Есть ли в Чувашии серьезные национал патриотические движения.., организации.., сообщества...
Тавтапуҫ Патихан ссылкӑшӑн, тин кӑна курса пӗтертӗм передачине. Ну мӗн тесе мухтас-ши? Питӗ хитре юрлать Елена,ҫавӑншӑн савӑнтӑм. Ыттисене-неуд, питӗ хӑраса калаҫаҫҫӗ Чӑваш патшалӑхне сыхласа хӑварас пирки, юрист теекенни хӗрелсех кайрӗ неудобный вопрос илтсен,сӑмах айне туса хӑварма тӑрӑшрӗ ыйтӑва,ӗҫӗнчен кӑларса ярасран хӑрать тӑр.
Таҫтан тухнӑ вӑл — чӑваш халӑхне йӑваш теҫҫӗ. Питӗ йӑнӑшла шухӑш ман шутпа. Ку сӑмаха пирӗн халӑх ҫумне те пӗрешкел илтӗннӗрен ҫыпӑҫтарнӑ — вӗҫне-хӗрне ҫитсе пӗтес ҫук ӗнтӗ халь.
Ӗнер Михаил Сениэль сӑвӑҫпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑн-чӑн сӑвӑҫсен вӗсен чӑн та Турӑ панӑ пултарулӑх пурах ҫав — хӑйӗн сӑмахӗнче «Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет» текен шухӑша каларӗ. Халӑх пирки мар ӗнтӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки калаҫнӑ май.
Ман шутпа вара ҫак сӑмахсем пирӗн халӑха питӗ лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ — йӑваш мар вӑл, чӑтӑмлӑ. Анчах чӑтӑмлӑхӑн та чикки пур.
Пирӗн сайта та асӑнни тӗлӗнтерчӗ, уйрӑмах передача пуҫламӑшӗнче :)
Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |