Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анатолий Кибеч: Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани

Анатолий Кибеч30.11.2023 17:159329 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Анатолий Кибеч «Хаклӑ ентешӗмӗрсене чӗнсе калани» уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухрӗ. Хушса ҫырнӑ йӗркесем пурри те паллӑ. Вулакансене вӗсем те усӑллӑ пулассӑн туйӑнать.

Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.

Тӑван халӑх пулман тӑк эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси юратупа вӑй илнӗ чӑвашлӑх туйӑмӗнчен пуҫланать. Ҫав туйӑм ӑс-тӑна ҫивӗчлетет, хавхалану кӳрет, хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх сывӑ та ӑслӑ ӑру парнелекен икӗ чӑваш юратӑвӗнче.

Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ.

Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр. Телей вӑл ӑҫта пурӑннинчен мар, мӗнле пурӑннинчен килет.

Ҫӗр-аннерен ан пӑрӑнӑр. Пирӗн Улӑп-паттӑр та хӑйӗн вӑй-хӑватне ҫавӑнтан илсе тӑнӑ. Ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса чӑвашсем ҫутҫанталӑк йӗркине лайӑх пӗлекен халӑх пулса тӑнӑ. Хулара пурӑнма тытӑнсан та ҫӗртен ан сивӗнӗр, ҫынпа ҫутҫанталӑк хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс тытса пырӑр.

Хӑвӑршӑн ӗҫлеме тата тунӑ пурлӑхпа ыттисемпе пайлашма хӑнӑхӑр. Параканӑн хутшӑнса пырӗ. Хамӑр пирки кахал, чухӑн, хыт кукар тенине илтмелле ан пултӑрччӗ. Ҫула лайӑххи, ҫӗнкурӑмли кӑна уҫса пырать. Ӑста специалист пулма тӑрӑшӑр. Чӑннипе, ҫын хӑйне ӗҫре тупать. Пур ӗҫ те малтанхи утӑмран, пӗчӗкрен пуҫланать. Пысӑк ӗҫ вӑл пӗчӗк ӗҫ ачи кӑна. Сирӗн ачӑрсемшӗн чи паха эткерлӗх ылтӑн-кӗмӗлтен те чи хакли – пӗчӗкрен хӑнӑхтарса ӳстернӗ ӗҫченлӗх пултӑр.

Сывлӑха хавшатакан япӑх йӑла-йӗркерен сыхланӑр, уяври евӗрлӗ ним усӑсӑр пурнӑҫ илӗртӗвӗнчен пӑрӑнӑр. Пур ҫӗрте те виҫелӗх пултӑр. Унтан иртсен куляну ҫитсе те тӑрӗ. Ҫын хӑй пурнӑҫне хӑй кӗскетет.

Пӗр кун пурнӑҫӗ те паха ҫитӗнӳ. Ӑна лайӑх тишкерсе тухсан, малашлӑх вӑрлӑхӗ те курӑнса кайӗ. Ыранхи кун – паян пуҫланать.

Тӑвансемпе ытти ҫывӑх ҫынсем умӗнчи тивӗҫе ан манӑр. Пире Ҫын пулма вӗсем пулӑшса пынӑ. Эпир хамӑр ҫеҫ мар, пирте ыттисем те пур; кашнин ҫитӗнӗвӗ – пӗрле тунӑ ӗҫ.

Ҫемье чысне упрӑр; йӑх историне тӗпчӗр; вара тин кампа е мӗнпе мӑнаҫланмалли тупӑнӗ; вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ эсӗ хӑв пулнине лайӑхрах туйса илӗн. Ҫемье правине хӳтӗлӗр. Килти телей канӑҫсӑр шухӑш-кӑмӑла, ӗҫри йывӑрлӑха ҫӗнсе илме пулӑшса пырӗ. Асра тытӑр: ватлӑх ялан ҫамрӑксен аллинче. Пӑр ачапа кӑна ан ҫырлахӑр: кайран тӑлӑха юлӗ.

Шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем те пулччӑр.

Халӑхӑмӑр пирӗн пур енӗпе те пултаруллӑ. Иртнӗ тапхӑрти пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр сыхланса юлнӑ, хӑй чысне, пархатарлӑхне ӳкме паман, чӑваш чунне ӑшӑтакан культурине пуянлатса пынӑ. Ҫак культурӑн никӗсӗ – тӑван чӗлхе. Ҫавна упрасчӗ. Пултаруллӑ ачасене ӳнер ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшасчӗ. Хамӑр илеме, искусствӑна ыттисене кӑтартса туссен йышне ӳстерсе пырар. Ан тив, илем те пире майлӑ ӗҫлетӗр.

Ялшӑн шкул пурри паха. Ӑна асаттесем ачисен пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшласа уҫнӑ, вӗсем ҫутта тухса пур енлӗ аталаннӑ ҫын пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Хӑвӑр пӗлӗве ӳстерсе пырӑр, вулама ан пӑрахӑр.

Ҫивӗч ӑс-тӑнпа таса сипет ватлӑх илемӗ пултӑр.

Тӑван халӑх пирки нихӑҫан та, ниҫта та япӑх ан шутлӑр, ан калаҫӑр. Халӑх яланах таса та аслӑ. Вӑл пулман тӑк Чӑваш республики те пулас ҫукчӗ. Автономи – ҫак халӑхӑн политикӑри пысӑк ҫитӗнӗвӗ. Ун пирки сыхӑ тӑмалла. Тӗнчери чылай халӑх паян та автономишӗн кӗрешет, ҫапӑҫать. Республика пурри пире чӑннипех пысӑк усӑ кӳчӗ. Раҫҫейри патшалӑх тытӑмӗ улшӑнма та пултарӗ, анчах Тӑван Ҫӗршыв – яланах пӗрре. Вӑл сывах мар чухне те чун пӗрех ҫавӑнталлах туртать, юрату та ҫаплипех.

Чӑваш хӑй ӗҫӗпе пурӑнма хӑнӑхнӑ. Ытти халӑх аллинчи ҫӑкӑра туртса илес йӑла ҫук. Шел, ун ӗҫченлӗхӗ паян хамӑр республикӑна сахалтарах тивет, унпа ытларах урӑх ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. Пире халь производствӑна лайӑх йӗркелесе тытса пыракан ертӳҫӗсем, малкурӑмлӑ пуҫлӑхсем, чӑн-чӑн патриотсем ҫителӗксӗрри пӑшӑрхантарать. Вӗсене пирӗн хамӑрӑн пӑхса ҫитӗнтермелле, пулӑшмалла, суйламалла; халӑх умӗнчи тивӗҫне, яваплӑхне туйса ӗҫлеччӗр. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чӑваш халӑхшӑн сиенлӗ ӗҫ тунине курас марччӗ.

Наци сӑпки – чӑваш ялӗ, ҫавна упрасчӗ. Ял ҫынни валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесе республикӑна пур енӗпе те килӗшӳллӗ аталанса пыракан илемлӗ вырӑн туса хурасчӗ. Ӑна курсан, инҫетре пурӑнакан кашни йӑхташ чӗринче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралтӑр.

Чӑвашсем – эпир Раҫҫей ҫыннисем. Унти тӗрлӗ халӑхсен туслӑ ҫемьинче пурӑнатпӑр. Раҫҫей – пирӗн тӑван кил. Ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫне хунӑ асаттесен вил тӑприйӗсем те кунтах. Ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑксене тӗплӗн каласа парасси – чӑннипех пархатарлӑ тӗллев. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн Геройӗ ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ А.Г. Николаев космонавт вӗсемшӗн хастарлӑхпа ҫынлӑх идеалӗ пулса тӑтӑр. Ӗҫре, спортра, искусствӑра ҫитӗнӳ туса чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ йӑхташсемпе мухтанар, вӗсенчен тӗслӗх илер.

Тавӑру ҫулӗ ҫине ан тӑрӑр. Кӗвӗҫ чунсемпе кӗрешсе вӑхӑтпа сывлӑха сая ан ярӑр. Ӗҫри, пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах.

Обществӑри хастарлӑха ан чакарӑр, хӑвӑр тивӗҫлӗхпе ирӗклӗхшӗн ҫирӗп тӑрӑр. Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене пӗр-пӗрне пулӑшса сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр. Эпир йӗркеллӗ те шанчӑклӑ ҫынсем иккенне пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ, – ҫакна пурнӑҫ хӑй кӑтартса панӑ. Ан манӑр: обществӑри вырӑна ҫирӗплетме ӗҫченлӗхпе пӗрле тата тӗнчекурӑм шайӗ те кирлӗ. Чӑннипе, ҫын вӑл пуҫ миминче пурӑнать. Ҫавӑнта вырнаҫнӑ та ӗнтӗ ӑна хӑй ытамӗнче тытса тӑракан шалти тӗнчийӗ. Пур ҫынна та, пур япалана та кӗртес марччӗ унта; тасалӑхне упрасси – хамӑртан килет.

Паянхи политикӑпа тӗн йӗркине тытса пымалли тӗп мелсенчен пӗри – ҫынна хӑратса пӑхӑнтарасси. Ҫак туйӑм хыҫҫӑн ан кайӑр. Хӑвӑра шанӑр. Пултарулӑхӑра ӗҫпе ҫирӗплетсе пырӑр. Сӑвӑҫ калашле: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен». Асра тытӑр: ҫынна Ҫын кӑна пулӑшма пултарать.

Шупашкарӑн туртӑм вӑйӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать, мӗншӗн тесен ӑна пӗтӗм чӑваш хӑйӗн тӗпхули

тесе йышӑнать. Республикӑпа хула ертӳҫисенчен Шупашкар сӑнарӗ пирки ҫирӗп ыйтмалла. Вӑл ытти хуласенчен чӑвашлӑх енӗпе уйрӑлса тӑтӑр; ахаль хула маррине пирӗн пурин те асра тытмалла.

Сире тӑван-хурӑнташ вырӑнне хурса чӗнсе каланӑ май, тепӗр ӗмӗтӗме пӗлтерем. Манӑн эсир кашнийӗ халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑл-хӗрӗ пулнине курас килет. Хӑвӑра мӗнле тыткаланине, чӗлхе культурине асӑрхаса ытти халӑх ҫыннисем, республика хӑнисем пӗтӗм чӑваш пирки пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Эсир чӑн-чӑн патриотсем пулнине те асӑрхаччӑр.

Халӑхӑн ырӑ сӑнарне кӑтартса хамӑр ҫӗкленсе пыратпӑр, аслӑ ӑрӑва сума суса лӑпкӑ та тивӗҫлӗ ватлӑхӑмӑра хатӗрлетпӗр. Пурнӑҫа юратӑр! Вара вӑл сирӗншӗн кашниншӗн савӑнӑҫпа телей ҫӑлкуҫӗ пек тапса тӑрӗ.

Ҫапла пултӑр!

 

Пурне те ырлӑх тата хальхи пек ҫивӗч ӑс-тӑнпах нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунса

Анатолий КИБЕЧ 5.05.2020 ҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1986.15.2451
2024.03.07 13:01
Agabazar
Вăт, çавăн пек вăл япала.

Пĕри фокус-покус туса кăтартать те, хайхи Акапасар вара пушарта паттăрлăх кăтартнă е путакансене çăлнă çынсене хирĕç пулнă пек пулса тухать.

Мошшеннĕк, чăн-чăн мошшеннĕк.
Ялтан // 1176.43.2928
2024.03.07 17:32
Агабазар хӑравлӑх питӗ йӗркеллӗ япала тенипе пач та килӗшместӗп.Енчен те чӑвашсем хӑюлӑх кӑтартман пулсан,пирӗн ҫӗрсене китайсем туртса илетчӗҫ.Хӑравлӑха мар, хӑюлӑха ырлар.Шупашкартан Ельцин патне,Путин патне ҫивӗч ыйтусем тӑратса ҫыракансем та пурччӗ пек астӑватӑп.Хӑравҫӑ мулкач пулар мар.
Agabazar // 1986.15.2451
2024.03.07 21:04
Agabazar
Эпĕ ача чухнех темелле, çакнашкал «хура» анекдот пекки пурччĕ. Тен, ăна эсир те илтнĕ?

Пĕр айван пушарсем пулччăр тата шыва путакансем пулччăр тесе ĕмĕтленсе çÿренĕ тит.

Мĕншĕн-ха?

Ара, хайхи шеремет инкеке лекнисене çăлса паттăра тухасшăн пулнă иккен. (Кăштах Фёдор Павловăн «Ялта» драминчи эпизода аса илтерет).
Вулакан // 1176.43.2928
2024.03.07 22:45
Акапасарӑн шухӑшлавӗ пӑтранчӑк шыва аса илтерет,суялӑх та пур.Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне тишкерсе тухсан,ниҫта та пушарсем е шыва путса вилекенсем пулччӑр тени ҫук.Хӑйӗн киревсӗр шухӑшне халӑхра пур пек кӑтартма хӑтланать.Ҫитменнине тата таса чунлӑ Ф.Павлова асӑнать.Чӑвашра ҫук анекдот шутласа кӑларнӑ.Ирсӗр япала кӑна.
Agabazar // 3587.9.9687
2024.03.08 13:36
Agabazar
Паллах, «пурнатпăр-ха» тени оптимизмла сăмах мар. Ку пек чухне вырăсла калаçма юратакансем:"Ещё повоюем," — теççĕ (Игорь Саруханов текен юрăç çапла юрлатчĕ, аставатăр-и: "Дорогие мои старики..."). Кун пек каланинчен те оптимизм тапса тăмасть ĕнтĕ. Вăл контекстра чăн малтанах чир-чĕрсемпе «войевач тăвасси» пирки сăмах пырать.

Анчах та эпĕ ун пирки мар вĕт! Карма çăвар пулса паттăра тухакансен пăкки час шанать — ак çакна каласшăнччĕ.

Пăкки час шанни пирки те тĕк тăмаллах апла-капла шутласа каймалла мар. Лучччĕ Ашмарин сăмахсарĕнчи «пăкă» статьяна пăхăр та — вара пурне те ăнланса илетĕр. Фразеологизм теççĕ. Пăкă шанать те — путтылккăна чăмать. Кайран каялла та кăларса илейместĕн.
Agabazar // 2783.71.7524
2024.03.14 19:00
Agabazar
Вулакан // 1176.43.2928 2024.03.07 22:45 Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне тишкерсе тухсан,ниҫта та пушарсем е шыва путса вилекенсем пулччӑр тени ҫук.Хӑйӗн киревсӗр шухӑшне халӑхра пур пек кӑтартма хӑтланать.Ҫитменнине тата таса чунлӑ Ф.Павлова асӑнать.Чӑвашра ҫук анекдот шутласа кӑларнӑ.Ирсӗр япала кӑна.
Халлĕхе Фёдор Павлов пирки те, чăваш халăх сăмахлăхĕ пирки те калаçмăпăр. Ак çак япалана çеç аса илтерĕпĕр:
Ялтан // 1176.43.2928
2024.03.02 12:19 Вут хыпса илнӗ пӳрте чупса кӗрсе темиҫе ачана ҫӑлса хӑваракана е шыва путнӑ автобусри ҫынсене пӗр пӗччен турта-турта кӑларакана "пӑкки шаннисен"шутне кӗртни ҫав тери намӑс япала.
Чăннипе вара леш Акапасарĕ шыва путакансене çăлакансем е пушарта паттăрлăх кăларакансем пирки нимен те каламан:
Agabazar // 3070.35.6440 2024.02.29 12:49 Ху тата ыттисем те хăравçă пулнинчен ан хăра! Хăравлăх вăл — питĕ йĕркеллĕ япала. Вăл палăрăмран вăтанма кирлĕ мар. Эп сăнанă тăрăх, «хăраман» çынсен пăкки çав тери хăвăрт шанать.
Ăçта кунта пушар? Ăçта кунта шыва путни?
Ялтан // 1176.43.2928 2024.02.28 14:10 "Пурӑнатпӑр-ха"-тени мӗне пӗлтерет-ши.Пурӑнма темле те пулать мар-и-ха:тутӑпа та,выҫӑпа та;ирӗкпе те ,пусмӑрпа та;ырӑпа та,усалпа та...Хӑраса пурӑнма хӑнӑхтарчӗҫ пулас.Хӑюллӑ сӑмах пӑчланчӗ.
Пшар е шыв пирки калани кунта та çук, авă.
Agabazar // 2783.71.7524
2024.03.14 19:09
Agabazar

Эх, каппайланать, эх еплерех каппайланать!



Ялтан // 1176.43.2928 2024.03.07 17:32 Агабазар хӑравлӑх питӗ йӗркеллӗ япала тенипе пач та килӗшместӗп.Енчен те чӑвашсем хӑюлӑх кӑтартман пулсан,пирӗн ҫӗрсене китайсем туртса илетчӗҫ.Хӑравлӑха мар, хӑюлӑха ырлар.Шупашкартан Ельцин патне,Путин патне ҫивӗч ыйтусем тӑратса ҫыракансем та пурччӗ пек астӑватӑп.Хӑравҫӑ мулкач пулар мар.
Куратăр-и, еплерех «паттăр» ку çын, киттайсенчен те хăраса тамасть. Ельцинпа Путина та ташлаттарса çеç тăрать.

Çук, юлташсем, кирлĕ мар пире кунашкал «паттăрсем»!
Ялтан // 1176.43.2928
2024.03.15 08:39
Агабазар,кала-ха,чӑваш хӑйшӗн ҫине тӑнӑ паттӑрлӑх кирлӗ мар пулсан,сана
мӗнли кирлӗ.Пӑркаланса мар,уҫҫӑн кала,тепӗр ҫӗре куҫса ан кай.
Agabazar // 2783.71.7524
2024.03.15 15:17
Agabazar
«Таса чунлă» Фёдор Павлов ак мĕн çырса кăтартнă.

Елюк шыва путма пуçлать, ăна Çтаппан туртса кăларать. Çапла вара пĕрремĕшĕ иккĕмĕш персонаж умĕнче çакăн хыççăн «парăмлă» пек пулса тухать.

Елюк, çакнашкал «парăма» тÿсеймесĕр тата лешĕ çав тери хытă ÿкĕтленипе, Ванюк упăшки вăрçăра вилнех пуль тесе, Çтаппана качча тухать.
....................................................................
Кирлĕ-и татах та малалла каласа пама? Астăватăр-и мĕнпе вĕçленнине?
Евразиец // 3447.04.5759
2024.03.25 11:08
Лихо обсудили ОБРАЩЕНИЕ...

Страницӑсем: [1], 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем