Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Хветӗр Уяра вуланӑ май...

Аçтахар Плотников02.07.2009 00:534117 хут пӑхнӑ
Хветӗр Уярӑн «Таната» романне вулатӑп. Вуланӑ май электронлӑ вулавӑша кӗртсе пыратӑп. Хветӗр Уяр чаплӑ сӑмахҫӑ пулни курӑнать — вуланӑ май пӗлмен сӑмахсем тӑтӑшах сиксе тухаҫҫӗ, сӑмахсара пӑхса илме тивет:

пӑркӑт — пӑртан тунӑ ҫунашка
вушар — выр. упрямый, скупой, жадный
тытса ан хутлат — «ура хутлатса лар» тенине пӗлетӗп-ха, кун евӗр усӑ курнине вара — пӗлместӗп. Ку сӑмахҫаврӑнӑша вырӑсла куҫарас пулсан «чтобы меня не скорчило от радикулита» пулать пулас.
термен — хал.
«Кӗперсем, хӑва тӗмӗсем, кран юписем вӗлтлете-вӗлтлете тӑрса юлнӑ». Хм... темиҫе сӑмахсар пӑхрӑм, анчах та кран сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймерӗм. Хальхи «кран» мар ӗнтӗ...
вӗренлерӗ — ҫук, ку сӑмаха эп сӑмахсарта шырамарӑм. Унсӑр та ӑнланма пулать. Анчах та сӑмахӗ! Сӑмахӗ! Ахаль «вӗрен» сӑмахран еплерех хитре сӑмах пулса тӑнӑ! Вырӑсла ӑна «завязал» тесе куҫарма пулать, анчах ӑнлан-ха — мӗнпе ҫыхса хунӑ? Те ҫиппе, те канрапа, те вӗренпе! Чӑваш сӑмахӗ вара тӳрех палӑртать — вӗренпе ҫыхса хунӑ! Канрапа мар, ҫиппе мар — вӗренпе! «Великий могучий русский язык» теҫҫӗ... чӑваш чӗлхи те катӑк мар!
чӗркуҫҫи калекки — калек сӑмахӑн пӗлтерӗшне тупаймарӑм. Сӑмахсарсенче ҫук...
ластӑк — ку сӑмах «пая» пӗлтерет иккен! Ҫӑкӑр ластӑкӗ — кусочек хлеба. Хитре сӑмах...
путмар — вырӑсла «нары» пулать. Ҫук, пӗлместӗп...
хурхух — ку ӳсентӑранӑн ячӗ ытла та хитре. Акӑ вӑл: http://www.cag.su/img/fotomenubottomleft/foto56_338.jpg — курнӑ пулӗ? Эп те курса, анчах та чӑвашла ятне пӗлменччӗ-ха...
кӑсӑя пӗҫҫи пек — хитре фразиологизм. «...кӑсӑя пӗҫҫи пек ҫеҫ те пулин шыва ҫӑкӑр татки пӑрахнӑ...» — ак епле усӑ курать ӑна Хветӗр Уяр. Икӗ тӗлте тӗл пултӑм ӗнтӗ...
йӑрхах — йывӑҫ ҫекӗл. Пирӗн килте ун пек япала пулман та — ку сӑмаха пӗлместӗп ҫав...
шучӑ — эх, пирӗн ялта хӑмла ытлашши ӳстерместчӗҫ те пӗлместӗп ҫав. «хӑмла шуччине» пӗлетӗп, хайлавра вара «шучӑпа» ҫырнӑ та мӗн сӑмаххи-ши теп... Сӑмахсарта ҫук... Юрать-ха Кукӑль (Google) хӑмла шуччине тупса пачӗ :).
кикен — чемерица иккен. Ӳкерчӗкӗсене пӑхрӑм-пӑхрӑм... курман пулас ун пек курӑка.
мӑйӑр та, юман йӗкелӗ те — пӗр пулӑ пуҫӗ — ку фразеологизм мана килӗшрӗ.

Уф... паянлӑха ҫитет пулӗ.

//«Таната» сӑмахӑн пӗлтерӗшне тупма сире валли хӑваратӑп :)
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Santăr // 3499.83.6102
2009.07.02 10:10
кикен ÿкерчĕкĕсне википединче курма пултаратăн. Нÿмай ÿсет вăл пирĕн тăрăхра.
http://images.google.ru/images?q=%D ... tf-8&rls=org.mozilla:ru:official&client=firefox-a&um=1&ie=UTF-8&ei=HU9MSqieHo-OjAfzmc1i&sa=X&oi=image_result_group&ct=title&resnum=938095585 кунта ÿкăрчĕксем нумай.
2009.07.02 11:04
Аçтахар Плотников
Ӳкерчĕкĕсене куртăм — эп хăй ӳсентăранне палламастăп. Пирĕн тăрăхра ӳсмест пулмалла. Е сахал тĕл пулать.
Хурхухĕ нумай ӳсет те ӳкерчĕкне курсанах палласа илтĕм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем