халӑхӑн мар, Николай Плотниковӑн. Пур ун пек калакансем. Тӗрӗссипе, ятне «Хыпар» хаҫатӑн пуҫелӗкне курнӑ хыҫҫӑн суйланӑччӗ. Унта «Чӑваш халӑх хаҫачӗ» тесе ҫырнӑ (халь те пур; анчах вӗҫӗнче кӑна палӑртаҫҫӗ). «Халӑх» тени ӗнтӗ кунта материалсем хатӗрлеме мӗнпур чӑваш халӑхӗ хутшӑннине пӗлтерет. Малтан, канашлу пур чухне, канашлӑва пурте хутшӑнма пултаратчӗҫ. Апла мӗншӗн «халӑх» сӑмахпа усӑ курма юрамасть-ха? Халӗ те «Чӑваш халӑх сайчӗн» ӗҫне мӗнпур халӑх хутшӑнайрать. Пурте хыпар ҫырса вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Никама та чару ҫук (пач ирӗклӗ мар-ха, МИХ шутланнӑран, хӑш-пӗр йӗркесене ҫавах пӑхӑнма тивет). Вырӑсла пайра, сӑмахран, УФСИН-па Росгвардин пирӗн тӑрӑхри уйрӑмӗсем час-часах хӑйсен хыпарӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Унсӑрӑн пуҫне авторсен йышӗнче те пирӗн редакцири ҫынсем кӑна мар. Эпир хуть те кам ҫырнӑ статьяна вырнаҫтаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра, сӑмахран, Елена Енькка сахал мар ярса парать. Тимӗр Акташ, Виталий Станьял — час-часах ҫыракан авторсем. Вӗсем те — халӑх!

Усӑ куракан терминсем. Пире час-часах тиркекен тепӗр ыйту вӑл: эпир усӑ куракан терминсем. Сӑмах ӗнтӗ чӑвашла верси пирки пырать. Вырӑслинче кун пирки нихӑҫан та каламан. Пӗрисем чӑвашлатман термин пирки ятлаҫҫӗ. Ак ҫак «…» (вӑл е ку) сӑмаха та пӗлмест иккен, — тесе комментарилеҫҫӗ хӑш чухне. Теприсем пушшех те эсир ытла чӑвашлататӑр тесе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Тахӑшне юрамалла ӗнтӗ. Редактор пулнӑ май журналистсене ҫапла ирӗк панӑ: мӗнлипе усӑ курас килет, ҫаплипе усӑ курӑр. «Холодильник» ҫырас килсен — ун пек ҫырӑр, «сивӗтмӗш» теес килсен — унпа усӑ курӑр. Тӗрӗссипе, ку икӗ сӑмахӗ те чӑваш сӑмахӗсем. Паллах, хӑшпӗр терминсем валли уйрӑм йышӑнусем пур. Ҫирӗпленсех ҫитейменнисем те пур (сӑмахран, округсемпе мӗн тӑвассине халь те татӑклӑ татса паман-ха). Ҫавна май, ҫакна кӑна сӗнме пултаратпӑр: мӗнле пур, ҫаплипе йышӑнӑр. Пурне те юраса ҫитереймӗпӗр.

«Контактра», «Телеграмра» сайт каҫине кӑна вырнаҫтаратӑр... Анлӑ усӑ куракан халӑх тетелӗсенче пирӗн хамӑрӑн каналсем пур. «Пӗркласрисенче», «Контактра», «Телеграмра», «Твиттерта» (Раҫҫейре ӑна блоклама пуҫланӑранпа унпа пачах та усӑ курмастпӑр теме пулать) пирӗн каналсем (теприсенче «ушкӑн» ятлӑ вӗсем) пур. Эпир чӑн та хыпар ҫине каҫӑ кӑна лартатпӑр. Сӑлтавӗ кунта — эпир тӗпрен аталантаракан вырӑн вӑл сайт. Сайтра рекламӑсем тата ытти те. Халӑх тетелӗсем вара ҫав хыпарсем пирки сире пӗлтермелли меслет кӑна. Хыпарпа туллин паллашас килет пулсан, тархасшӑн, сайта уҫса вулӑр. Сӑмах май, эпир халь хамӑр сайта смартфонсем ҫинче вулама меллӗрех турӑмӑр.

Опечатка пит нумай. Ку чӑн та питӗ пысӑк проблема. Чӑн та, хыпар ҫыракансем ытларах чухне васкаҫҫӗ. Анчах кунта ҫакна та шута илмелле: енчен те хаҫатсенче журналистсем хыҫҫӑн текста корректорсем тӳрлетме пултараҫҫӗ пулсан, пирӗн унашкал май ҫук. Сайта тытса тӑма уйӑракан укҫа виҫи ахаль те хӗсӗк. Анчах эпир ку йывӑрлӑх пирки манман. Йӑнӑшсене сахаллатма тӗрлӗ майсемпе усӑ куратпӑр. Хальхи вӑхӑтра вӗсен шучӗ чакнине пирӗн сайтпа тӑтӑшах паллашакансем туяҫҫӗ те пуль.

Ку пире час-часах тиркекен сӑлтавсем пулчӗҫ. Сирӗн шухӑшӑрсене, вӗсем конструктивлӑ пулсан, эпир яланах итлеме хатӗр. Усӑллӑ пулсан пурнӑҫ та кӗртетпӗр.

Малашлӑх

Кӑштахран, тен, сайтра хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем пулӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» валли ытларах укҫа уйӑрма майсем тупӑнчӗҫ. Анчах ку хальлӗхе ҫӗр проценчӗпех шанчӑклӑ мар, ҫаван май шантарса каламӑпӑр. Финансирование ӳстерме май килнӗрен куллен пӗлтерекен хыпарсен шутне ӳстерес, тата вӗсене пӗлтерессине хӑвӑртлатас шухӑш пур. Ҫавна май тепӗр корреспондента хамӑр йыша йышӑнасшӑн (хӑвӑрӑн кандидатура пур пулсан — сӗнме пултаратӑр).

Апла пулин те, эсир те «Чӑваш халӑх сайчӗн» укҫа енчӗкне тултарма пултаратӑр, тиркесе тӑмӑпӑр. Пирӗн сайт ятӗнче «халӑх» тени ӑна та палӑртать-ҫке.

Укҫа куҫармалли мелсем:

Сбербанк: 2202 2050 7637 1339;

Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;

СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 [Альфа-банк, Сбербанк, ВТБ] (тӗп редактор телефонӗ);

Qiwi: ASTAHAR никнейм;

Ю-мани: 4100 1106 9561 50.

 

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1485.81.4869
2023.09.08 17:51
Agabazar
Чăвашла калаçас килмен çыннăн, паллах, çапла каласси çеç юлать ĕнтĕ. Эй, мăнтарăн чăваш чĕлхи! Евраçийццă та пулин ăна айккинчен пырса тапмасăр чăтаймасть!
Николай Максимов // 6475.8.8922
2023.09.08 18:58
Апла-и, капла-и те, çапах сайт чăвашла уççăнрах калаçма май паракан пĕртен-пĕр вырăн.
Сергей Пятаков // 2305.67.9133
2023.09.09 14:11
Аҫтахар пур сӑмаха та "термин" тесе шутлать. Апла мар ҫав, тӑванам. Эс "термин" мӗнне пӗлместӗн те пулмалла. Сăмахран, "сӗтел", "холодильник", "кӗнеке" - ахаль сӑмахсем кӑна.
2023.09.09 14:52
Аçтахар Плотников
Сергей Пятаков, апла сирӗн шутпа эпир «кӗнеке» тенӗ чухне кӗнеке пирки мар, темле урӑх япала пирки шухӑшлатпӑр, пулса тухать. Нумай листасенчен тӑракан хытӑ хуплашкаллӑ япалан ячӗ апла сирӗншӗн ахаль сӑмах кӑна. Юрӗ, ҫапла пултӑр...
Сергей Пятаков // 1392.16.7061
2023.09.10 08:31
Мӗн-ха вӑл термин? Термин - ӑслӑлӑх, техника е искусство ӑнлавне палăртакан сӑмах. Ӑна ахаль сӑмахран уйăрма пĕлмелле. Ҫавна ан ман.
Agabazar // 1130.56.1056
2023.09.10 10:28
Agabazar
Те́рмин (от лат. terminus «пстрого определённогоредел, граница») — слово или словосочетание, являющееся названием строго определённого понятия какой-нибудь области науки, техники, искусства и так далее[3][4].

https://ru.wikipedia.org/wiki/Термин

Наççана Ваççа темеççĕ.
Agabazar // 1130.56.1056
2023.09.10 15:40
Agabazar
Пули-пулми япаласем çинчен калаçнă чухне — нихăш сăмах та термин мар

Тĕплĕн калаçнă чухне — КАШНИ СăМАХАХ ТЕРМИН.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.09.11 10:07
Сергей Пятаков, очень даже неплохо... ОТЛИЧНО!
Сергей Пятаков // 2460.65.6013
2023.09.12 08:42
Аҫтахар "термин" сӑмаха кӑмӑлларах парать. Ахаль сӑмах ҫинчен калаҫу пырать пулсан та, ҫав сӑмахпах усӑ курма тӑрӑшать. Уйрӑмлӑхне пӗлсех каймасть пулмалла.
Agabazar // 1671.35.2372
2023.09.12 17:09
Agabazar
Евраçийццă «мухтанипе» вĕçсе ан кай тата...

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем