Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те!
Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ!
Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет.
Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.».
Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен пысӑк пайне политика кӑсӑклантармасть. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, пирӗн ҫӗршыврисенчен 80 проценчӗ политика пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма хатӗр мар.
Юрий Левадӑн "Левада-Центр" аналитика центрӗ тӗпчеве ҫурла уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта Раҫҫейӗн 48 регионӗнчи 1600 ҫын хутшӑннӑ. Интервьюерсем респондентсем патне киле кайса калаҫнӑ. Кун пек чухне йӑнӑш 3,5 процентран пысӑк мар тесе ӗнентерет маларах асӑннӑ аналитика центрӗ.
Политикӑран аякра тӑракансен йышӗ кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процент ӳснӗ.
Чӑваш халах сайчӗ аталанма пуҫланнӑранпа 11 ҫул та ҫитсе пырать. Хальхи вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫыракансем те сахал мар теме пулать, ҫавах та вӗсем ҫителӗксӗр. Нумай пулмасть эпир ятарлӑ ыйтӑм пуҫларӑмӑр — чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсене палӑртас терӗмӗр. Тепӗр енчен ку вӑл пирӗн 11 ҫулхи ӗҫе те кӑтартса пама тивӗҫлӗ: ҫак вӑхӑт хушшинче чӑваш чӗлхине эпир интернета сарма пултартӑмӑр е ҫук. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку тӗлӗшпе эпир кӑна мар, ыттисем те ӗҫлеҫҫӗ, ҫавах та пирӗн ку ӗҫре яваплӑх пысӑк пулнине палӑртас килетех.
Раҫҫейӗн маркетологӗсен гильдийӗн канашӗн пайташӗ Николас Коро сӑнанӑ тӑрӑх, Раҫҫей арҫынӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсене парнепе савӑнтарма пӗлмеҫҫӗ. Ҫавна курах кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе парнеленӗ косметикӑпа парфюма лавккана тавӑрса пама хатӗр.
Кун пек пӗтӗмлетӳ патне пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.
Маларах асӑннӑ гильди тӗпчевӗ тӑрӑх, парнен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кухньӑпа ҫыхӑнни, йӑлари техника тата ҫипуҫ, парфюмерипе косметика.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |